Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тахҫан сăмах пирĕн базăра пур.
Тахҫан (тĕпĕ: тахҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман куҫ умне тахҫан иртсе кайнӑ картинӑсем тухса тӑчӗҫ.

Передо мной замелькали картины далекого прошлого.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ҫакӑ ӑна сасартӑк тахҫан манӑҫа тухнӑ савӑнӑҫлӑ сисӗм-туйӑм патне куҫарчӗ.

Этот жест вдруг перенес его к давно забытому отрадному чувству.

14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Мухтанасса вӑл ирӗксӗрех мухтаннӑ, мӗншӗн тесен, ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра ӑна хӑй темӗнле тӗтре ӑшӗнче ҫӳренӗ пек туйӑннӑ, таврара мӗн пулса иртнине астуми пулнӑ вӑл, ҫапӑҫура пулса иртнӗ ӗҫсем, уншӑн пулсан таҫта, тахҫан, такампа пулса иртнӗн туйӑннӑ, паллах ӗнтӗ, ҫапӑҫури ӗҫсене тӗпӗ-йӗрӗпе аса илнӗ чух вӑл хӑйне ытларах мухтама тӑрӑшнӑ.

Хвастал невольно, потому что, во время всего дела находясь в каком-то тумане и забытьи до такой степени, что все, что случилось, казалось ему случившимся где-то, когда-то и с кем-то, очень естественно, он старался воспроизвести эти подробности с выгодной для себя стороны.

11 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Вӗҫесси ҫинчен вӑл тахҫан малтан халӑха пӗлтерсе тӑрса, хӑй вӗҫнине халӑха кӑтартма тӑрӑшнӑ.

Он был первым, кто публично объявил о своем полете.

7. Сывлӑшра вӗҫес ӗҫри пионерсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Тепре кайма тахҫан тивет-ха!

Теперь когда еще удастся выбраться?

Ҫу иртрӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Тахҫан пӗрре дачӑра унӑн икӗ утӑм тӑршшӗ, пӗр утӑм сарлакӑш сухан йӑранӗ пулнӑччӗ.

Когда-то на даче у нее была своя грядка с луком, два шага в длину, а один в ширину.

Ту ҫинче // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Калас пулать: тахҫан пӗр пӗчӗк пулӑшу тунӑшӑн донья Исидора мана пит ӑшӑ кӑмӑлпа тав турӗ.

Донья Исидора, надо сказать, щедро отблагодарила меня за ту маленькую услугу, которую я ей когда-то оказал.

XXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Улӑм ҫуртсенчен вӑрахарах сыхланса юлнӑ ҫӳллӗ ӳсекен хурхух картине, карта варринче пӗчченех ӳсекен таса смоковницӑна курсан, вӑл тӳрех кунта тахҫан ял пулнине ӑнланса илнӗ пулӗччӗ.

Посмотрев на живые изгороди из высоких молочаев, сохранившиеся дольше соломенных хижин, на одиноко растущую в середине ограды священную смоковницу, он сразу понял бы, что здесь когда-то было селение.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тахҫан кунта сукмаксем пулнӑ, халь вара вӗсем, туземецсем калашле, «вилнӗ», урӑхла каласан, ӑна йӗплӗ тӗмсемпе лианӑсем хупласа хунӑ.

Когда-то здесь были проложены тропинки, но теперь они, по выражению туземцев, «умерли», то есть заросли колючими кустарниками и лианами.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пурӑннӑ, тет, хайхи, тахҫан сӗм авалах пӗр сӗм-сӗм патшалӑхра пӗр хӗрпе пӗр каччӑ.

Может, сто, а может, и двести лет назад жили парень да девушка…

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лешӗ тата, ара, Хвеччисӗ, Турчӑка Кулине тахҫан малтанах тӗсесе хунӑскер, майне анчах апле майлаштармаллине пӗлменскер, майӗ халь хӑех майлашӑнса пынипе хӗпӗртесе, тӳпеленӗ те тӳпеленӗ йӗкӗте, ӳсӗрпе пуҫӗ лапк усӑнса аничченех тӳпеленӗ…

Потом уже, как-то в порыве откровения, призналась Мигулаю Хвечис, что давно, оказывается, его высмотрела, да не знала, как завлечь, а тут и случай подвернулся, парень с делом пришел, а она его за стол, да угощать, да подливать, вот и набрался по первое число.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени, «Шупашкарӗнчен тахҫан ҫаврӑнса килмелле пулать-ха, аре, тата хама пӑхакансем ял кучченеҫне те тутанса пӑхчӗр», текелесе, каяс ҫӗр ҫӗрулмипе аш хупса хуплу-кукӑль те пӗҫерчӗ.

Ксения вчера затеяла испечь пирог с мясом и с картошкой, хуплу: «Когда-то еще вернусь из Чебоксар, да и там, в городе, надо деревенскими гостинцами угостить».

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Мария Александровна, тахҫан пулса иртнинче темӗн курнӑ пек, куҫне хӗссе ларать…

— Мария Александровна сидела, прищурив глаза, словно что-то видела там, в далеком прошлом…

Яланлӑхах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Тахҫан та кун пек пулманччӗ.

Как давно-давно не было.

Яланлӑхах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Бухтӑсене, ҫулсене, тусенчи сукмаксене тинкернӗ унӑн куҫӗсем, унта ӑна аран палӑракан мӗлкесем, вӗсен хушшинче уйрӑмах пӗри, тахҫан хӑйшӗн ҫывӑх пулнӑ ҫынни курӑннӑн туйӑннӑ…

Угадывал бухты, дороги, горные тропинки, по которым, казалось ему, бродят легкие тени и среди них одна, когда‑то близкая ему…

III // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.

Вӑхӑт-вӑхӑт вӑл куҫӗсене хупа-хупа илнӗ, хула таврашӗнчи мирлӗ вырӑнсене аса илнӗ; ҫамрӑк вӑхӑтне, командир пулнине, ҫав вырӑнсем тӑрӑх тахҫан авал маневрсем туса ирттернине аса илнӗ.

Он закрывал глаза и видел все эти мирные окрестности, где некогда участвовал в маневрах молодым командиром.

5. Ватӑ ҫарҫынни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Кӗрхи илемлӗ кун пулнӑ, вӑл Вестфалинчи тахҫан иртнӗ кӗркунне пек туйӑннӑ.

Была хрустальная ровная осень, чем-то похожая на вестфальскую далекую осень.

2. Тӑшманпа ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Ҫук, ку вӑл тахҫан хӑма пулнӑ, Сашӑн ӑста алли ӑна, пӑчӑкӑпа касса, ҫӳхе чӗнтӗр пек илемлетсе пӗтернӗ: шӑллӑ-шӑллӑ, тӗлӗнмелле авса хунӑ туратлӑ, чечеклӗ.

Нет, это когда-то была дощечка, а лобзик и пилка в руках Саши превратили ее в тонкое кружево с красивыми зубцами и причудливо изогнутыми веточками и цветами.

Вӑрттӑнлӑх // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Тахҫан авалах ҫавӑн пек йӑла пулнӑ, — ӑнлантарчӗ вӑл.

— В древности такой обычай был, — объяснила она.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Иртнӗ кунсем уншӑн тахҫан пулнӑ пек, темӗнле тӗлӗкри пек туйӑнчӗҫ.

Прошлые дни казались ему чем-то похожим на сон.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех