Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нимле сăмах пирĕн базăра пур.
нимле (тĕпĕ: нимле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑшт кулянарах, кулянма нимле сӑлтав та ҫук пулин те, Дик Сэнд, юханшыв хӗррипе пӗр виҫҫӗр утӑма яхӑн ҫӳлелле хӑпарса, ҫӑра вӑрмана кӗчӗ — ҫак вырӑнти урлӑ-пирлӗ сукмаксемпе вӗсен вунӑ кун хушши утмалла пулать.

Не без некоторой тревоги, хотя для нее не было, казалось бы, никаких оснований, Дик Сэнд, пройдя шагов триста вверх по берегу речки, углубился в густой лес, по запутанным узким тропинкам которого ему и его спутникам предстояло пробираться добрых десять дней.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ку, Гаррис каланӑ тӑрӑх, икҫӗр миля чухлӗ вӑрманпа е пушӑ тӳремлӗхпе утмалли ҫул, — паллах, ывӑнтармалла вӑрӑм ҫул, мӗншӗн тесен ҫул ҫӳремелли нимле хатӗр те ҫук.

Это, судя по словам Гарриса, означало переход в двести миль то по лесам, то по голой равнине — несомненно, очень утомительное путешествие, поскольку никаких средств передвижения не было.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Унсӑр пуҫне, палламан ҫыннӑн сӑмахӗсем пирки иккӗленме Дикӑн нимле сӑлтав та пулмарӗ.

Кроме того, у Дика не было ни малейших оснований сомневаться в правдивости слов незнакомца.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах паллӑ ӗнтӗ, Бенедикт пиччен нумай ураллисен ҫумӗнче нимле ӗҫ те ҫук!

Но ведь известно, что кузену Бенедикту не было никакого дела до многоногих!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Манӑн нимле шухӑш та ҫук, — тавӑрчӗ Бенедикт пичче.

— У меня нет никакого мнения, — ответил кузен Бенедикт.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ку ҫырана хӑҫан та пулсан ҫын килсе ҫӳренин нимле палли те ҫук.

Не было никаких признаков того, что этот берег когда-либо посещал человек.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Уэлдон миссис, — терӗ вӑл ҫирӗп сасӑпа, — хӑрушсӑр вырӑн тупма ман урӑх нимле шанӑҫ та ҫук.

— Миссис Уэлдон, — сказал он затем твердым голосом, — у меня больше нет никакой надежды найти безопасное убежище.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Нимле ҫурт та, порт та, карап хӳтлӗх тупма пултаракан юханшыв вӑрри те — ним те ҫук!

Ни человеческого жилья, ни порта, ни устья реки, где корабль мог бы найти безопасное убежище!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик тесен вара, ун туйӑмӗсене нимле те ҫырса кӑтартаймӑн.

Что же до Дика, никакое перо не может описать его чувств.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Пирӗн нимле йытӑ та ҫук.

— У нас никакой собаки нет.

Чи лайӑх паллӑ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Пуринчен ытла ҫакӑнтан хӑранӑччӗ те ӗнтӗ вӑл — унсӑрӑн ку таранччен нимле ҫӗр те курӑнманнине мӗнпе ӑнлантармалла?

Этого-то он и боялся — ведь чем еще можно было объяснить, что до сих пор не видно никакой земли?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ку вӑл портсенче якорь ярса тӑракан карапсене ҫырана вӑркӑнтаракан, вӗсем пырса ҫапнине ҫӗр ҫинче нимле ҫирӗп ҫурт та чӑтайман тӑвӑлсенчен пӗри пулчӗ.

Это был настоящий ураган, один из тех, которые выбрасывают на берег суда, стоящие в порту на якорях, и перед которыми не могут устоять даже самые прочные здания на суше.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл карап сӑмсинелле ыткӑнчӗ, анчах малта нимле типҫӗр палли те курӑнмасть, вара вӑл штурвал патне таврӑнчӗ.

Он бросился на нос, но впереди не было видно никаких признаков земли, и он вернулся к штурвалу.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кирек мӗнле пулсан та, лаг путрӗ, малашне карап мӗнле хӑвӑртлӑхпа пынине тӗрӗс виҫме Дик Сэндӑн урӑх нимле май та ҫук.

Как бы там ни было, лаг пропал, и Дик Сэнд лишился теперь возможности точно определять скорость движения судна.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Барометр юпи ҫитес кунсенче хӑпарма пуҫласси пирки нимле шанчӑк та ҫук.

Не было никакой надежды на то, что барометр начнет в ближайшие дни подниматься.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Америка континенчӗ кӑнтӑралла ҫав тери вӑрӑм тӑсӑлать, эпир ӑна нимле те иртсе кайма пултараймӑпӑр.

Американский континент тянется так далеко на юг, что мы никак его не минуем.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Йӑрӑмлӑ кита тытасси — йывӑр ӗҫ, сыхлӑх ятне тунӑ нимле ӗҫ те ытлашши пулмӗ.

Охота на полосатика — дело трудное, никакие меры предосторожности не могут быть в ней лишними.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Нимле хӑрушлӑх пулас пек туйӑнмарӗ пулин те, ҫак темиҫе сехетлӗхе Халл капитан караппа ирӗксӗррӗн уйрӑлни ун юлашки сӑмахӗсенчен палӑрчӗ.

Судя по прощальным наставлениям, легко было догадаться, что капитан Халл неохотно покидает корабль даже на несколько часов, хотя никакой опасности не предвиделось.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тепӗр хут калатӑн: пирӗншӗн, эппин, сирӗншӗн те нимле хӑрушлӑх та ҫук.

Повторяю, нет никакой опасности для нас, а следовательно, и для вас.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Нимле хӑрушлӑх та ҫук.

 — Опасности нет никакой.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех