Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыттӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хыттӑн (тĕпĕ: хыттӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лекци хыҫҫӑн симӗс китель тӑхӑннӑ йӑрӑс пӳллӗ студент кафедра умне тухрӗ те: — Медфак пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш облаҫне ӗҫлеме каяс текенсене вунӑ минутлӑха юлма ыйтаҫҫӗ. Облздравран сывлӑх инспекторӗ Ефим Макаров килнӗ, — терӗ хыттӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Разин енче пулнӑ пӑлхавҫӑсене, вӑл шутра чӑвашсемпе ҫармӑссене те, — пурӗ ҫӗр пин ҫынна яхӑн пӗтернӗ патша воевочӗсем… — хыттӑн, хумханса каларӗ Иоаким Степанович.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Чаршав! — хыттӑн кӑшкӑрчӗ вӑл, айккинелле пӑхса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тал-Мӑрса сасартӑк залра ларакансем енне ҫаврӑнчӗ те: — Камран кулатӑр, чӑвашсем!.. Хӑвӑртан кулатӑр вӗт! — тесе хыттӑн кӑшкӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫав вӑхӑтра Вандюков, хыттӑн кӑшкӑрса, револьверӗпе кӗрслеттерчӗ те — пӑлхавҫӑсем аптраса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫунатпӑр! — юри хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ те Тимуш, самантпа усӑ курса, Шӑрт Каверлине аяккалла тӗксе сирпӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ахтупай сӑмах тавӑрса калас вырӑнне ӑна тӗттӗмре хыттӑн чӑмӑртаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан хапха тӗлӗнчен: «Эс мӗн тӑватӑн, эсрел ҫури?» — тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ, ҫурӑмпа сылтӑм хул пуҫҫине хыттӑн туртса ҫапнӑ чӗн саламат вут пек пӗҫертрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алӑка чылай хыттӑн шаккакаланӑ хыҫҫӑн пӳрт умне пуҫӗ ҫине илемлӗ тӳпеттей лартса янӑ Чураппа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иҫниксем хыттӑн тапа-тапа хапхана ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ те картишне кӗпӗрленсе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эх, пӑхса тӑранаймаҫҫӗ ака туй каччисем хӑйсен урхамахне! — юриех хыттӑн, пусма патӗнчи Альпи те илтмелле сасӑ пачӗ Ятламас.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алӑка хыттӑн тапрӗ, алӑкӗ уҫӑлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кам унта? — ыйтрӗ вӑл, питӗркӗчпе юри хыттӑн кӗмсӗртеттерсе.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫын килнине сиссе ӑйӑр хыттӑн кӗҫенсе ячӗ, пуҫне каҫӑр тытса вӗрен вӗҫҫӗн йӗри-тавра чупса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Улӑха ҫитсен лаши ҫинчен яшт ҫеҫ сиксе анчӗ те ӑна хулӑпа хыттӑн кӑна хӗртсе илсе йӗвенӗ-мӗнӗпех кӗтӗвелле хӑваласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс маншӑн ан хӑра! — хыттӑн каларӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытти мӑрсасем ку Карамыша вӗлермерӗ-ши тесе хыттӑн ахлатса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ху ҫапах тивӗҫ ҫинчен калаҫатӑн! — хыттӑн каларӗ воевода.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун чӗринче савӑнӑҫ ӳснӗҫем ӳссе пычӗ, вара, ҫак ҫурхи илемпе хӑпартланса кайнӑскер, Ахтупай сӗркӗчне хыттӑн кӑна аялалла туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай ашшӗне сӑмах тавӑрса калас вырӑнне хыттӑн йынӑшса ҫеҫ илчӗ, унтан тӑлӑпне лайӑхрах пӗркенчӗ те ҫавӑнтах тӗлӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех