Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вут сăмах пирĕн базăра пур.
вут (тĕпĕ: вут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вут хӗрӳллӗ, ӑшӑнса та кайрӑм, — терӗ вӑл кӑмӑллӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӳрӗ сӑмсаллӑ, илемлӗ питлӗскер, йӑлтӑртатакан хура куҫӗпе вӑл вут ҫинелле пӑхрӗ, шакла пуҫне аллипе сӑтӑркаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вут хутса тӑракан аннерен йӗрес пек: «Ӳкерчӗке кам ҫурнӑ?» — тесе ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Юлашкинчен, вут йӑтса кӗрсен, манӑн ӗҫ пӗтет.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑмакара вут шатӑртатса ҫунать.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне вучаха вут чӗртет.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мӑйракаллӑ, пысӑк сӑмсаллӑ, аллисене саркаласа тӑрать, ҫӑварӗнчен вут тухать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мӑйракаллӑ арҫури вут ҫине пӗр ачана ҫакнӑ та ҫатӑртаттарса ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лешӗ, тепӗр каҫ килсе, мӑкаҫее вут тӗртсе янӑ.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вут тӗртекенни кам пулнӑ-ши вара? — ыйтрӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мӑкаҫей ҫуннӑ ҫӗр Ваҫҫа Мӗтри пӑяхама пусӑран Мархвапа килнине курнӑ та хӗпӗртесех кайнӑ: уншӑн мӑкаҫее Мӗтри вут тӗртнӗ тесе калама май пулчӗ, вӑл: Мӗтри мӑкаҫей ҫулӗпе утса килнине хам куртӑм, тет.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— «Кам ҫине каласшӑн-ха эсӗ мӑкаҫее вут тӗртнӗ тесе?» — ыйтрӗ Шӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Санӑн ӗҫ ҫакӑ пулать: пусӑ хӗрринчи урамри пӗр-пӗр ҫынна мӑкаҫее вут тӗртнине куртӑм, те.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тырӑ ман армана лекнине халӑха пӗлтермелле мар, ҫавӑнпа, эпир тырра мӑкаҫейрен турттарса пӗтерсенех, пуш хуралта вут тӗртсе ҫунтарас тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Тен, пӗтермӗҫ-ха, — терӗ пичче, — мӑкаҫее камсем ҫаратни, вут тӗртни ҫинчен Ҫтаппан, питӗ тӗплӗн ҫырса, Шупашкара яратӑп, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫтаппан килте те пулман, мӗнле мӑкаҫее вут тӗртме пултарнӑ-ши вӑл? — ыйтрӗ хӑюллӑрах тепӗр сасӑ.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Кам курнӑ ҫак ҫынсем мӑкаҫее вут тӗртнине? — илтӗнчӗ пӗр сасӑ.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Нумай пулмасть ҫак ҫынсем мӑкаҫее вут тӗртсе ҫунтарса янӑ, халӑх тыррине пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Туя кайнӑ ҫын мӗн вӑхӑтра вут тӗртме пултарнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мӑкаҫее вут тӗртекен — эсӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех