Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

стакан сăмах пирĕн базăра пур.
стакан (тĕпĕ: стакан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Рецепчӗ: 1 чей кашӑкӗ тымара тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла.

Куҫарса пулӑш

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Ҫак хутӑша чӗрӗкшер стакан, кунне 3-4 хутчен, апатчен ҫур сехет маларах ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

Ӳслӗк аптратсан // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Шӑнса пӑсӑлнипе сасӑ ҫӗтсессӗн, ӳслӗк аптратсассӑн ҫак меслетпе сипленме сӗнетпӗр: икӗ апат кашӑкӗ теркӑпа хырнӑ ҫарӑка е хура ҫарӑка /редька/, пӗр стакан вӗрекен шыва термоса ярса 7-8 сехет лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӳслӗк аптратсан // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Каҫхине ӳслӗк канӑҫсӑрлантарнипе ҫывӑрса каяймасассӑн ҫак ансат мел пулӑшма кирлӗ: 1 стакан вӗри шыва 3-5 тумлам йод тумлатмалла /нумай юрамасть/, шыва сыпкӑмӑн-сыпкӑмӑн ӗҫсе ямалла.

Куҫарса пулӑш

Ӳслӗк аптратсан // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Пӗр стакан хӑвӑра килӗшекен чей хатӗрлемелле, унта пӗр лимон сӗткенне пусса кӑлармалла, пӗр апат кашӑкӗ пыл хушса пӑтратмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӳслӗк аптратсан // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

2 апат кашӑкӗ типӗ чечеке тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкурӑк мар, сиплевҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Пуҫ ҫаврӑнни аптратсан клеверӑн 1 чей кашӑкӗ типӗ чечекне тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкурӑк мар, сиплевҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Кунне 3 хут ҫуршар стакан ӗҫмелле.

В день 3 раза по полстакана нужно пить.

Ҫумкурӑк мар, сиплевҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Клеверӑн 2 апат кашӑкӗ типӗ чечекне 1 стакан шыва ямалла, вӗреме кӗртмелле те ҫулӑм ҫинчен илмелле, 40 минутран сӑрӑхтармалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкурӑк мар, сиплевҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Кашни кун 3-шер стакан ӗҫмелле.

Каждый день пить по 3 стакана.

Ҫумкурӑк мар, сиплевҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Клеверӑн 1 апат кашӑкӗ типӗ чечекне тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, сивӗнсен сӑрӑхтармалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкурӑк мар, сиплевҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Кикенӗн 2 чей кашӑкӗ тымарне 1 стакан шыва ямалла, вӗреме кӗртмелле те ҫулӑм ҫинчен илмелле, сивӗнсен сӑрӑхтармалла.

Куҫарса пулӑш

Кикен — алкоголь тӑшманӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Тин вӗренӗ 1 стакан шыва 1 чей кашӑкӗ типӗ кикен ярса ҫур сехет лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Кикен — алкоголь тӑшманӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Кунне 2 хут /юлашкинчен — ҫывӑрма выртас умӗн/ ҫуршар стакан ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла — пирӗн тус // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Тин вӗренӗ 1 стакан шыва тӳпелесе тултарнӑ 1 чей кашӑкӗ хӑмла пучахӗ ямалла, 15 минутран сӑрӑхтармалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла — пирӗн тус // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Хура хурлӑхан тӗмне 2 стакан кӗл ҫителӗклӗ.

Для кустов черной смородины достаточно 2 стакана золы.

Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Канава кӗл сапса тухмалла е пӗр витрене 2 стакан кӗл ярса пӑтратнӑ шыва сапмалла.

В яму посыпать золу или полить водой, разбавленной на одно ведро воды с 2 стаканами золы.

Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Пӗвер, вар-хырӑм чирӗсенчен сиплеме апатчен чӗрӗкшер стакан ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн хунав // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

6 ҫӗр улми, 250 г аш е кӑлпасси, 50 г симӗс сухан, 1 кашӑк тип ҫу, ҫур стакан сӗт, 200 г сыр, тӑвар, пӑрӑҫ, 1 пуҫ сухан, укроп-петрушка кирлӗ.

Нужны: 6 картофеля, 250г мяса или колбасы, 50г зеленого лука, 1 ложка масла, полстакана молока, 200г сыра, соль, перец, 1 головка лука, укроп, петрушка.

Верук тӗпелӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Вӗтетнӗ чӗрӗ 3 апат кашӑкӗ шурӑ явӑнчӑк курӑка /яснотка белая/ тин вӗренӗ 3 стакан шыва ямалла, вӑйсӑр ҫулӑм ҫинче 5-7 минут вӗретмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи шӑрӑхра // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех