Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумӗнче (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах та, лупасай юпи ҫумӗнче Калюков месерле выртать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани ӑнланса пуҫне сулчӗ те алӑк ҫумӗнчи пӑтаран сӑхманне илсе тӑхӑнчӗ, утар картишне тухрӗ, шалта мӗн калаҫни илтӗнмесен те, пурӗпӗр, пӳрт ҫумӗнче тӑмашкӑн аван мар тесе, айккинелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла каланӑ май вӑл пушар шетникӗ ҫумӗнче тӑракан Сӑпани ҫине тепре пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Революциччен вӑл ял старости пулнӑ, ялта — лавкка, Хураламра пасар ҫумӗнче хупах тытса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ кунта лекнӗшӗн, — пӗр енче кӗнеке шкапӗ, ун ҫумӗнче речӗпех — хыҫлӑ пукан, варринче революцичченех тунӑ сӗтел ларакан, тепӗр стена ҫинче Ленинпа Сталин сӑнӗсем ҫакӑнса тӑракан пӳлӗме сулахай аллипе сӗлтсе ҫаврӑнчӗ Никифоров, — эсир, Филимон Петрович, хытӑ тӗлӗнетӗр пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуснутдинов-Йысна паҫӑрах тапчан ҫине тӑсӑлса выртнӑччӗ ӗнтӗ, тӗлӗкре те куҫ ҫӑмартисене йӑл-ял вылянтарса ҫывӑрать, ӑна халӗ хӑлха ҫумӗнче пӑшал персен те вӑратаймӑн; пӗртен-пӗр сӑмах — «лягавӑйсем» тени кӑна сиктерсе тӑратма пултарать ӑна кун пек чухне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сана хӑшпӗрисем ӑшӑ матку ҫумӗнче выртса пурӑннӑшӑнах пуйтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сисетӗп, питӗ ӑслӑ пуҫсем пур Калюков ҫумӗнче.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Анатри Тӗрер ялӗ ҫумӗнче эпир, Иван.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кооператив лавкки хыҫӗнче, ҫӑл ҫырми ҫумӗнче, вунӑ кӗтеслӗ ампар пур.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах лаша ҫумӗнче юлнӑ япаласенчен вӑл Анатри Тӗрер ҫынни, Шупашкар тӗрминчен тарнӑ Василий Минин пулни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Умра тӑракан ҫавнашкал пысӑк ӗҫсем ҫумӗнче пӗр ҫын тепре кӑна хӑйне мӗншӗн хупнине пӗлмесӗр ҫӗр каҫни нимех те мар-тӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗлетӗн-и, эпӗ ун ҫумӗнче ҫӳреместӗп…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эсир вара, хӗрӗм, паян килӗре таврӑнма пултаратӑр, халь ун ҫумӗнче ҫын хӑпмасӑр ларни кирлех мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Дамба ҫумӗнче чарӑнтӑмӑр, — терӗ вӑл.

— Мы ошвартовались у дамбы, — сказал он.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пӳрт ҫумӗнче пахча.

При доме огород.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Ун ҫумӗнче ӑшӑ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Кӳршисен нумай пулмасть купаласа лартнӑ илемлӗ ҫурт ҫумӗнче ҫак ишӗлчӗк питӗ тискеррӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Вӗсем юр тӗмескисем ҫумӗнче пушшех те чечен, илемлӗ курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Юлташ хӗрӗ ҫумӗнче хулӑн куҫ харшиллӗ, хура куҫлӑ каччӑ ларнине курсан вӑл тӳрех ӑна вырӑнтан хӑвалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех