Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курчӗ (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урама тухсанах Ахтупай тӗттӗмре ҫӗлӗк тӑхӑннӑ пӗр хӗр ачана курчӗ, ун хыҫҫӑн васкаса утрӗ — ҫак хӗрача ӑна Эрнепи пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шигалей ӑна курчӗ тет те тӗлӗннипе ҫӑварне карса пӑрахрӗ тет.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курчӗ вӑл: юлташӗн пит ҫӑмартийӗсем шӑпӑр хӑмпи пекех чӑп-чӑмӑр пулса кайнӑ, ҫамки тарланӑ, пӳрнисем ҫеҫ шӑпӑр чӗлӗхӗсем ҫинче паҫӑрхинчен те хӑвӑртрах вылянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курчӗ вӑл: вите алӑкӗ уҫӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курчӗ мӑрса, Урасмет ясак леҫме кайма хӑйне хушнӑшӑн савӑнса ывӑҫ тупанӗсене сӑтӑркаламасӑр та чӑтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫул ашшӗ илсе панӑ урхамахпа Тукай Хусанта пуҫласа ут ярса курчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Киле таврӑнсан вӑл сарай ҫӗмрӗккине курчӗ те тарҫисене пӳрте чӗнсе кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тинех курчӗ вӑл: Элентей паҫӑртанпах аллинче пӑяв тытса тӑрать, Урасмет аллинче те хутлатса тытнӑ чӗн пур.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйсен пахчине ҫитсен ҫакна курчӗ: унта авӑн ҫулӑмпах ялкӑшать, юнашарах улӑм витнӗ кӗлет те тӗтӗмпе йӑсӑрланать.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курчӗ вӑл: дружинниксем сӑн-питрен кӑшт хавасланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

(Ахтупай курчӗ ӗнтӗ, кусем вырӑс дружинникӗсем пулчӗҫ.)

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сасартӑк Эльгеев ятне курчӗ пулас, ун ҫине пӑхса илчӗ, анчах патне пымарӗ, палланине те палӑртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӑваш эсерӗсен кунҫулӗ пӗтсе пынине вӑл уҫҫӑн курчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Часах ҫӑра тӗмӗсем хушшинчен виҫҫӗн михӗсемпе карҫинккасем йӑтса тухнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш кӗҫ-вӗҫ кулса ямарӗ, анчах ҫав вӑхӑтра Палюк иртсе кайнине курчӗ те: — Хисеплӗ мучи! Мӗн тӑватӑн эсӗ ҫав ванчӑк сӑмаварпа? — тесе, ӑна чарса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапла шухӑшланӑччӗ кӑна, ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри арман еннелле чупнине курчӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш ӑна курчӗ, анчах хӑйӗн туйӑмне палӑртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ку кравать ҫинче сан ывӑлу выртатчӗ-ҫке? — каласа пӗтереймерӗ Павлуш, ача амӑшӗ макӑрнине курчӗ, хӑраса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хутсем айӗнче пӗр брошюра выртнине курчӗ вӑл: «Как обманули народ социалисты-революционеры и что дало народу новое правительство большевиков».

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Малти урапа ҫинче асламӑшӗн роялӗ ӳпне выртнине Соня аякранах курчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех