Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн пек тепӗр минут сӑмахланӑ пулсанах нумая тӑсӑлнӑ хирӗҫӳ сӳнме пултарнӑ пулӗччӗ.Еще одна минута объяснения — и давнишняя вражда готова была погаснуть.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ку муталанчӑк тӑкӑрлӑксене эпир вӗсенчен лайӑхрах пӗлетпӗр, эпир кивӗ хӳме патне вунӑ минут маларах ҫитрӗмӗр.Мы лучше знаем эти запутанные тропинки и достигнем минут на десять раньше их старой стены.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Цезарь пӗр минут чарӑнса тӑчӗ, ун хыҫҫӑн малалла каларӗ:
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Темиҫе минут хушши вӗсем нимӗн те шарламарӗҫ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗр минут хушши пурте чӗнмесӗр тӑчӗҫ.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫапла темиҫе минут иртрӗ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пилӗк минут та иртмерӗ, — арена ҫинче юн юхма пуҫларӗ, виҫҫӗшӗ вилсе те выртрӗҫ.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Асӑрхануллӑн юра хыпашласа, упа хуллен юханшыв патнелле шунӑ, вӑл питӗ кулӑшла шунинчен Гассан, хӑйӗн ыратнине мансах, пӗр вунӑ минут хушши ҫаплах кулчӗ.
Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Ӗнер те, паян та, иртнӗ ҫул та — ялан пӗр пекех, пин ҫул та пӗр минут майлах иртнӗ.Вчерашний день или прошлый год были равны тысячелетию — или минуте. Ничего никогда не случалось.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Вара темиҫе минут иртсен, ҫак пир-авӑр тӗртекен ҫӗрте пӗр ҫын чунӗ хутшӑннӑ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Унӑн кашни минут хушшинчех канмалла пулчӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Тепӗр минут иртрӗ-и, ҫук-и — тӗпсӗрлӗхрен ҫар карапӗ ҫӑхан пек вӗҫсе ҫӗкленчӗ, Лосьӑн туйӑмсӑр кӳлепине лапама пӑрахса хӑварчӗ, унтан пӗр хушӑ тавралӑха сӑнаса ҫаврӑнса ҫӳрерӗ.
Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Минут иртрӗ, тен, кӑшт ытларах.
Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Аэлита, чавсаланнӑскер, темиҫе минут шӑппӑн ларчӗ, куҫӗсене аллипе хупланӑ.Аэлита сидела несколько минут, облокотившись, закрыв рукою глаза.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тата — ку чӑннипех те вунӑ сехет те хӗрӗх минут пулнӑ.
Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Манӑн чӗре таппипе, манӑн кӗсьери хронометр йӗпписен куҫӑмӗпе, манӑн пӗтӗм ӳт-кӗлетке туйӑм-сисӗмӗпе — эпир ҫул ҫинче вунӑ сехет те хӗрӗх минут пурӑннӑ.
Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫапла темиҫе минут иртрӗ, — кӗтӗмӗн тӳссе ҫитермелле мар тапхӑрӗ.
Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вара вӑл сӗтел хушшине ларнӑ та, пилӗк минут хушшинче председатель ал пуснӑ пек ал пусма калама та ҫук лайӑх вӗреннӗ.Тогда он засел за работу и в пять минут разучил подпись председателя как нельзя лучше.
4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Селезнев темиҫе минут хушши хӑйӗн картусне лутӑркаса ларчӗ, унтан ӑна хӑвӑрт тӑхӑнчӗ те: — Мандат хатӗр пулсан, эпӗ сан пата тепӗр эрнерен килӗп те, хам мӗн туни ҫинчен каласа парӑп, — терӗ.
4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Соболь койка ҫине ларчӗ те темиҫе минут хушши нимӗн те чӗнмерӗ.
3. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.