Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятне, ӑш вӗҫнине пусарасла, тулли уйӑх ял хӗррипе ваш-ваш шӑвать, кӑмӑлне-ытлӑхне ян-ян тӑкать.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Каҫхи хӑнасем асар-писер килсе кӗнипе туртӑнчӑкланчӗ пулин те — нимӗн те шарламарӗ-ха Иван Гаврилович, аллинчи черккине сӗтел варринерех тӗкрӗ те ар-ҫын пӑшатан пек куҫӗпе алӑк еннелле тӗллерӗ: хӑйне ял ҫинче чӗр мӑшкӑл кӑтартнӑ ывӑлӑн ашшӗ-амӑшӗ пирки темӗн ырӑ марри тӗв тӑвать, ахӑр.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Килес кӑнтӑр ҫутипе патлаттарса — ял ҫӑварӗнчен намӑс.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Апла, сасси-хури ял ҫине палкаса тухнӑскер, ӳкӗнӗҫленме юратман Иван Гавриловича шӑп та лӑп паян кӗтмелле, эппин, кӗҫӗр, каҫ сӗмӗпе.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кайса евитличчен, паллӑ ӗнтӗ, Иван Гаврилович хӑлхине кӗмелӗхех сас сарса тухать ял тавра.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗплентӑм терӗм вара тӑван ял шкулӗнче…

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унччен те уҫӑла-уҫӑла хупӑнатчӗ ҫав ял ҫӑварӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫак ял, ҫак униче, ҫак анлӑ-анлӑ уй-хир — амӑшӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Сан ҫулунта, — тенӗ вӑл, каллех сӑмахне тапратса, — аҫу водолив пулса ӗҫлетчӗ, вӗсен караванӗ пирӗн ял патӗнче тӑратчӗ.

— В твои годы отец твой… водоливом тогда был он и около нашего села с караваном стоял…

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ял ҫине ят тухнӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫ пӗтӗмӗшпех Щуровран килнӗ, имӗш.

Говорили на селе, что Щуров сам убил работника своего, — убил и сжег.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Председатель ӳтне юлашки ҫула ӑсатма, помещик тӑванӗсемпе унӑн хӳрешкисемсӗр пуҫне, пӗтӗм ял халӑхӗ кайрӗ.

Вся деревня, кроме родственников и прислужников помещика, проводила своего председателя до места последнего успокоения.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Боецсене ыталаса, хресченсем ял еннелле туртма пуҫларӗҫ.

Обняв бойцов за плечи, крестьяне тащили их за собой.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ял ҫыннисене халех асӑрхаттар, ун пек кун пек пулса тухсан, пурте унта пухӑнччӑр.

Заранее предупреди жителей, чтобы в случае чего собирались туда.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӗтӗм ял ура ҫине тӑнӑ.

Вся деревня была на ногах.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӗр председателе лайӑх пӑхма пултарайман ялял-и вӑл!

Что это за деревня, которая одного председателя прокормить не может!

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫапла, ку хыпар пӗтӗм ял ҫине саланчӗ.

Так весть облетела всю деревню,

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсене е кивӗ япаласем, е ял пурнӑҫӗнче кирлех мар ӑпӑр-тапӑрсем тивеҫҫӗ.

Им доставалось старье или же то, что не так уж необходимо в деревенском обиходе.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫав каҫхине ял ҫинче тӗтре тӑчӗ, ҫавӑнпа ҫынсем килӗсенче ларчӗҫ.

Над деревней в тот вечер клубился туман, и люди сидели дома.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗренсемпе ҫирӗп ҫыхса хунӑ Хань, пуҫне усса, чӗркуҫҫисем ҫинче тӑрать, Лю Шэн Хань Лао-люн хура пурнӑҫӗнчен халиччен ял ҫыннисемшӗн паллӑ пулман нумай тискер ӗҫсем пӗлтерчӗ:

Он стоял на коленях, крепко связанный веревками, свесив на грудь голову, Лю Шэн сообщил много вопиющих фактов из преступной жизни Хань Лао-лю, еще не известных жителям деревни.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

«Россошьри ял хуҫалӑхпа строительство транспорчӗн техникумӗ» (унчченхи 29-мӗш професси училищи);

«Россошанский техникум сельскохозяйственного и строительного транспорта» (бывшее профессиональное училище № 29);

Россошь // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 1%88%D1%8C

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех