Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫ сăмах пирĕн базăра пур.
куҫ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петро, полковник ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса, кашни сӑмахне тимлӗн итлесе тӑчӗ.

Петро, не сморгнув, глядел в глаза полковника, слушал внимательно.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем паҫӑрах ӗнтӗ юрлама чарӑнчӗҫ: юнашар вакунра ӑнтан кайнӑ пек хытӑран-хытӑ тӑпӑртатса ташланине итлеҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине куҫ хӗссе кӑтартса, хӑйсем те кӗҫ-вӗҫ ташша тӳме пуҫлас пек, йӑл-ял кулкалаҫҫӗ.

Казаки давно уже оборвали песню и вслушивались в бесшабашный гомон, разраставшийся в соседнем вагоне, перемигивались, сочувственно улыбаясь.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫакӑн пек катастрофа вӑхӑтӗнче… ӗ-ӗ-ӗ… пирӗн пур енчен те ҫирӗп… — бригада командирӗн, сӑмах калама хӑнӑхман талаватсӑр ватӑ генералӑн, кирлӗ танлаштару тупайманнипе чӗлхи ҫыхланса ларать, йӑлтӑркка пичӗ ҫинчи куҫ харшийӗсем хевтесӗррӗн турткаланса илеҫҫӗ.

В дни таких вот потрясений… э-э-э… всех основ мы должны быть тверды, как… — бригадный, старый и бездарный служака-генерал, не привыкший держать речи, замялся, копаясь в сравнениях; на масленистом лице его в мучительной немоте двигались брови.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эпӗ аплах каласшӑн мар, — Евгений питне пӗркелентерчӗ, унӑн хӑрах куҫ хупаххи ҫилӗллӗн туртӑнса чӗтренчӗ.

— Я бы не сказал этого, — Евгений поморщился, жиловатое веко у него подергал нервчик.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Богатырев пуҫне пӑркаласа илчӗ те тӑпкаланса тӑракан куҫ харшийӗсен айӗпе Сергей Платонович ҫине шанмасӑррӑн тинкерсе пӑхрӗ.

 — Богатырев покачал головою и из-под клочкастых хлопьев бровей глянул на Сергея Платоновича недоверчиво.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Служивӑй ҫине куҫ илмесӗр пӑхса ларнӑ Дарья, Митька алӑка хӑй хыҫҫӑн шалтлаттарса хупса хӑварсанах, ҫурта ҫулӑмӗ варкӑшнӑ пек хускалса илчӗ.

Дарья, глаз не сводившая со служивого, качнулась, как пламя свечки, когда Митька, уходя, хлопнул дверью.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн кушакӑнни евӗр куҫ шӑрҫисем пӗрре хӑяхран касса лартнӑ пек симӗссӗн курӑнса хӗсӗнчӗҫ, тепре чарӑлса кайса тӗксӗммӗн ҫуталчӗҫ.

Кошачьи зрачки его то суживались в зеленые, как осокой прорезанные, щелки, то ширились, темнели.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Дарья намӑсӑррӑн хускалса илчӗ те, куҫ харшине вылянтарса, алӑк патнелле утрӗ.

Дарья сделала непристойное движение и, играя бровями, пошла к дверям.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каҫсерен чи малтан ҫывӑрма выртрӗ, Наталья хӑйӗн хутне кӗрсе хӗрхенчӗклӗн пӑхнине хирӗҫ сивлеккӗн кулкаласа: «Юрӗ, пурӑнсан — курӑпӑр-ха» тенешкел, хулпуҫҫийӗсемпе куҫ харшийӗсене сиктеркелесе ҫеҫ илчӗ.

По вечерам раньше всех ложилась спать, на сочувственные взгляды Натальи холодно улыбалась, вздергивая плечом и бровью: «ничего, дескать, посмотрим».

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Дарья, Дуняшка патӗнчен чупса иртнӗ чух, хулпуҫҫийӗсене шӑнса кӳтнӗ пек чӗтрентерчӗ; хаяр сӑнлӑ, тин ҫеҫ макӑрнӑ пичӗ ҫинче пӗкече пек авӑнчӑк куҫ харшисем вӗттӗн сиккелесе чӗтреҫҫӗ.

Проходя мимо Дуняшки, она ежила плечи, крутые черные дуги бровей дрожали на ее заплаканном и злом лице.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗлет тӑрринчи хӗҫ тимӗр автансем кивелсе кайса хуҫӑла-хуҫӑла ӳкнӗ, кӗлечӗ хӑй те хӑрах еннелле чалӑшнӑ: ҫапла вара тимлӗрех куҫ кунта та хӑш-пӗр йӗркесӗрлӗхсене асӑрхама пултарать.

На крыше амбара попадали от ветхости жестяные петухи, скособочился амбар, некоторую бесхозяйственность мог приметить опытный глаз.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн хӑрах куҫ харшийӗ тан мар виҫ кӗтеслӗх пек пӗрӗнсе хутланчӗ, вӗттӗн-вӗттӗн чӗтренсе илсе, каллех тӳрленчӗ.

У него неровным треугольником изломалась бровь и, мелко подрожав, выпрямилась.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӑннипех те ҫирӗп упрарӗ Григорий казак чысне, паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартма май пур самантсенче хӑйне ним чухлӗ те шеллесе тӑмарӗ, хӑрушлӑха куҫ кӗрет курса тӑнӑ ҫӗртех вилӗм вучахне кӗчӗ.

Крепко берег Григорий казачью честь, ловил случай выказать беззаветную храбрость, рисковал.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кирек ӑҫта та, ҫав вӑхӑтрах ҫемьере те, Григорий хӑй ҫине тӗлӗнсе, хисеплесе, ӗлӗкхи туртӑнкӑллӑ та хаваслӑ йӗкӗтрен халӗ ҫавӑн пек Григорий пулса тӑнине ӗненмен пек куҫ хӗррипе сӑнаса пӑхнине туйрӗ.

Григорий всюду, даже в семье, ловил боковые, изумленно-почтительные взгляды, — его разглядывали так, как будто не верили, что он — тот самый Григорий, некогда своевольный и веселый парень.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Куҫ умне вӑхӑт шӑпӑрӗ шӑлса тӗссӗрлетнӗ Аксинйӑн вӗҫӗмсӗр ҫывӑх та, ҫав вӑхӑтрах ют сӑнӗ шӑвӑнса тухрӗ.

Память вылепила неясные, стертые временем бесконечно дорогие и чуждые линии лица.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑмӑр кӑвак тӗс ҫапнӑ тӳпене каҫсерен прожектор ҫутӑсем урлӑ-пирлӗ таткаласа ҫураҫҫӗ, ҫине-ҫинех тӗксӗм асамат ҫутипе ялтӑртатса ҫиҫеҫҫӗ, пӗр-пӗрне куҫ хӗсмелле выляҫҫӗ, ҫав вырӑнтан вӑрҫӑ вут-хӗмӗпе унӑн авкаланса явӑнакан ҫулӑмне сӑнакан ҫынсен чунӗсене акӑш-макӑш шиклентерсе пӑлхатаҫҫӗ.

По ночам далекое фиолетовое небо кромсали отсветы прожекторных лучей, они сияли радужно-тусклыми зарницами, перемигивались, заражали необъяснимой тревогой тех, кто отсюда наблюдал за вспышками и заревами войны.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн вилес умӗн темскер кӑшкӑрнипе карса пӑрахнӑ тути-ҫӑварӗ тӗлӗнче йӑм хура мӑйӑхӗ хурлӑхлӑн усӑнса аннӑ; вилӗм кӑвакартса янӑ пичӗ ҫинче сарлака куҫ харшисем чӑрсӑррӑн шӑртланса тӑраҫҫӗ.

Над его широко раскрытым ртом, таившим немые отзвуки последнего крика, понуро висели густые черные усы, на выбеленном смертью лице хмурились в смелом размете широкие брови.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, шыв кӳлленсе тӑракан ланкашкасем ҫине кӗрсе каяс мар тесе, ура айне куҫ вӗҫертмесӗр пӑхать.

Он тщательно смотрел под ноги, норовя переступать колдобины лужиц.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вырӑс салтакӗсене йӗплӗ пралук картасем патне ҫывхартас мар тесе, нимӗҫсем куҫ уҫма памасӑр персе тӑраҫҫӗ.

Били, не подпуская русских солдат к проволочным заграждениям.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр хут позицие кӗрес пирки сӑмах-мӗн пулсанах, казаксен пичӗ-куҫӗсем улшӑнса тӗксӗмленеҫҫӗ, усӑк куҫ харшийӗсем айӗнчен тарӑхупа курайманлӑхӑн сивӗ ҫутисем ҫиҫсе илеҫҫӗ.

Стоило заикнуться о выступлении на позиции, как сразу менялось выражение лиц и под спущенными веками растекались недовольство, угрюмая неприязнь.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех