Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗнтӗ вунҫиччӗре пулин те, вӑл хӗрача пек курӑнать, унӑн мӗнпур сӑнарӗ казачкӑна аса илтерет, ҫав сӑнар казачкӑсен мӗн ачаран пуҫласа сӗм ватӑлса ҫитичченех нимӗн те улшӑнмасть.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Анчах Бухарестран тухнӑ хыҫҫӑн ӑнсӑртран аманнӑ хыҫҫӑнхи тепӗр суранӗ, унчченхинчен ҫӑмӑлрах пулнӑ пулин те, калама ҫук вӑраха пычӗ, София хули патне ҫитичченех тӳрленмерӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Паттӑрлӑх — ӗҫне ҫитичченех ӑнланса илнӗ ответлӑх вӑл.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫавӑнтах хута ярса тытрӗ те, тӗксӗмленнӗ куҫӗсемпе чӗтӗрекен сасӑпа пӗтӗм документа кайранхи саспаллинчен пуҫласа, малтанхи саспаллине ҫитичченех вуласа тухрӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вара куҫ умӗнче ҫул тӑршшӗпех, хулана ҫитичченех, ҫак тӗссем кун чаршавӗ ҫинче хура сухаллӑ Михайлӑн ҫурса пӗтернӗ кӗпеллӗ, аллисене каялла ҫыхнӑ, арпашса кайнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑ, ҫилӗпе те хӑйӗн чӑнлӑхне ӗненнипе хӑватланнӑ ҫирӗп кӗлетки курӑнса пычӗ.
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Ӗҫ пӗтӗм ҫӗр ҫинче, мӗнпур хулара пулса пырать, лайӑх ҫынсен вӑйне — виҫме те, шутласа кӑларма та ҫук, вӑл ӳснӗҫемӗн ӳсет, вӑл пирӗн ҫӗнтерӳ сехечӗ ҫитичченех ӳссе пырӗ…
XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пурӑнтӑр-ха вӑл, хӑйӗн тӳпине кӗтсе илтӗр, ӑна вӗҫне ҫитичченех, юлашки тумламчченех ӗҫтӗр!Пусть поживет, пусть дождется своей судьбы, пусть до конца ее выпьет, до последней капли!
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Уйӑх ҫуттинче юн кӳлли, тата тупӑсем патӗнчен пуҫласа вилнӗ юлташ выртнӑ вырӑна ҫитичченех юнлӑ йӗр уҫҫӑнах курӑнса тӑнӑ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ывӑнса ҫитнӗ вӑл, ҫул патне ҫитичченех шӑтӑк-путӑксем тӑрӑх чупнӑ та…Сморило мальчонку, до самой дороги бежал по этим ямам, по выбоинам…
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унӑн урисем те йӗпенчӗҫ, йӗмӗ те витӗрех йӗпенчӗ; вара вӑл юр ҫийӗпе путмасӑр темиҫе утӑм кайсанах унӑн йӗпе тумтирӗ шӑнса ларчӗ, сивӗ ӑна шӑмӑсем патне ҫитичченех тиврӗ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Шурӑ тикӗс вырӑнта хӗп-хӗрлӗ, аякранах курӑнакан хӗрлӗ пӑнчӑ пулса юлчӗ, — вӑл нихӑҫан та пӗтес ҫук, ҫакӑнта яланлӑхах, ҫурхи хӗвеллӗ кунсем ҫитичченех, юр ирӗлсе пӗтсе, хӑватлӑ юханшыв инҫетри тӳремсем тӑрӑх инҫетри вӗҫӗ-хӗррисӗр тинӗсе, тӑван ҫӗрӗн тӑван тинӗсне юхса кайичченех выртассӑн туйӑнчӗ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Олёнӑн пӗчӗк ывӑлӗ сӗтел ҫинче, ҫап-ҫарамасскер, мӑкӑртнӑ хырӑмлӑскер, чышкисене чӑмӑртаса, урисене хырӑмӗ патне ҫитичченех ҫӗклесе, макӑрса выртрӗ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Анчах чӗре ҫурӑлмарӗ, тӑнлавсенчен малтанхи пекех мӑлатукпа шакканӑ пек пулчӗ, вара Малаша, тӗттӗмелле пӗтӗм куҫ вӑйӗпе пӑхса, унӑн малашне те кунсене — кун хыҫҫӑн кун, тивӗҫлӗ срок ҫитичченех шутламалла пуласси, вара унӑн, Малашӑн, красноармеец арӑмӗн, нимӗҫ йӗксӗкне ҫуратмалла пуласси ҫинчен шухӑшларӗ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӗсем, инҫетри пӗлӗтрен пуҫласа ҫӗр хӗррине ҫитичченех ҫутӑлса, кӗмӗл тӗслӗн курӑнса, ялкӑшса тӑчӗҫ.Они мерцали и переливались серебряным инеем, от далекого неба до краев земли.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Министртан пуҫласа писаре ҫитичченех пурте пӗр харӑс ҫӗкленсе тухса, пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулса, большевиксене пырса ҫапар та, сирсе пӑрахар вӗсене.От министра до писца дружным, общим подъемом ударим на большевиков и отразим их.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Команда пунктне ҫитичченех Фроловпа Крайнев хӑйсен лашисене юланутлӑ разведчиксене пачӗҫ те хӑйсем ҫуранах кайрӗҫ.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Мӗнле санӑн ҫӳҫӳ питӗ селӗм! — терӗ Леля, Любӑна ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех пӑхса тухса.— Какие у тебя замечательные волосы! — сказала Леля, оглядывая Любу с головы до ног.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Комиссар дневника вӗҫне ҫитичченех вуласа тухсан тыткӑна лекнине чӗнсе кӗртме хушрӗ.Комиссар дочитал дневник до конца и приказал привести пленного.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Хамӑн кун-ҫулӑн юлашки кунне ҫитичченех коммунистсен партийӗн шанчӑклӑ членӗ пулма тупа тӑватӑп… — пӑшӑлтатса каларӗ Андрей.— Клянусь до конца моей жизни быть верным членом коммунистической партии… — шептал Андрей.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Штурвал кӑшӑлӗнчен пуҫласа ҫӗҫӗсем патне ҫитичченех унӑн аллисем малалла тӑсӑлнӑ пек туйӑнчӗҫ.Все — от штурвального колеса до ножей — стало продолжением ее рук.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.