Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хире-хирӗҫ пӑхма урӑх вӑй ҫитереймерӗ унӑн куҫӗ, пуп тӑрӑх кӑлтӑр кусса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ӑнланатӑп», — килӗшрӗ Лукарье куҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Мӗншӗн упӑшку пӳремсӗррине тӳссе пурӑнмалла, ӗмӗр иккӗ килӗ тетӗн-к-мӗн?» — терӗ пупӑн куҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун куҫӗ умне ҫамрӑк хӗр пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнле те пулин шыраса тупса, тепӗр хут хӑй куҫӗ умне илсе пырса тӑратас шухӑшӗпе вӑл, чӑвашсен йӑлине пӑсса, ташлама никам туртса кӑлармасӑрах, вӑйӑ варрине сиксе тухрӗ те ташлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье хӗр ӗмӗрӗнче курнӑ каччӑсене пӗрерӗн-пӗрерӗн тишкернӗ хушӑра, ун куҫӗ умне таҫтан пӗр яштака каччӑ тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Миххапа Хӗлип каҫхине пӳрте кӗрсе апат ҫини, эрех ӗҫнисем, хальхи пек, ун куҫӗ умне тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрман сайралнӑ ҫӗре тухса пӑхрӗ те, ун куҫӗ умне Энӗш шывӗ, шыв урлӑ ем-ешӗл симӗс улӑх сарӑлса выртни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫын куҫӗ умне вӑл сайра хутра ҫеҫ тухкалать.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑштах тӑрсан, ҫын куҫӗ тӗттӗме те хӑнӑхать, ҫывӑхри япаласене уйӑракан пулать.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак тӗлӗнтермӗш япалана вӑрттӑн пӑхса тӑнӑ Сергей никам куҫӗ умне те курӑнмарӗ, пахчасем урлӑ Петӗр тетӗшӗ патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш лавсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хресченсен юрпа витӗннӗ лапчӑк пӳртсен пӑрланса ларнӑ чӳречисем шалти «чӗпкуҫ» ҫутипе ватӑ ҫыннӑн шур илнӗ куҫӗ пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн куҫӗ умне ҫавӑн чухне мала тухнӑ тимӗр кӑвак урхамахпа унӑн хуҫи Озеров тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юланутҫӑ куҫӗ умне кунти курӑка ҫулса типӗтсе, пуҫтарса илсе купаланӑ шӗвӗр пуҫлӑ утӑ капанӗсем, унта-кунта ӳсекен хурӑнсем тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫма урлӑ каҫса ҫыран тӳпипе хӑпарсан, вӗсен куҫӗ умне чуна ҫӳҫентерекен хӑрушӑ ӳкерчӗк тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улӑхри кӳлӗ ейӳ чакса кайнӑ хыҫҫӑн тӑрна куҫӗ пек тӑрӑлса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сылтӑм аллине куҫӗ тӗлне тытса, Ульха тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавах та службӑн кашни саманчӗ ветерансен куҫӗ умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Ахтупайпа Ятламас тата Иливанпа ытти ҫамрӑк тӗкӗрҫӗсем те, ҫунасем хыҫӗнче кайра пыраканскерсем, ҫак вӑхӑтра Сӗнтӗр ялӗнче, вӗсен куҫӗ умӗнче пулса иртнӗ кӗтмен ӗҫ ҫинчен кӑсӑкланса шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алттыш ун хӗҫҫине хӑй ярса илчӗ те пӗтӗм мӑрсасен куҫӗ умӗнче патака хуҫнӑ пек чӗркуҫҫи тӗлне тытса шӑтӑрт! хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех