Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пекки сăмах пирĕн базăра пур.
пекки (тĕпĕ: пекки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суд пекки те пулчӗ.

Потом был суд.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ку вӑл ман иккӗмӗш упӑшка пекки, — терӗ хӗрарӑм.

— Он вроде мой второй муж… — сказала женщина.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ӗнер вӗсем ҫав ятпа ӗҫкӗ пекки тунӑччӗ…»

— Да в честь встречи у них вчера вроде гулянка была…

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Умӗсенче вӗсен — ӑшӑх курите пекки (ӑна та урхалӑхсемпе мачча каштинчен ҫакса янӑ).

Установит кормушки перед ними тоже на веревках, для головы в мешке провертит дыру — и наедайся, гусь, не ленись.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Миҫе ҫын вара ун пекки ялта?»

— А много ли таких в деревне, кто раньше-то посеял?

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ун пекки вӑл пинте пӗрре тӗл пулать».

Только такой бывает из тыщи один.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах туя урам пекки сана кӗҫех е пӗр-пӗр картишне, е ҫырма хӗррине пырса тӑратать.

Идешь будто по улице, но она вдруг выведет либо к чьему-нибудь двору, либо к обрыву.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эсӗ халь вӗреннӗ ҫын, пуҫлӑх пекки.

— Ты же сейчас ученый человек, вроде начальника.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл хӑй хӗрне юратать, Нарспийӗпе мухтанать: «Ман хӗр пекки камӑн пур?

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Анчах та вӑл ҫиҫме ҫуралнӑ, Вӑл аслати-ҫке; ун пекки, Эс хӑв пӗлетӗн, ӗмӗрте те Сайра-хутра ҫеҫ ҫуралать.

Куҫарса пулӑш

XXXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл хӑех сисрӗ, ун пичӗ халь вӑтаннӑ хӗрача пичӗ евӗр ҫиҫсе тӑрать, кӑна палӑртас мар тесе каччӑ, ҫӗрелле пӗшкӗнсе, хӗрарӑмсем тупайман ҫӗмӗрте пуҫтарам пекки туса ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ну-ка, — ывӑҫ тупанне сурам пекки туса аллисене сӑтӑркаларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кур-ха, епле ӑс парса ларать, — чарам пекки турӗ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унта та уйӑхра пӗрре пуху пухатпӑр та, теплере пӗрре вечер пекки ирттеретпӗр…

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юрамасть ун пек! — вӑрҫам пекки турӗ вӑл Липӑна.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кун пекки вӑл сайра пулать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр ҫулхине Шупашкара докладной пекки те ҫырса ятӑм.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла сирӗн унтан ыйтмаллаччӗ, мӗншӗн ман пата кӗтӗр? — тутисене чалӑштарса кулам пекки турӗ начальник.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унта, хӗрарӑмсем, Гариф пекки кирлӗ, аслисемпе тавлашма пултартӑр.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Председатель валли кӳлнӗ тепри утӑн пекки ҫинче пусма тутӑрпа алшӑллисем вӗлкӗшеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех