Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сулахай сăмах пирĕн базăра пур.
Сулахай (тĕпĕ: сулахай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калюков сулахай хул калакки айӗнчен тем пӗҫертсе илнине, ҫав ӑшӑ пӗтӗм шӑмшака капланса сарӑлнине, шалта ӑшчик шӗвекпе («Юнпа!» — тавҫӑрса илчӗ самантрах) тулнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сулахай аллипе ӑйӑра ҫавӑтса, сылтӑммипе револьверне пеме хатӗр тытса, Калюков пахча ҫумӗнчи пралукпа анаталла анчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ сулахай алӑра револьвер тытса тӑнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сан кантуру сулахай енче пулма кирлӗ! — кӑшкӑрчӗ Сӑпани малта пыракан качча.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа ҫивӗч куҫлӑ Сӑпани хура сӑран карттус тӑхӑннӑ, сулахай аллине хӑмӑр чӑматан тытнӑ качча часах асӑрхарӗ, уҫӑ ҫӗрте калаҫас мар тесе, вӑл халӑх хушшинерех кӗрессе кӗтсе илчӗ те юнашар пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗр каҫа, чӑнах та, ҫил улшӑннӑ, пӗлӗтсене хӑваласа салатнӑ, халӗ вӑл кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнчен, утне ҫӑмӑл юртӑпа чуптаракан Сӑпание сулахай енчен вӗрет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сулахай аллинче унӑн пысӑках мар хӑмӑр чӑматан пулма кирлӗ, ман япаласене хумалли ӗнтӗ, хам парнеленӗскер.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сулахай аллине пысӑках мар чӑматан тытнӑ, сӑран карттус тӑхӑннӑ ҫамрӑка Телегин аран шыраca тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сулахай аллинче унӑн пысӑках мар хӑмӑр чӑматан пулма кирлӗ, ман япаласене хумалли ӗнтӗ, хам парнеленӗскер.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сулахай стенара аялтан шаккани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани ӑна, хӑй ҫине кӗҫ-вӗҫ сиксе ӳкесскере, тӗллесе те тӑраймарӗ — сулахай кӗпҫерен пӑшалне ун еннелле кӑнтарнӑ-кӑнтарман кӗрслеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Сӑпани ҫыран хӗррине, хыр вулли ҫумне пырса тӑчӗ те, авӑрланӑ икӗ кӗпҫеллӗ пӑшалне хатӗр тытса, хӑйпе юнашар тата темиҫе патрон кӑларса хучӗ, унтан сасартӑк, сулахай алӑри вӑтапа пуҫ пӳрнесене ункӑласа ҫӑвара чикрӗ те, арҫурилле ши-и-и! шӑхӑрса ячӗ, пӑшалне хатӗр тытса, пуҫне аялалла усса, кашкӑрсем йӑваран тухасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Юлташсем! — терӗ вара Крапивин, сӑран карттус тытнӑ сулахай аллине ҫӗклесе.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи хӗр турткаланса тӑчӗ-тӑчӗ те, карӑнтарнӑ хӗлӗх пек ярт тӳрленсе, Хӗлимун умне тухрӗ, сулахай ал тупанне пилӗк ҫине хурса, акӑш евӗр тикӗссӗн пӗр ҫаврӑм турӗ, унтан, аллисене ылмаштарса, пӗр вырӑнта каллӗ-маллӗ ҫаврӑнчӗ те ҫамрӑксем хушшине вӗлт кӗрсе пытанчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ кунта лекнӗшӗн, — пӗр енче кӗнеке шкапӗ, ун ҫумӗнче речӗпех — хыҫлӑ пукан, варринче революцичченех тунӑ сӗтел ларакан, тепӗр стена ҫинче Ленинпа Сталин сӑнӗсем ҫакӑнса тӑракан пӳлӗме сулахай аллипе сӗлтсе ҫаврӑнчӗ Никифоров, — эсир, Филимон Петрович, хытӑ тӗлӗнетӗр пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗрре сулахай енчинчен, тепре сылтӑм енчинчен пӑха-пӑха, вӗсем хушшинче чылайччен тӑчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл пуҫне мелсӗррӗн пӑрчӗ те лахханпа ҫапӑннӑ тӗле сулахай аллипе хыпашласа пӑхрӗ; сылтӑм аллине ыратнипе хускатаймасть те пулас.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ, хӑй ӗҫӗпе аппаланнӑ пек курӑнма тӑрӑшса, начальник мӗн каласса самаях кӑсӑкланса кӗтет пулас, пуҫне кирлӗрен пӑрнӑ пек туса, сулахай хӑлхине ун еннелле кӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна хуса ҫитме ӗлкӗреймерӗ — Давид та, сулахай аллипе хырӑмне тытса, чарӑнса тӑчӗ, унтан малалла сулӑна-сулӑна хуллен чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи Король сулахай аллипе Антун енне сулам пек турӗ те, сылтӑммипе пӗтӗм вӑйран туртса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех