Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пуҫӗ (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кара самант ҫеҫ улӑштарӗ Ҫак ҫут ҫанталӑк йӗркине, Пур пуҫӗ, вӗҫӗ япалан, Шалти те пур ун, пур ун тулӗ, Эс ҫавӑнпа ан сапалан: Хӑвна ху пуҫтарма хӗн пулӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кунта ик-виҫ тӗлте вут хунӑ, Апат пӗҫернӗ хуранта, Хӑватлӑ пӳлӗхе чӳк тунӑ, Чӳк пуҫӗ ыйтнӑ пил унтан.

Куҫарса пулӑш

V // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пуриншӗн те халь кӑмӑл уҫӑ: Халь шухӑш-ӗмӗт ун ҫул пуҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑҫта пулман вӑл, хӑш енче, Ӑҫта туртман-ши ҫамрӑк пуҫӗ?

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл, хӑнӑхнӑ майпа ҫӳҫне аллипе темиҫе хутчен туранӑ пек туса сӑтӑрчӗ те, пурпӗрех пӗр тикӗс вырттарас ҫуккине кура, аллине пуҫӗ ҫинчен илсе сӗтеле ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юрий Владимирович ӗҫчен газовик ҫеҫ мар, ҫемье пуҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ӗҫчен те, юратнӑ атте те // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %82%d0%b5/

Ҫӗлӗке ун пуҫӗ ҫине пусса лартсан Ахтупай мӑрсасен аллисене салтма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑмахпа нумай каппайланчӗ вӑл, халь ӗнтӗ Крым нихҫанхинчен вӑйлине, Сахиб чӑнах та хӑватлӑ ҫар пуҫӗ пулнине туссене те, тӑшмансене те ӗҫре кӑтартса парас терӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ыттисем те туйса тӑрӑр: ӗнтӗ эп ача мар, сирӗн пата пачах урӑх Сафа-Гирей килсе кӗчӗ — вӑй питти ҫын, вӑрҫӑсенче пулса курнӑ ҫар пуҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Джанали сире хытӑ тыткалайман ӗнтӗ, ҫавӑнпа эсир ун пуҫӗ ҫине утланса ларнӑ, юлашкинчен хӑвӑр аллӑрпах вӗлернӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Петӗрпе Мария малтанласа иккӗшӗ те колхозра ӗҫленӗ, унтан ҫемье пуҫӗ коммуналлӑ хуҫалӑха куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ тунине ҫын манмасть // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11212 ... yn-manmast

Ҫемье пуҫӗ вара ылтӑн туйра та мӑшӑрне 50 ҫул каяллахи пекех сиреньпе упа шанкри чечекӗсенчен илемлӗ чечек ҫыххи хатӗрлесе парассине систерет.

Куҫарса пулӑш

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ, совет ҫар пуҫӗ Михаил Яковлев генерал-лейтенант ҫуралнӑранпа кӑҫалхи июнӗн 5-мӗшӗнче 101 ҫул ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Пӗве кӗнӗренпе куҫран куҫҫуль кӑларман Ахтупай ҫак самантра ун пуҫӗ ҫине пӗр тӑруках темӗн чухлӗ телей йӑтӑнса аннӑран пӗчӗк ача пек макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна Сулейманӑн юлашки ҫыруне вулаттармалла терӗ вӑл, эпӗ чаплӑ ҫар пуҫӗ пулнине султан сӑмахӗсемпе ҫирӗплетсе патӑр.

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумай ҫутӑ ҫӑлтӑр ялкӑшать пире хупласа тӑракан тӳпере, анчах чи ҫуттисен ячӗсем ҫаксем (эп ун пеккисене ку таранччен курманччӗ-ха): чаплӑ та мухтавлӑ Сулейман Великолепный — Турци султанӗ тата аслӑран та аслӑ ҫар пуҫӗ Сахиб-Гирей, пирӗн телейӗмӗр Герай-хан…

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Пирӗн шанчӑк, пирӗн аслӑран та аслӑ ҫар пуҫӗ, пирӗн пурне те витӗр курса тӑракан хан»…

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пуҫӗ ҫине ялан ырлӑх ҫуса тӑтӑр…

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ухмах, — терӗ вӑл ӑна, — санӑн вӑрҫӑра ҫар пуҫӗ пулмалла мар, улахра хӗрсемпе ҫеҫ ҫухӑрашса лармалла».

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутар ҫар пуҫӗ шурӑ ҫар ҫынни хыҫҫӑн кайнӑ пулсан чӗрӗлле таврӑнӗччӗ-ши.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех