Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Улпут сăмах пирĕн базăра пур.
Улпут (тĕпĕ: улпут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сан улпут хӗрӗ унпа тӗл пулса калаҫнӑ-и?

Твоя госпожа встречалась с ним?

ХLVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Пӗр улпут Кавказра офицер пулса пурӑннӑ.

Служил на Кавказе офицером один барин.

1 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Киле таврӑнсан, улпут арӑмне калать: «Эпӗ сана савӑнмалӑх пӗр япала илсе килтӗм», — тет.

Барин приехал домой и говорит жене: «Я тебе радость привез».

Липпунюшка // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Улпут укҫине тӳлерӗ, тет те, ачана тутӑрпа чӗркесе кӗсйине чикрӗ, тет.

Барин отдал деньги, взял мальчика, завернул его в платочек и положил в карман.

Липпунюшка // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Улпут ҫывӑхарах пырать те юрласа сухалакан Липпунюшкӑна курах каять.

Барин подошел ближе, услыхал песни и увидал Липунюшку.

Липпунюшка // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫав ана патӗнчен пӗр улпут иртсе пынӑ.

Ехал мимо этого поля барин.

Липпунюшка // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Улпут кулчӗ-кулчӗ, тет те, ҫук ҫынна татах тырӑ та, укҫа та парса ячӗ, тет; пуян ҫынна хӑваласах кӑларчӗ, тет.

Барин посмеялся и дал бедному мужику еще денег и хлеба, а богатого прогнал.

Пӗр ҫын хур уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Улпут хай ҫук ҫынна чӗнтерет те валеҫме хушать.

Послал барин за бедным мужиком и велел делить.

Пӗр ҫын хур уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Улпут хурсене илет те калать: «Тавтапуҫ сана ку хурсемшӗн!

Барин говорит: «Спасибо за гусей!

Пӗр ҫын хур уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Улпут тӳсеймесӗр кулса ячӗ, тет.

Барин посмеялся.

Пӗр ҫын хур уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Улпут кун хурне илчӗ, тет те, калать, тет: «Тавтапуҫ сана ку хуршӑн, анчах санӑн хурна епле валеҫӗпӗр-ши ӗнтӗ эпир? Акӑ манӑн арӑм пур, ике хӗр пур. Пӗрин кӑмӑлне те хӑварас мар тесен, эпир ӑна епле уйӑрӑпӑр-ши?» — тет.

Барин принял гуся и говорит мужику: «Спасибо, мужик, тебе за гуся, только не знаю, как мы твоего гуся делить будем. Вот у меня жена, два сына и две дочери. Как бы нам разделить гуся без обиды?»

Пӗр ҫын хур уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Улпут патне пушӑ алӑпа каяс мар тесе, пӗр хур тытса ӑшалать те хура йӑтса каять.

Чтобы было с чем идти к барину, он поймал гуся, изжарил его и понес.

Пӗр ҫын хур уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Улпут картишӗнче виҫӗ ҫын анчах юлнӑ.

На барском дворе остались лишь трое.

Йывӑр сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Улпут ӑна укҫа парса каланӑ: «Эсӗ ман патма ӗҫлеме юл; ман валли шыв арманӗсемпе ут арманӗсем ту, эсӗ вӗсене тума пӗлетӗн. Ӳлӗмрен ӗнтӗ ӑслӑ ҫынсем тӑвайманнине тума ан тытӑн», — тенӗ.

Барин дал ему денег и говорит: «Оставайся у меня работать: строй ты мне мельницы, только водяные да конные — на это ты мастер, а вперед за то не берись, чего и поумнее тебя люди не сделали».

Хӑй тӗллӗн авӑракан арман // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Арман тӑвакан ҫын улпут патне кайнӑ та ӑна хӑйӗн хуйхине каласа панӑ.

Пришел мужик к барину и рассказал о своем горе.

Хӑй тӗллӗн авӑракан арман // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Арман тума вӗреннӗ ҫын улпут каланине ӗненмен.

Мужик не поверил.

Хӑй тӗллӗн авӑракан арман // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Улпут каланӑ: «Хӑпарасса хӑпарӗ, анчах ӗлӗкхи вырӑна ҫитеймӗ, тепӗринче тата сахалтарах хӑпарӗ, кайран-кайран чарӑнсах ларӗ. Кирек мӗнле урапа хурсан та, вӑл чарӑнса ларӗ. Асту-ха: пысӑк ту ҫинчен ҫунапа ярӑнса ансан, пӗчӗкҫӗ ту ҫине хӑпаратӑн, пӗчӗкҫи ҫинчен пысӑкки ҫине каялла хӑпараймастӑн, кунта та ҫавӑн пекех», — тенӗ.

Барин сказал: «Поднимется, да ниже, а другой раз поднимется еще ниже и станет, какие ты колеса не прилаживай. Все равно, как если на салазках с большой горы съедешь — на маленькую поднимешься, а с маленькой назад на большую никак не поднимешься».

Хӑй тӗллӗн авӑракан арман // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Улпут каланӑ: «Чул аялалла анса кайсан, эсӗ ӑна каялла мӗнле хӑпартӑн?» — тенӗ.

Барин сказал: «Чем же ты подымешь свой камень, когда он спустится?»

Хӑй тӗллӗн авӑракан арман // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ку ҫын улпут каланине ӗненмен.

Мужик не поверил барину.

Хӑй тӗллӗн авӑракан арман // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вара улпут каланӑ: «Эсӗ ҫыру пӗлекен ҫын пулнӑ пулсан, эпӗ сана арман ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке панӑ пулӑттӑм. Ӑна вуласан, хӑй тӗллӗн авӑракан арман тума май пуррипе ҫуккине эсӗ пӗлнӗ пулӑттӑн. Ун пек арман тӑвас тесе пысӑк вӗреннӗ ҫынсем те нумай шухӑшланӑ. Хытӑ шухӑшланипе вӗсенчен нумайӑшӗ ухмаха ернӗ», — тенӗ.

Тогда барин сказал: «Вот если бы ты знал грамоте, я бы тебе книжку дал о механике, и там ты бы прочел о такой мельнице и увидал бы, что такой мельницы сделать нельзя, что много людей ученых посходили с ума — все выдумывали такую мельницу, чтоб сама ходила».

Хӑй тӗллӗн авӑракан арман // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех