Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫҫульне типӗтмесӗрех Мери куҫ шӑрҫисене чӗлхе кӑларса кӑтартрӗ те тухтӑр патне тухса чупрӗ.Мери, все еще в слезах, показала зрачкам язык и помчалась за доктором.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.
Вӑл темиҫе чӗлхе пӗлет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.
Чӗлхе, тӗн тата культура уйрӑмлӑхӗсене пӑхмасӑр, республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи ӗҫшӗн пӗр чӑмӑра пӗрлешеҫҫӗ, ырӑ кӳршӗллӗ хутшӑнусене тата пӗр-пӗрне пулӑшассине мала хуракан йӑласене тирпейлӗн сыхласа упраҫҫӗ, инкекре никама та пӗччен тӑратса хӑвармаҫҫӗ.
Михаил ИГнатьев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/11/04/news-3700894
Ҫӗнӗ кун пӗлтерӗшлӗ икӗ хыпарпа палӑрса юлчӗ: лавкка картишне палламалла мар тумланнӑ Факрегед кӗчӗ те Галерана айӑплав актне тыттарчӗ; хут айккисене кӑранташпа ҫырса тухнӑ, Давенант ӑна Тергенс шкипер-па пӗр чӗлхе тупнӑ тирпейлӳҫӗ арестант урлӑ панӑ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак тӗллевпе манӑн Баркетпа, унӑн хӗрӗпе тата Петронийӑпа пӗр чӗлхе тупмалла; Сногденпа тата Лаура Мульдвейпа калаҫса пӑхни те ытлашши мар тен…
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
«Тӑван чӗлхе халӑхӑн чӗрӗлӗхне ҫирӗплетсе пани кӑна мар, вӑл шӑпах хӑй халӑх пурнӑҫӗ пулса тӑрать», - тенӗ чӑваш ҫырулӑхне никӗсленӗ аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр тата вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев.
Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/04/24/glava-chu ... aet-s-dnem
Тӑван чӗлхе пирӗн халӑхшӑн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.Родной язык имеет для нашего народа фундаментальное значение.
Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/04/24/glava-chu ... aet-s-dnem
Кусем сӑмахсем кӑна, Тири, вӗсене тип пырпа чӗлхе кӑлараҫҫӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Чӗлхе лайӑх ҫаврӑнтӑр тесе вӗсем икӗ литр шурӑ эрех туяннӑччӗ.Чтобы язык хорошенько развязался, они купили два литра водки.
Пире валли те юлӗ-ха // Юрий Ксенофонтов. «Капкӑн», 2011, 16№, 3 с.
Ҫак темӗскер, ахӑртнех, ҫыравҫӑ йӑлӑхтармӑш пӗрешкеллӗхрен пӑрӑнма тӑрӑшни, чӗлхе пуянлӑхӗпе пӗлсе, снайперла тӗл усӑ курни, геройсен нервӗсене татӑласла карӑнтарни…
Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.
— Ну, вӑт… — терӗ Фью (унӑн тулли ятне чӗлхе хуҫӑласран хӑрамасӑр каламашкӑн вулакан хӑтланса пӑхтӑр-ха), — яланах кӑмӑлсӑрлӑх… чупкалу… нихӑҫан та, мистральпе тупа тӑватӑп, ну, тата аквилонпа, нихӑҫан та шӑп мар, лӑпкӑ мар…
Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.
Интернаци, тӗрлӗ чӗлхе хули; вӑл таҫта та сулланса ҫӳренӗ хыҫҫӑн пӗр вырӑнти пурнӑҫ чӑтлӑхӗнче тымарланмашкӑн тӗв тунӑ ҫапкаланчӑка аса илтерет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
— Унӑн кӳршисем чӗлхе тытма пӗлеҫҫӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эс чӑвашсемпе патша ҫарӗнчех паллашнӑ, пӗр чӗлхе тупӑн вӗсемпе терӗҫ мана центртисем.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑкраш пулас ку тутар, ниепле те пӗр чӗлхе тупма ҫук унпа.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗр чӗлхе тупаймасан та, калӑпӑр, эпир сана япалусене шӑвӑнтарма пулӑшӑпӑр, — шантарчӗ Валет.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Тен, пӗр чӗлхе тупӑр?
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мӗтри Сӑпанишӗн никам та мар-ха, ҫапах вӑл мӗн ыйтнине каласа панӑшӑн чӗлхе ҫӗтӗлес ҫук.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Ҫапла пуль те, асту, ӳсӗр чӗлхе урӑ пуҫ мӗн шухӑшланине уҫса парать, ху пӗлен.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Темшӗн-ҫке, ҫакнашкал ниме тӑман ытахаль пуплешӳсенченех вӑл, кунтисем мар пулсан та, чӑвашсене тахҫантанпах пӗлни, вӗсемпе пӗр чӗлхе тупмашкӑн ӑсталанса ҫитни палӑрать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.