Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитрӗ (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫхине, хӗвел анса тӗттӗмленсен, укӑлча хӗрринчи Укахви кинемисен тӗлне ҫитрӗ — каллех инкек: лаҫ ҫумӗнче пӗрене купи ҫинче хӗрпе юнашар Петр Васильевич ларать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӑван ялне те вӑрттӑнрах тухса шӑвӑнасшӑнччӗ, анчах автовокзала ҫитрӗ ҫеҫ — юрӑ уявӗнчи пек хӗвӗшекен халӑх хушшинче Мерчен Мишшине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл экзамен тытса пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче тӑван ялне ҫитрӗ те — ҫук иккен ҫамрӑк мӑшӑр: комсомол путевкипе инҫет Казахстана ҫерем уҫнӑ ҫӗре тухса кайнӑ, икӗ-виҫӗ уйӑхлӑха ҫеҫ мар, яланлӑхах темелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӗртме уйӑхӗн варринче Шупашкара тӗлӗнмеллерех хыпар ҫитрӗ: Инесса Петӗре качча тухнӑ!

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑхӑт вара нихҫан та пӗр вырӑнта тӑмасть — малалла чупать: Тарановӑн института каймалли кун ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тинех вӑхӑт ҫитрӗ, проект докуменчӗсене экспертиза витӗр кӑларнӑ хыҫҫӑн подрядлӑ организаци тӳрех ӗҫе тытӑнма шутлать.

Куҫарса пулӑш

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

Кӑҫал Чӑваш Ене ҫуркунне ытти чухнехичен маларах ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи ӗҫсене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама тивӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60623

Раҫҫейре пушар хуралне йӗркеленӗренпе 374 ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Уява Чӑваш Енрен сумлӑ ушкӑн килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Уява Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин та ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Йытӑсен парачӗ» иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61040

Ун патне те уяв тӗлне тасатма пулӑшу бригади ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ватӑсен кил-ҫурчӗсене тирпейлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61065

Салтак юрри шӑрантармалли тапхӑр ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак аттине 1400 ар тӑхӑнӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60665

Раҫҫейри ҫар комиссариачӗсем йӗркеленнӗренпе 105 ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

105 ҫул ҫитрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60700

Апла пулсан акана тухмалли вӑхӑт та ҫитрӗ.

Значит, пришло время посевных работ.

Ҫуракие хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60720

Нумаях пулмасть «Алёнка» пукане-матрешка тӗнче уҫлӑхӗнче пулса курнӑскер Шупашкара ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Космонавтика паттӑрӗсене сума суса // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60739

Пӗрремӗш ҫын уҫлӑха парӑнтарнӑранпа 62 ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Космонавтика паттӑрӗсене сума суса // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60739

Ҫӗмӗрт сивви хӑйӗн йӑлине кӑҫал та пӑрахмарӗ, ҫӗмӗрт чечеке ларсан расписанипе пекех пирӗн тӑрӑха ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫанталӑк прогнозне сӑнанӑ май кӑҫал…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/192

Халӗ Ксюшӑн ярӑнма черет ҫитрӗ.

Теперь Ксюшина очередь.

Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564

Вӑл кӳмене ҫул юппи таран тӗксе ҫитерчӗ те ывӑнса ҫитрӗ.

Она докатила коляску до перекрестка и выдохлась.

Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564

Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусенчен пӗри республикӑри сӗт хакӗ ҫинчен пулнӑ май, информушкӑн ир-ирех, 5 сехет хыҫҫӑн, Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмне кӗрекен Йӑвашкел ялне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех