Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвать (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах чеелӗхӗ виҫ ҫухрӑмран паллӑ: чӗлхипе шӑлать, кӑвӑл та кӑвӑл тӑвать, куҫӗ пылак.

Не говорит, а голубем воркует; и глазки такие сладкие-сладкие.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Тӗрӗс тӑвать вӑл.

— И правильно сделали.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑй-хал ӗҫне тӑвать вӑл — ывӑнсан та савӑнӑҫлӑ.

Хоть и устал изрядно, а на душе легко и радостно.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑшӗнче Янтул кулнӑ пекки тӑвать.

Яндул усмехнулся над собой: ишь, размечтался!

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах пурнӑҫ урапи, йӗркеллӗ шӑвас вырӑнне, унталла та кунталла пӑркаланать, лакӑмсене кӗре-кӗре ларать, лӑнкӑшт та ланкӑшт тӑвать.

И что? Жизнь как била его самого, как бросала из колеи в колею, как сажала в лужу или болото, так и продолжает по сей день…

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫыран хырҫине улӑхатӑп тесе темиҫе утӑм тӑвать те вӑл стена пек чӑнкӑ ҫыран умне пырса тӑрать.

Сделав несколько шагов по предполагаемому холму, он уперся в крутой, как стена, берег.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юр айне тӑвать.

Заметает снегом, не дает дышать…

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шӳт тӑвать тес ҫынна — шӳчӗ вырӑнсӑр пек туйӑнчӗ Михайлова.

Михайлов принял было слова Яндула за шутку,

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хупахра ятлаҫу-харкашу тапрансан хуҫа урай варрине тухса тӑрса питне макӑрнӑ пек кӑна тӑвать — ҫапӑҫу чарӑнса та ларать.

Стоит назреть или завязаться драке, ссоре, как он выходит на середину помещения и молча состроит такую плаксивую гримасу, что драчуны тут же расходятся по местам.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫак кунсенче Алексей Андреевич 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Акӑ кур», — тесе хӗрарӑм тутара ҫурӑмӗнчен ыталанӑ пек тӑвать.

Вот погляди, — она обхватила татарина за плечи.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван та кулнӑ евӗр тӑвать.

Ухтиван невесело усмехнулся.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван тата темиҫе утӑм тӑвать.

Ухтиван делает еще несколько шагов.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пуп аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслесе тытса куҫне хупнӑ пек тӑвать: «Торӑ ирӗкӗ, ачам, пурте эпир торӑ аллинче, Торӑ хушмасӑр поҫ тӳпинчи пӗр ҫӳҫ пӗрчи те татӑлса окмеҫ».

Поп, скрестив на груди руки и прикрыв глаза, невинно пробормотал: — Все мы в руцех божиих, сын мой, без божьего повеления ни один волос с головы не упадет…

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗри хура халӑха хур шӑммипе хур тӑвать, тепри хурах туса хӑратать.

Один давит черный люд гусиным пером, другой — кулаком да палкой.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр пайӑрка ҫӳсе ҫурри таран туртса кӑларать те, ывҫисемпе йӑваласа, ӗне чӗччи пек туса ҫакать, тепӗр пайӑрка туртса кӑларать те — тепӗр «ӗне чӗччи» тӑвать.

Одну прядку вытянет наполовину и давай скручивать ее в «коровий сосок», потом другую прядку тянет — еще один «коровий сосок».

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗн тӑвас тенӗ — ҫавна тӑвать.

Что хочет, то и делает.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Паҫӑр анчах вӑл хурланса калаҫатчӗ, халӗ — шӳт тӑвать, тӑрӑхлать.

Только недавно он говорил с грустью, а теперь — с шуткой, с насмешкой.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑҫан та хӑҫан йӗс этеме тимӗр касса суран тӑвать, ҫавӑн чухне ҫак Ухтивана касса суран тутӑр…»

В медном тереме медный человек.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ылтӑн сунтава хӑҫан та хӑҫан тимӗр касса суран тӑвать, ҫанӑн чухне ҫак Ухтивана касса суран тутӑр».

«Только тогда, когда порежет и поранит медную наковальню железо, пусть только тогда порежет и поранит Ухтивана.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех