Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Икӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Икӗ (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ чарӑну тума тиврӗ, Мускавра тата Киевра.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Июнӗн 13-мӗшӗнче эпӗ тепӗр икӗ лейтенантпа пӗрле служба вырӑнне _ Каменец Подольскине тухса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Кайран Хурамалта (вун икӗ ҫухрӑмра) вунӑ класс вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Ӑна ӗҫри пысӑк ҫитӗнӗвӗшӗн ВДНХан кӗмӗл медалӗпе икӗ хутчен наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Кармами выҫҫӑлккине — 100 ҫул // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/ce%d0%bde- ... %83%d0%bb/

Икӗ класпа илсен ҫак синкерлӗ цифра вун тӑватта та ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Педагог ветерансем патӗнче хӑнара // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/

Икӗ хутлӑ культура ҫурчӗ пӗр вӑхӑтрах 150 ҫынна йышӑнма пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ клуба хӗле кӗриччен хута ярӗҫ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/ce%d0%bde- ... f%d1%80ec/

Унӑн икӗ ачи Иванпа Ксения кукамӑшӗпе кукашшӗне куҫ тулли телей кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ылтӑн туйне» паллӑ тунӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%8b%d0% ... 83%d0%bda/

Анне аттене качча тухнӑ чухне Валера икӗ ҫулта пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш культурине аталантарса пырассишӗн тӑрӑшать // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87a%d0 ... %81%d0%b8/

Пӗр харӑс икӗ класпа ӗҫлени те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнче М-7 федераци ҫулӗн 682-мӗш ҫухрӑмӗнче темиҫе машина пырса ҫапӑннӑ: виҫӗ фура, «ГАЗ», «Газель» тата икӗ ҫӑмӑл автомашина.

Вчера в Цивильском районе на 682 километре федеральной трассы произошло столкновение несколько машин: трех фур, «ГАЗ»-а, «Газели» и двух легковушек.

Ҫӗрпӳ районӗнче 7 машина ҫапӑннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33035.html

Чӑваш Енӗн икӗ пин ытла предприятийӗ куллен металлургипе, машинӑсен, электрооборудовани тата транспорт хатӗрӗсен производствипе ӗҫлет, регионӑн пӗтӗмӗшле продукчӗн чӗрӗке яхӑн пайне тивӗҫтерет.

Более двух тысяч предприятий в республике ежедневно занимаются металлургией, производством машин, электрооборудования и транспортных средств, составляя почти четверть валового регионального продукта.

Олег Николаев Машинӑсем тӑвакансен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/25/ole ... ostroitely

Палӑртса хӑварар: ГЭС ҫывӑхӗнчи кӗпере икӗ ҫул юсанӑ.

Отметим, что мост возле ГЭС ремонтировался два года.

ГЭС патӗнчи кӗпер ҫинчи ҫула юсаса пӗтернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32965.html

Шупашкарти икӗ вӑтам шкулта тата пӗр гимназире директорсем кирлӗ.

В двух средних школах Чебоксар, а также в одной гимназии требуются директора.

Шупашкарти шкулсенче директорсем кирлӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32929.html

Шалта никам та пулман, анчах икӗ ещӗк эрех ҫухалнӑ.

Внутри никого не было, но исчезли два ящика алкоголя.

Лавккана кӗрсе икӗ ещӗк эрех вӑрланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32927.html

Икӗ кинӗ сире хистесе илсе килмерӗҫ пулӗ те?

Надеюсь, две невестки не привели вас сюда силой?

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Ашшӗ-амӑшӗ икӗ енчен те ҫамрӑк мӑшӑра чӑваш йӑли-йӗркипе пил пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш туйӗ кӗрленӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%87a%d0 ... b5%d0%bde/

ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем телейлӗ ашшӗ-амӑшне харӑсах икӗ пӗчӗк ача ҫуралнӑ ятпа саламласа вӗсене пурнӑҫри пӗрремӗш патшалӑх хучӗсене – ҫуралнине ӗнентерекен хутсене – пачӗҫ, юлашкинчен вӗсене ырлӑх-сывлӑх, телей тата юрату сунчӗҫ.

Сотрудники отдела ЗАГС поздравили счастливых родителей с рождением сразу двух малышей и вручили первые в их жизни государственные документы – свидетельства о рождении, напоследок пожелав им здоровья, благополучия, счастья и любви.

Шупашкарӑн Мускав районӗнче 19-мӗш йӗкӗреше регистрациленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32895.html

Вӗсен пӗрремӗш пепкисем — икӗ арҫын ача — Элекҫейпе Тимахви ҫуралнӑ.

У них на свет появились первенцы, - два мальчика Алексей и Тимофей.

Шупашкарӑн Мускав районӗнче 19-мӗш йӗкӗреше регистрациленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32895.html

2022 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Н. ҫемье «Пепкелӗх центрӗнче» икӗ хут телейлӗрех пулса тӑнӑ.

1 сентября 2022 года в стенах БУ «Президентского перинатального центра» супруги Н. стали вдвойне счастливее.

Шупашкарӑн Мускав районӗнче 19-мӗш йӗкӗреше регистрациленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32895.html

2021-2022 ҫулсенчи сезонра Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗме хӑтланнӑ, анчах икӗ хутӗнче те чирленине пула лекеймен.

В сезоне 2021–2022 годов она попыталась вступить в сборную команду России, но из-за болезни в обоих случаях не смогла туда попасть.

Татьяна Акимова ача кӗтнипе спортран каять-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32892.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех