Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илни (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Олёна ку япаласене алла илни те темӗнле пит те тӗлӗнмелле ӗҫ пулса тӑнӑ, вӑл ӑна ӑнланайман.

Уж и то, что Олёна получила, было совершенно необычным, какое-то чудесное событие, которого она не понимала.

V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ӑна чӳречесем хыҫӗнче ӳлекен ҫил, капитанӑн хаяр сассине тӑтӑшах астуса тӑни, тата кунти хресченсен сӑнӗсем ҫинчен те унтан кая мар хӑраса аса илни кансӗрлерӗ.

Ему мешал шумящий за окнами ветер, назойливое воспоминание о строгом голосе капитана и не менее страшное воспоминание о лицах здешних крестьян.

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Иртнӗ эрнере эпӗ сире ҫу ярса патӑм, посылкӑсене илни ҫинчен, тархасшӑн, ҫавӑнтах пӗлтерсе пыр.

На прошлой неделе я отправил вам масло, о получении посылки, пожалуйста, сразу же сообщи.

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Хӑйсене йӗри-тавра хупӑрласа илни вуннӑмӗш кун ҫитсен, иккӗмӗш батальон салтакӗсен малти линири окопсенче ларакан хӑйсен юлташӗсене улӑштармаллаччӗ.

На десятый день осады солдаты второго батальона Должны были сменить своих товарищей, сидевших в окопах переднего края.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ку вӑл шута илни кӑна вӗт!

Да ведь это только то, что учтено!

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫирӗм ҫултан пуҫласа хӗрӗх ҫула ҫитичченхи рабочисене пурне те список тӑрӑх чӗнсе кӑларчӗҫ те, вӗсене ҫара илни ҫинчен пӗлтерсе, хуралласах Архангельска илсе кайрӗҫ.

Всех рабочих от двадцати до сорока лет вызвали по списку, объявили им, что они призваны в армию, и под конвоем отправили в Архангельск.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Совет ҫарӗсем Херсонпа Николаева илни ҫакна уйрӑмах та яр уҫҫӑн кӑтартса парать, мӗншӗн тесен кунта Антанта ҫарӗсем рабочисене хирӗҫ вӑрҫасшӑн пулмарӗҫ.

Взятие Херсона и Николаева советскими войсками особенно ярко демонстрирует это, так как здесь войска Антанты не захотели воевать с рабочими.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл Шенкурска илни Архангельска илессишӗн пулас ҫапӑҫусен ӑнӑҫлӑхне нумай енчен татса пани ҫинчен каларӗ.

Он говорил о том, что взятие Шенкурска во многом предопределяет успех предстоящих боев за Архангельск.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Таврӑнсан вӑл Шолаши ялне Сергунько боецӗсем ҫапӑҫса илни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Вернувшись, он сообщил, что Шолаши взяты бойцами Сергунько.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах та батарея патӗнче унпа сывпуллашса уйрӑлнӑ чухне вӑл нимӗн чӗнмесӗр мӗнле пӑхса илни тӑрӑхах унӑн шухӑшне ӑнланчӗ.

Но, прощаясь с ним на батарее, он понял его молчаливый взгляд.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Йӗплӗ пралукпа пӗрле юпасем, блокгаузсен пӗренисем сывлӑшалла ҫӗкленни, ҫурт-йӗрсене вут хыпса илни курӑнать.

Видно было, как поднимаются в воздух колья вместе с проволокой, как летят бревна блокгаузов, как загораются постройки.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ҫавӑрса илни ҫинчен калаҫнӑ чухне, эсир полковник господин, ҫавӑрса илекен енӗн, оборонӑра тӑракан енӗпе танлаштарсан, чылай пысӑкрах вӑй кирлине манса каятӑр.

— Говоря об охвате, вы, господин полковник, забываете о том, что охватывающая сторона должна иметь гораздо больше сил, чем обороняющаяся.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Мӗн вӑл ҫавӑрса илни? — ыйтрӗ вӑл Брагин ҫине йӗрӗнчӗклӗн пӑхса.

— Что такое охват? — спросил он, с пренебрежением глядя на Брагина.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗсем Шенкурска илни хӑйсене Архангельска килме ҫул уҫса парассине питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Они прекрасно понимают, что взятие Шенкурска открывает им путь на Архангельск.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Лукьяновкӑна илни ҫинчен хыпар Архангельска январӗн 19-мӗшӗнче кӑнтӑрла тӗлнелле ҫитрӗ.

Известие о взятии Лукьяновской пришло в Архангельск около полудня девятнадцатого января.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл Шенкурска илни Архангельска ирӗке кӑларас ҫул ҫинче тунӑ утӑм пулнине уйрӑмах хытарса асӑрхаттарчӗ.

Он подчеркнул, что взятие Шенкурска — шаг к освобождению Архангельска.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Пӗлмен ҫынсене пӗрле илни вӑл — питех те айванла хӑтланни пулӗччӗ.

— Это было бы слишком глупо — брать с собой людей и не знать, кто они.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫуркунне тӑм илни, ҫуллахи вӗри ҫилсем, ҫумӑр чӗреслетсе ҫунӑ хушӑра канав алтни, Фрося сӑрчӗн айккинче ирттернӗ пӗтӗм каҫ — пурте кунта, ҫак пӳлмесене, кӗрсе выртнӑ.

Весенние заморозки и летние суховеи, рытье канав под проливным дождем, ночь на Фросином косогоре, улыбки и слезы — все легло сюда, в эти закрома.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл хытӑ пӗшкӗннӗ, мӑйри тата хулпуҫҫири шӑнӑрсем туртӑнса илни сисӗнет.

Он сильно сутулился, в мышцах шеи и плеч чувствовалось напряжение.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Валентина унӑн питҫӑмартийӗсем, куҫхаршийӗсем чӗтресе илнине курчӗ, таҫта, тӑнлав патӗнче те, куҫхаршийӗсемпе куҫсен кӗтессисенче те туртӑнса илни сисӗнчӗ.

Валентина увидела, как дрогнули его щеки, брови и напряжение почувствовалось где-то у висков, в углах бровей, глаз.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех