Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Манпа пӗрле Христос Иисусшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ Прискиллӑпа Акилӑна салам калӑр; 4. вӗсем мана ҫӑласшӑн пуҫне хума хатӗрччӗ; вӗсене пӗр эпӗ анчах тав тумастӑп, суя тӗнлисенчен пулнӑ ӗненекен ушкӑнсем те пурте тав тӑваҫҫӗ; вӗсен килӗнче пуҫтарӑнакан ӗненекенсене те салам калӑр.
Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра асӑнса, Таса Сывлӑшӑн юратакан кӑмӑлне асӑнса сире хампа пӗрле маншӑн Турра тӑрӑшса кӗлтума тархаслатӑп: 31. манӑн Иудейӑри ӗненмен ҫынсенчен хӑтӑласчӗ, Иерусалимшӑн тӑвакан ӗҫӗм сӑваплӑ ҫынсене кӑмӑллӑ пултӑрччӗ, 32. Турӑ ирӗкӗ пулсассӑн, сирӗн пата савӑнса пырса сирӗнпе пӗрле лӑпланасчӗ.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Пӗлсех тӑратӑп: эпӗ сирӗн пата Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпар паракан тулли пиллӗхпе пырӑп.29. и уверен, что когда приду к вам, то приду с полным благословением благовествования Христова.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тата ӗҫӗме ҫын никӗсӗ ҫинче тӑвас мар тесе Ырӑ Хыпара Христос ятне илтнӗ ҫӗрте сарма тӑрӑшмарӑм.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла эпӗ Иерусалимпа унӑн таврашӗнчен пуҫласа Иллирика ҫитичченех Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сартӑм.так что благовествование Христово распространено мною от Иерусалима и окрестности до Иллирика.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, Иисус Христоспа пӗрлешнӗскер, Турӑшӑн тунӑ ӗҫӗмпе мухтанма та пултаратӑп; 18. суя тӗнлисене ӗнентернӗ чухне эпӗ хам нимӗн те туман, пурне те ман урлӑ Христос турӗ: Вӑл суя тӗнлисене сӑмахпа, ӗҫпе, 19. паллӑсен те кӗтретсен вӑйӗпе, Турӑ Сывлӑшӗн хӑвачӗпе Турра ӗнентерекен турӗ.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ ҫакна калатӑп: Турӑ чӑнлӑхӗшӗн, Унӑн аттемӗрсене панӑ сӑмахӗ пурӑнӑҫлантӑр тесе, Иисус Христос ӳт каснисемшӗн тарҫӑ пулнӑ; 9. тата Вӑл суя тӗнлисем хӑйсене хӗрхеннӗшӗн Турра мухтаччӑр тенӗ.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ мухтавлӑ пултӑр тесе Христос хӑвӑра хапӑл тунӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне хапӑл тӑвӑр.7. Посему принимайте друг друга, как и Христос принял вас в славу Божию.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӳсӗмлӗх паракан, лӑплантаракан Турӑ сире Христос Иисус вӗрентнӗ пек пӗр-пӗринпе пӗр шухӑшлӑ пулма патӑр, 6. вара эсир Турра, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Ашшӗне, пӗр кӑмӑлтан, пӗр ҫӑвартан мухтакан пулӑр.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Христос та Хӑйне юраса пурӑнман, Ҫырура каланӑ пек пурӑннӑ, унта: «Сана хурлакансенӗн усал сӑмахӗ Мана тиврӗ» тенӗ.3. Ибо и Христос не Себе угождал, но, как написано: злословия злословящих Тебя пали на Меня.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Чӑн ӑслӑ пӗртен-пӗр Турра Иисус Христос урлӑ ӗмӗрех мухтав пултӑр.26. Единому Премудрому Богу, через Иисуса Христа, слава во веки.
Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24-25. Ӗнтӗ Турра мухтар: Вӑл сире эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар урлӑ — Иисус Христос ҫинчен пӗлтерекен Хыпар урлӑ — тата сире ӗмӗр-ӗмӗртенпех пытарӑнса тӑнӑ вӑрттӑнлӑха пророксем урлӑ уҫса парса ӗненме тӗреклӗлентерет; халӗ ӑна, ӗмӗрхи Турӑ хушнипе, пур халӑхсене те — вӗсем пурте ӗненсе Турра пӑхӑнччӑр тесе — пӗлтернӗ.
Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑн апату пирки ӑна ан ҫухат: уншӑн Христос вилнӗ.
Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пурсӑмӑр та Христос умне сута тӑрӑпӑр.
Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Христос вилнисене те, чӗррисене те Хӑй аллинче тытса тӑмашкӑн вилнӗ, ҫавӑнпа чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫавӑншӑн чӗрӗ тӑрать.
Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Кун ҫутинче пурӑннӑ пек йӗркеллӗ пурӑнар: ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхмесӗр, намӑс ӗҫ тумасӑр, аскӑнланмасӑр, вӑрҫу-тавлашу хускатмасӑр, ӑмсанмасӑр; 14. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр евӗрлӗ пулӑр, ӳтшӗн тӑрӑшнӑ чухне ӑна ан иртӗхтерӗр.
Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пирӗн пӗр ӳтӗмӗрӗнех темӗн чухлӗ пай, кашни пайӗн хӑйӗн ӗҫӗ, 5. ҫавӑн пек эпир те, темӗн чухлӗн пулсан та, Христос урлӑ пӗр ӳт пулса тӑратпӑр, пӗр-пӗриншӗн уйрӑммӑн ӳт пайӗсем пулатпӑр.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Саккун вӗҫӗ — Христос, Ӑна ӗненекен кирек кам та тӳрре тухма пултарать.4. Потому что конец закона - Христос, к праведности всякого верующего.
Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Христоса асӑнса чӑннине калатӑп, суеҫтерместӗп, ӑна мана Таса Сывлӑш систернипе хамӑн чунӑм та пӗлтерсе тӑрать; 2-3. манӑн хуйхӑм питех те пысӑк, чӗрем пӗр чарӑнмасӑр тӑвансемшӗн, ӳтрен тӑваннисемшӗн, ҫунать: эпӗ вӗсем вырӑнне хама Христосран уйӑрса ылханнине хавас пулӑттӑм; 4. вӗсем — Израиль ҫыннисем; Турӑ вӗсене Хӑйӗн ывӑлӗсем тунӑ, вӗсене Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартнӑ, вӗсене халал та, саккун та, кӗлтӑвас йӗрке те панӑ, Турӑ пама пулнисем те — вӗсенӗн; 5. тӗп аттесем те — вӗсенӗн; Христос та ӳчӗпе вӗсенчен тухнӑ, Вӑл, пуринӗн те Турри, ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эпӗ ҫакна шанса тӑратӑп: вилӗм те, пурӑнӑҫ та, ангелсем те, тӳпери пуҫлӑхсем те, хӑватсем те, хальхи те, малашнехи те, 39. ҫӳлти те, тӗпӗнчи те — мӗн пултарнинчен нихӑшӗ те — пире Турӑ юратӑвӗнчен, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ кӑтартнӑ юратуран, уйӑраяс ҫук.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.