Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мучи сăмах пирĕн базăра пур.
Мучи (тĕпĕ: мучи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырса пуҫтарса ӗлкӗреймен тырра ҫапса ӳкерме пултарать, вӑрманти йывӑҫсене тӑпӑлтарать садри улмуҫҫисене силлесе, хуҫса пӗтерет хуралт ҫийӗсене сӗвет — кулянса шухӑшларӗ Савин мучи, — анчах мӗн тӑвӑн: пирӗнтен ыйтса тӑмасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Савин мучи, вӑр-вар тӑрса, кантӑкне хупрӗ, пӗр кана урамалла, хӑйӗн юратнӑ йӑмрисем ҫинелле, пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Тата эп курнине нихҫан та ан куртӑрччӗ вӑл!» — хӑй тӗллӗн мӑкӑртатрӗ Савин мучи, вара, урамри йӑмрасем ҫилпе кашланине итлесе, часах шухӑша кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Мана барометр кирлӗ мар, уран ревматизмӗ пӗр йӑнӑшсӑр систерет, — терӗ каҫхине Савин мучи.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Куҫ умӗнче кашниех ӑна Антун мучи тетчӗ, куҫ хыҫӗнче вара — «Пакӑлти Арлан».

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Арӑмлӑ пуласси — ӗне туянасси мар, тетчӗ пирӗн ялта пӗр мучи.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

— Хӑ, мӗнле ӑслӑскер эс, мучи.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Эпир те сан актусене ӗненми пултӑмӑр, — мучи халӑх енне ҫаврӑнса ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

Шӑв-шав лӑплансан, Кавырля мучи самах илет.

Куҫарса пулӑш

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

Хӗветут мучи.

Дед Федот.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Ирӗксӗртен курма тӳр килнӗ милиципе Якур мучи, йӑппӑн-йӑппӑн ҫеҫ пускаласа, каялла васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Анук инкепе Якур мучи вӗсене тӳрех сӗм-пӗччен пурӑнакан Ванькка шофер килне илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Якур мучи аптранипе арӑмне, Анук инкене, вӑрҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

— Епле майпа, камсем?! — кӑшкӑрса ячӗ Якур мучи, кӗҫӗн хӗрне шӑтарасла пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Эпӗ сӑнанӑ: вӑл «мучи», «апи», «кайсаччӗ», «кӗҫех», тет.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Нумай ҫаврӑнчӗ-и хура ҫӑмарта ункӑра, сахал-и, мучи тайӑла-тайӑла илчӗ те, такам ура явнӑ пек, сарӑ чечекленсе аташма пӑхакан хӑяр пултранкисем ҫине йӳнейсӗр тӳп! тӳплетсе ӳкрӗ, вара, Турӑ пӳрнӗ пурнӑҫӗн вӗҫне тухса, юлашки сывлӑшне кӑларса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ак ӗнтӗ ҫак ҫӑмарта та майӗпен мучи хӑй ӗмӗтӗнче тытса пурӑннӑ пиншак тӗслӗн шупкаланса, тӗксӗмленсе пычӗ, унтан пачах хуралса ларчӗ, юлашкинчен, ункӑ хыҫҫӑн ункӑ туса, ҫаврӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Сасартӑк унӑн «кӗмсӗртеттерсе уйран уҫлакан» чӗри ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ пек тирсе, сиввӗн ыратса кайрӗ — мучи, чарӑнса тӑрса, аллине чӗри тӗлне ярса тытрӗ, шӑлне ҫыртса, пилӗкӗнчен хуҫӑлса, питне-куҫне ытла та нушаллӑн тискерлетсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ак пырать мучи арӑмӗ патнелле талпӑнса, лӑнкӑ-ланкӑ пускаласа, енчен енне сулӑнкаласа, пуҫне чӗтретсе, малалла ӳпӗнсе, ӳт-пӗвӗпе калтӑраса, хаяр ҫиллине шӑнарса, ҫитсенех арӑмне хулӑпа вӗтелентерсе «тасатма» тӗв тытса (кӗрхи шӑна хытӑ ҫыртать ҫав).

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Мучи, патакне ҫатӑрласа тытса, хаяр вутлӑ куҫне тӳрех арӑмӗ ҫине тӑвӑнтарчӗ, вара, пур-ҫук вӑйне карӑнтарса, ун патнелле талтлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех