Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайран сăмах пирĕн базăра пур.
кайран (тĕпĕ: кайран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран вӑл пӗр хушӑ телевиденире ӗҫленӗ.

Потом он некоторое время работал на телевидении.

Пирӗн ентеш — чи лайӑх экскурсовод // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35193.html

Кайран ак хӑй ҫапла тиркешсе ҫӳренӗшӗн, киле нимӗнсӗр таврӑннӑшӑн савӑннӑ пек те пулчӗ, ҫӗнӗ йытӑ туянма шухӑш тытнӑшӑн вара мӑкӑртатса та илчӗ: «Пасартан йытӑпа таврӑнса, Бианкӑна манса каймаллаччӗ иккен-ха! Юрать-и ҫапла!» - терӗ вал.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кайран нумай та вӑхӑт иртмен, унӑн пьесисене чи чаплӑ театрсем лартма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Малтан ҫиллентӗм, кайран, кӗлетре пӗчченех макӑрса выртнӑ чухне — тӗрӗс каларӑн, йыснаҫӑм, тавах сана вӑхӑтра ӑс панӑшӑн, терӗм.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Анчах вӑл ӑна кураймасӑрах таврӑнать, кайран унран темиҫе ҫыру ҫырса та хурав илеймест.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Серебряков ҫыннисен пире пулӑшмалла та кайран кулса ҫӳремелле.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шавласса шавларӗ, кайран вара ҫынсем: «Турунов объекчӗ халӗ те хатӗр мар, теприсем туса ҫитереҫҫӗ», — тесе пӑшӑлтата пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ кайран тин чухласа илтем хам тӗрӗс мар тунине.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Амӑшӗпе иккӗшӗ килетчӗҫ вӗсем стройкӑна, кайран Турунов ачи Сантӑр вӗсене те, мана та хӑйӗн машинине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кайран вӑл леш котлованри шыва та уҫласа кӑларма сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Малтан ыр сӑмаха илтсе, кайран начара юлӑпӑр тата.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ ӑна ӗнсе ҫинерех лартӑп, кайран вара, сивӗтсен, хулӑнрах тутӑр ҫинчен тӑхӑнса ҫӳрӗп.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кайран тупасси те пулмӗ СУ начальникне.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кайран, очерк алҫырӑвне бригадӑри строительсене вуласа панӑ хыҫҫӑн, Аликов ман пата пычӗ те: «Эпӗ вӑл Аликов, тавах сире ман пирки ӑшӑ сӑмах каланӑшӑн», — терӗ, аллӑма тытса хытӑ чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унта «рекордлӑ срок» тенине тӑватӑ ҫӗрте вуларӑмӑр, пирӗн ӗҫри кӑлтӑксем ҫинчен, ҫав кӑлтӑксене пӗтерес тӗлӗшпе кайран эпир намӑслана-намӑслана ӗҫлени ҫинчен пӗр сӑмах та курмарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кайран, ҫынсемпе калаҫнӑ чух, тата мӗн ҫырнӑччӗ-ха унта, еплерех каланӑччӗ тесе, турта-турта кӑлармалла ан пултӑр ҫырӑва, ҫавӑркаласа лармалла ан пултӑр ӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халь сисмесен те, кайран, статья пичетленсе тухсан, сисӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Шутлӑр-ха ӗнтӗ хӑвӑрах: строительсен бригади ҫинчен очерк ҫырса пӗтеретӗп те, пурте вырӑнлӑ пултӑр, йӑнӑш-мӗн ан кайтӑр тесе, ӑна бригада ҫыннисене вуласа паратӑп; килӗшеҫҫӗ вӗсем эпӗ ҫырнипе, тав тӑваҫҫӗ мана, кайран, очерк пичетленсе тухсан, ҫыру яраҫҫӗ: бригада ӗҫ-хӗлне тӗрӗс кӑтартса паман…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Малтан атте: «Ман ывӑлӑм — пурнӑҫ ҫынни», — тесе мухтанатчӗ, кайран, ҫӳрейми пулсан, ӑш-чиккине ҫунтарса ахлататчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кайран ӗҫлӗпӗр, юлхав этем хӑна килсен ӗҫ пуҫарать, хӑна кайсан, кӑнтӑр варринчех тӳнсе кайса ҫывӑрать, тенӗ пек хӑтланар мар.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех