Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫса (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр чухне пулсан, Тимуш ҫак чӑкӑлтӑш этемпе, ял ҫине элек сарма та ҫынна ҫисе калаҫма ҫеҫ тухакан пакӑлтипе, ӗмӗрне пӗр-пӗччен, ниҫта ӗҫлемесӗр, чире хывса ирттернӗ ват урҫапа, калаҫса та тӑрас ҫукчӗ, анчах халь Тимуш чарӑнсах алӑ тытрӗ, куҫран пӑхса йӑлтӑр кулчӗ, кӗсйинчен пӗр ывӑҫ мӑйӑр кӑларса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Урам варрипе танлӑн утса иртесшӗнччӗ, ҫынна тӗл пулсан, мӑнкӑмӑллӑн калаҫса тӑрасшӑнччӗ, яланхи пек пӑтӑр-патӑр, ҫӑтӑр-ҫатӑр, васкаса-хыпӑнса мар, ҫирӗп сасӑпа шутлӑ та татӑклӑ калаҫасшӑнччӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Эй, перӗнме ҫук вара ҫакна», — калаҫса илчӗ Укаҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Вуларӑр пулсан, ма ун пек калаҫса ларатӑр тата?

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпир ҫапла калаҫса ларнӑ хушӑра пӳлӗме темиҫе ҫын та кӗре-кӗре тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ытти пысӑк ыйтусем пуҫа ҫурса тухасла ҫаврӑнса-пӑтранса тӑнӑ чух вӗсем пирки калаҫса ҫавӑн чухлӗ вӑхӑта ирттермелле иккен-ха!

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫук, хӑй килчӗ, — пӗлтерчӗ те управляющи, малалла калаҫса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Вӑл тӳпенелле пӑхса илчӗ, — ҫанталӑкӗ те тулта вӑрах калаҫса тӑмалли ҫанталӑк мар.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫанталӑк япӑххине пӑхмасӑрах стройкӑра ҫӳретӗр иккен-ха, паян та ирех килнӗ, — калаҫса ҫывхарчӗ вӑл ман ума.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫакӑн пек тепӗр тӑватӑ спец тупсан, ӗҫ полным ходом каять пирӗн, Тихон Евдокимович, — савӑнӑҫлӑн калаҫса тӑрать Ваҫка-Васка.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халь калаҫса илер ак пӗр-ик сӑмах.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ан кай-ха, Лашманов, ан кай, хӑта, — йӗкӗлтешерех калаҫса ҫывхарчӗ Турунов.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ирхине ирех Ваҫка-Васкапа тем калаҫса илчӗ те вут тухнӑ чухнехи пекех таҫталла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кран, тикӗссӗн тӑкӑртатса, ҫӗрти панеле пӗр хӗрринчен хӑпартма тытӑнсан, Лашманов пусма ҫинчен анчӗ те айккинерех кайса тӑчӗ, аллисем ҫине пӑхса, хӑй тӗллӗн тем калаҫса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Черккипе Аликов черккине чӑнкӑрр! сӗртӗнчӗ те тепӗр хушӑ калаҫса тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эпир пысӑк пуҫлӑхсемпе час-час куҫа-куҫӑн пӑхса лараймасан та ӳпкелешместпӗр, — калаҫса илчӗ Пруткин.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тихӑн хӑй те, ман хуйхӑм пирки калаҫса Лука телейне тӗксӗмлетес мар, теменччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Апла-тӑк пӗлнӗ-пӗлмен сӑмахсене пере-пере хума та кирлӗ мар, — хуллен калаҫса илчӗ Лашманов.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тин ҫеҫ-ха ҫавӑн пирки юмахласа ирттертӗмӗр, — кил хуҫине тӳрре кӑларас шутпа та, Турунов кӑмӑлне ҫавӑрас тесе те калаҫса илчӗ Серебряков, ҫав вӑхӑтра хӑй пуканне Турунов ҫумнерех шутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӳрленсе тӑнӑ май хӑй хыҫӗнчи Григориу ҫине пӑхмасӑр калаҫса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех