Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темиҫе сăмах пирĕн базăра пур.
темиҫе (тĕпĕ: темиҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Патриотсем» хӑйсене майлисене пухнӑ, темиҫе ҫула пӳлсе хунӑ, ҫапла вара пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑракансем Уилмингтонран 30 ҫухрӑмри Мурс-Крик юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер патӗнче тӗл пулнӑ.

«Патриоты» мобилизовали своих сторонников, перекрыли несколько дорог, и в итоге противники встретились у моста через реку Мурс-Крик в 30 километрах от Уилмингтона.

Мурскрик-Бридж патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D1%83%D ... 2%AB%D1%83

VI Георг патшан кун-ҫулне тӗпе хурса темиҫе кӗнеке тухнӑ: 1982 ҫулта тухнӑ «King George VI» Д. Джаддӑн кӗнеки, 1987 ҫулта пичетленнӗ «George VI: A New Biography» П. Ховарт кӗнеки.

Биографии короля Георга VI посвящено несколько книг: «King George VI» Д.Джадда, вышедшая в 1982 году, «George VI: A New Biography» П. Ховарта, опубликованная в 1987 году.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Ҫурҫӗр тинӗсне сирсе хатӗрленӗ лаптӑкра бизнесмен темиҫе отель хӑпартса лартас шухӑшлӑ, ҫапла май хӑнасене йышӑнмалли вырӑнсен шутне вӑл виҫӗ хута яхӑн ӳстересшӗн, ҫавӑн пекех вӑл пысӑкрах та хӑтлӑрах пляж йӗркелеме сӗнет.

На отвоеванной у Северного моря территории бизнесмен предлагает построить несколько отелей, увеличив число гостиничных мест почти в три раза, а также оборудовать более просторный и комфортный пляж.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Гамбург бизнесменӗ, Арне Вебер строитель, темиҫе ҫул ӗнтӗ тӗп утравпа Дюне утравӗ хушшинчи шыв пырне ҫӗрпе хупласа хурас шухӑшпа ҫӳрет.

Бизнесмен из Гамбурга, строитель Арне Вебер, уже несколько лет вынашивает идею засыпать пролив между основным островом и островом Дюне.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Тепӗр темиҫе ҫултан утрав ҫинчи пурнӑҫ ҫӗнӗрен вӗреме пуҫланӑ, курортлӑ вырӑн пек вӑл хӑйӗн ҫӗнӗ пурнӑҫне пуҫланӑ, кунта туристсем йышлӑ килме тытӑннӑ.

Через несколько лет остров заново отстроили и он начал свою новую курортно-туристическую жизнь.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

XII—XIII ӗмӗрсенче Гельголанд Данин пулнӑ, кайран Шлезвиг нимӗҫ герцоглӑхне куҫнӑ, вӑл хӑй вара темиҫе ӗмӗртен Дани патшалӑхне пӑхӑнма тытӑннӑ.

В XII—XIII веках Гельголанд принадлежал Дании, а затем отошел немецкому герцогству Шлезвиг, которое, в свою очередь, через несколько веков само оказалось под контролем датской короны.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

— Мӗншӗн темиҫе хутах вара?

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Ҫак хурлӑхлӑ истори хыҫҫӑн темиҫе эрнеренех ялта пӗчӗк коммуна йӗркеленӗ, ҫав хуҫалӑха ертсе пыма Егор Петровича хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Валя патӗнче эпир виҫсӗмӗр те темиҫе хутчен пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫапла темиҫе ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн эпӗ: «Раҫҫей пысӑк, унта мана чӗререн килӗшекен урӑх ӗҫ те тупӑнӗ», — терӗм те шкултан тухса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Малтанлӑха ҫухалса кайнӑ тӑшмансем совет автомачӗсем ӑҫтан пенине тавҫӑрса илнӗ, вара унталла сасартӑках темиҫе граната вӑркӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тата темиҫе минутран тӑватӑ танк килни курӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӗрлемес станцине те темиҫе хутчен ҫитсе пӑхнӑ, апат-ҫимӗҫне те виҫӗ ҫыншӑн пӗҫерсе хатӗрлеме пуҫланӑ, алӑксене те каҫ-каҫ питӗрмесӗрех ҫывӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Мӗнле каланӑччӗ-ха Маяковский? пурнӑҫра вилме йывӑрах мар, пурнӑҫ тума вара темиҫе хут йывӑртарах, тенӗччӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Зина часах Хусана, мединститута тухса кайнӑ тата темиҫе ҫултан унтан врач пулса килнӗ, Хурӑнкасри больницӑра ӗҫлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӗлӗкрех унта темиҫе хутчен те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кунта генералсем сахал пулкаланӑран-ши, ҫынсем ӑна питӗ кӑсӑкланса сӑнарӗҫ, ларма вырӑн парас тесе, пӗр вӑхӑтрах темиҫе ҫын хӑйӗн вырӑнӗнчен тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫапла темиҫе самант хушши тӑтӑм эпӗ пӗтӗм стенана урайӗнчен пуҫласа маччана ҫитиех хупӑрласа тӑракан тӗкӗр умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Темиҫе ҫул ӗлӗкрех эпир те колхоз председательне суйлама клуба пуҫтарӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Канаша ҫитсен, Петр Семенович патӗнче темиҫе сехет кантӑмӑр та каллех ҫула тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех