Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑллӑ (тĕпĕ: кӑмӑллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тем пек, шултӑра кӑмӑллӑ пулсан та, Ҫеркей, Ҫтаппан Улюк кине вӑрҫнӑ хушӑра шутсӑр чӗре ырататчӗ, шутсӑр ырататчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӗлӗне-тӗлӗне шухӑшлатӑп вара: ӑҫтан кӑна тӗл пулаҫҫӗ усал кӑмӑллӑ Ҫтаппан пеккисене йӑваш хӗрарӑмсем, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Григорий Григорьевич Еньков — пирӗн фотографа ҫапла чӗнеҫҫӗ — ӑна алӑ пачӗ те куҫӗнчен каҫӑрӑлса пӑхрӗ (лутраскер, вӑл пирӗн фотограф, лара-тӑра пӗлмен йӑрӑ ҫын, калаҫасса та васкаса, пӑтӑр-патӑр калаҫакан хавас, уҫӑ кӑмӑллӑ юлташ).

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Елюкпа перекет кассинчи укҫа ҫинчен сӑмах пуҫарма шутланине аса илчӗ пулас та йӗкӗлтешсе кулма чарӑнчӗ, ырӑ кӑмӑллӑ этем пекех чӗнчӗ (ҫапах та, сассинче арӑмне картманни сисӗнчӗ-сисӗнчех):

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Атӑлшӑн хӑй тӗлӗнчи тӳпе те таса пулмалла иккен, ун тӗлӗнче текех сивӗ пӗлӗтсем капланса тӑмалла мар — талккӑшӗпе хӑвалать Атӑл ҫилӗ йывӑррӑн шӑвакан мӑн кӑмӑллӑ пӗлӗтсене, пӗлӗтсем васкаманнишӗн тарӑхса, ха-аш сывлать, чарӑнса та тӑрать, унтан каллех хускалать, паҫӑрхинчен те хытӑрах чӑрсӑрланать, ши-и! шӑхӑрать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унсӑр пуҫне кӑмӑллӑ кӗтменлӗхсем те сиксе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофильмри пекех… // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=m0BX5MNWJBE

– Пире питӗ кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

Пурте кӑмӑллӑ пулатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8

Пӑхса ҫӳреме кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫутлӑх ӗҫӗн сӳнми ҫути» курав уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=T8vit9fj4Sk

Канмалли кунсенче кӑмӑллӑ хыпарсем илме пултаратӑр.

В выходные не исключено получение приятных новостей.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канмалли кунсенче кӑмӑллӑ паллашу е ӑнсӑртран сиксе тухнӑ лайӑх пулӑм пулать.

В выходные возможно приятное знакомство или благоприятное стечение обстоятельств.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, ЛДПР политика партийӗн пайташӗ Константин Степанов фельдшерпа акушер пункчӗсен ӗҫ-хӗлӗпе кӑмӑллӑ юлнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Шупашкар тӑрӑхӗнче Ойкассинче пурӑнакансем те хӑйсен фельдшерӗн ӗҫӗпе кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Майӑн 9-мӗшӗнче пограничниксен службин ветеранӗсем ҫине пӑхма кӑмӑллӑ пулчӗ, вӗсене пограничниксен районти ветерансем хушшинче пӗр саслӑн суйласа илнӗ Раиль Валиев пухнӑ та йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен тӑванлӑхӗ упранать // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3277070

Пурте кӑмӑллӑ!

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Чи савӑнтараканни вара — Машук питӗ кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Палӑртма кӑмӑллӑ, Олег Алексеевич пире хумхантаракан мӗнпур ыйтусем ҫине тулли хуравсем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p

Ҫамрӑк яш-кӗрӗмпе курнӑҫса калаҫма питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p

Мастер-класс музыка инструменчӗпе ҫав тери интересленекен ырӑ кӑмӑллӑ, ырӑ атмосферӑра иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт наци инструменчӗпе — кубызпа — выляма вӗренмелли мастер-класс иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3270489

Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен пӗр тикӗс шӑтса тухнӑ калчисемпе кӑмӑллӑ юлнине, кӗркунне пысӑк тухӑҫ илес шанӑҫ пуррине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шелттемсем ӗҫ йӗркине пысӑк ӑсталӑхпа туса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... %81%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех