Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренсе (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗренсе тухакансен малашнехи пурнӑҫӗнче информации технологийӗпе усӑ курма май паракан пӗлӳпе ӑсталӑха парта хушшинче ларнӑ чухнех туптамалла.

Куҫарса пулӑш

Роботсемпе ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%80%d0%b ... %d0%b0cce/

Мансур упаленме те вӗренсе ҫитеймест, инкек йӑтӑнса анать.

Едва Мансур научился ползать, как на молодую чету свалилась беда.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лешӗ вӗренсе тухсан вӗсен ашшӗ кӗҫӗн ывӑлне чӗнсе илнӗ.

Перед смертью отец Петр призвал к себе младшего сына.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эпӗ Шупашкарта вӗренсе пурӑнтӑм.

— А я все это время в Чебоксарах жил, учился.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ хулара вӗренсе тухрӑм.

А я в городе выучился.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫак ҫулсенче пирӗн халиччен-нихҫан пулман тырпул туса илме вӗренсе ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа паллашнӑранпа Ятман кӑмӑлне пӗтӗмпех вӗренсе ҫитнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала, арӑмӗ хайне ачисем умӗнче хӑтӑрма юратнине тахҫанах вӗренсе ҫитнӗскер, сухал айӗн кулса ҫеҫ илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ак Алексей вӗренсе таврӑнать те электричествӑпа ӗҫлекен пӑчкӑ туса парать, — терӗ Кӗтерне кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхозра шоферта ҫамрӑк каччӑ, кӑҫал ҫеҫ курсран вӗренсе тухнӑ Петӗр ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хам та сиртен нумай япала вӗренсе каятӑп.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапах та ҫапӑҫма пурте вӗренсе ҫитеймен-ха вӗсем.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр ҫул ӗҫлесе пӑхар-ха, йӗркине вӗренсе ҫитер, вара ӑмӑртма та пулӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун чухне вӑл юнашар ялти вӑтам шкултан тин кӑна вӗренсе тухнӑччӗ-ха, авӑн ҫанӑ ҫӗрте куҫне ҫӳп лекнӗрен института экзамен тытма каяйманнишӗн кулянса ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫма, ял Советӗнче пӗрле ӗҫлесе, ун кӑмӑлне пур енчен те вӗренсе ҫитнӗ, ӑна ҫур сӑмахран ӑнланса, вӑл хушнине вӑхӑтра туса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗреннӗ чухне йывӑр пулӗ ӗнтӗ, пӗр вӗренсе тухса хӑй тӗллӗн ӗҫлеме тытӑнсан, Анушка ҫынтан юлас ҫук.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унта вӑл малтан мастерскойра ӗҫлерӗ, кайран, тракториста вӗренсе, ҫывӑхри пӗр колхозра ҫураки ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Олимпиада (ялта ӑна Липа тесе чӗнеҫҫӗ) институтран вӗренсе тухнӑранпа иккӗмӗш ҫул агрономра ӗҫлет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнпах пулӗ вӗренсе шофер правине илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Яланах рейса тухма хатӗр // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d1%8f%d0%b ... 82e%d1%80/

Анчах университетран «чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ тесе ҫырнӑ ҫын (сайтӗнче ҫапла кӑтартнӑ) редакцие тивӗҫлӗ шайра ертсе пынине ниепле те ҫирӗплетеймест.

Но о человеке, о котором написано, что она окончила университет по специальности «преподаватель чувашского языка и литературы» (так указано на сайте), никак нельзя сказать, что редакцией она руководит на должном уровне.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех