Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакна каласа кӑтартнӑ чухне калавҫӑ аллисемпе ытарлӑн сулкалашать, хыттӑн кулать; вӑл хӑйӗн терт-асапне маннӑ ӗнтӗ.Рассказчик картинно жестикулировал и смеялся, говоря это; он уже забыл свои страдания.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент хӑйӗн мӑйне сӑнчӑртилле туйрӗ те самантлӑх — йӗрӗнӳллӗн пуҫне силлерӗ, ӑна сӑвӑ йӗркисем аса килчӗҫ:
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Асманипе пӗрле, ахӑртнех, сунарҫӑ хыҫҫӑнах наҫилккеҫӗн ҫул кӑтартуҫи те анать, мӗншӗн тесен Гент хӑйӗн тӑрринче икӗ ҫын утнине тата пупленине илтет.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Виҫҫӗмӗш араб ӑна коран тыттарчӗ; наҫилккеҫӗ хӑйӗн сӑмахне шанчӑклӑн пурнӑҫламашкӑн тупа турӗ те сӑваплӑ кӗнекерен тутипе перӗнчӗ.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Санӑн ют тӗнри «музунгун» ҫулӗ тертре те асапланура тӑсӑлтӑр, вӑл хӑйӗн кунӗсене — Аллах илттӗрех! — ӑна пурте пӑрахса хӑварнӑ ҫӗрте вӗҫличченех е… анчах эсӗ мана ӑнланатӑн.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Стэнли ҫав тери хытӑ кӑшкӑрнӑран лешӗ хӑйӗн ашакне, мӗн пур япалине пӑрахса хӑварчӗ те — халӗ ав курӑнмиех пулать.Стэнли так накричал, что тот бросил своего осла, все вещи, и вот его уже едва видно.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тепӗр чухне вӑрманта сехечӗ-сехечӗпе ларать — Африка колибрин тӗрлӗ тӗслӗ хӗлхемӗсене, кӑвак пилеш кайӑкӗсем вӗҫе-вӗҫе ҫӗкленнине тата ана-ана ларнине, хӑйӗн хускалми фосфорлӑ куҫӗсемпе ҫын ҫине тирӗннӗ ҫӗлен авкалана-авкалана шунине сӑнать.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Анчах ҫаксене пӗтӗмпех ҫула май, кӑмӑл еккипе тӑвать, мӗншӗн тесен ыттине пӗтӗмпех хӑйӗн валли хӑварать.Но все это он проделывал как бы между прочим, так как прочее он оставлял для себя.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кунсӑр пуҫне вӑл хӑйӗн харкамлӑхне тивӗҫсӗрех пысӑка хунӑшӑн ҫав харкамлӑха тӳсме ытла та йывӑр.Кроме того, его незаслуженно высокое мнение о своей особе делало подчас эту особу невыносимой.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫав вӑхӑтрах, пирӗн психика ҫанталӑкӗ шухӑшсене вулама май парас тӑк, — Стэнли, паллах, Гент ӑсӗнче мӗн те-тӗр вуласа ҫак этемӗн сӑпайлӑхне тивӗҫлипе хаклайӗччӗ; Гент, ҫапах та, хӑйӗн шухӑш сӑнарлавӗнче ҫӗкленӗ ту мӗлкинче хӑй кӑна пӗлекен ҫӗре вырнаҫнӑ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Анчах Гент хӑйӗн шухӑшне Стэнлие пӗлтермерӗ-ха, ӑна вӑл каярахпа, ҫул ҫӳревҫе характерӗнче кӗвӗҫӳ-ҫӑткӑнлӑх пурри-ҫуккине тӗплӗ тӗпчесе палӑртсан тин, евитлеме тӗв турӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ливингстона шыраса тупас тӗллев Гентшӑн, унӑн планӗпе килӗшӳллӗн, ӗҫе хӑвӑртлатакан туртӑм; ыттисем пекех — вӑл та паллӑ ҫул ҫӳревҫӗ тахҫанах вилнӗ тесе шухӑшлать, халӗ хӑйӗн шыравӗ ӑнӑҫасса шанма пуҫларӗ, тата пӗлет: Стэнли экспедицине йӗркеленӗ ҫынсем те Ливингстон тупӑнасса шанаҫҫӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑрмана тарса кӗрсен наҫилккеҫӗ — хӑй валли инкек шыранӑн — телейпе ҫав самантрах рехетленес йӳтӗмпе хӗрсех кайрӗ: хӑйӗн ҫине шӑрҫасем ҫакса тултарчӗ — вунӑ фунтран кая мар, ҫакӑнпа ҫырлахмасӑр йӗри-таврари туратсем ҫине ҫав тери чаплӑ капӑрчӑксен тӗрлӗ тӗслӗ, йӑлтӑркка гирляндисене сапаласа тухрӗ; ташлать-сиккелет, чее те ӑнӑҫтаракан этем — хӑй — пирки хыттӑн кӑшкӑрашса юрлать.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ыттисем тискеррӗн тӗрткелешеҫҫӗ: Клебен Гента ыталама хӑтланать, ӑна «хӑйӗн чи хаклӑ тусӗ» тет, ҫӑварӗ хӑлхисем таранах сарӑлнӑ, ҫав вӑхӑтрах куҫӗсем йӗрӗнмелӗхех куҫӑмсӑр.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент тӗп ӗҫ патне куҫма васкамасть-ха; пӗр пите, теприне, виҫҫӗмӗшне тимлӗн тӗсенӗ май лару-тӑрӑва виҫсе хаклама тӑрӑшрӗ те ирӗксӗрех хӑйӗнчен хӑй ҫине-ҫинех ыйтать: мӗн калас тени уншӑн чарак-чӑрмав, куляну-пӑшӑрхану кӑларса тӑратмӗ-и. Вӑл хӑйӗн ӑнсӑрт юлташӗсен иртнӗлӗхне пӗлмест, пӗлесшӗн те мар, анчах вӗсемпе пӗрле тачӑ пурӑнни, паллах, ытти сунарҫӑпа ун хушшин-чи чун-чӗм хутлӑхӗн пӗтӗм уйрӑмлӑхне уҫса панӑ ӗнтӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Африкӑна вӑл ҫап-ҫамрӑкла килсе лекнӗ, унӑн наркӑмӑшлӑ-капӑр чӑтлӑхӗсенче хӑйӗн ҫӗнӗ тӑван ҫӗр-шывне тупнӑ.Он попал в Африку молодым человеком и в ее ядовито-роскошных дебрях нашел новое отечество.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл хӑйӗн хӗрӳ туйӑмлӑхне ултавсӑр тивӗҫтерет, анчах туйӑмӗсен хӗрӳлӗхӗ хурҫӑлла организмне аркатаймасть, унӑн кӑмӑл туртӑмӗпе ӑнтӑлӑвӗ ватӑлми чӗрин тата тӗреклӗ чунӗн ҫулӑмӗпе татти-сыпписӗр ҫӗнелсех-ҫамрӑклансах тӑраҫҫӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тӗлӗнмеллерех тыткаларӑшлӑ, тимлӗн те пылаккӑн пӑхакан, ҫӑра сухаллӑ, ҫинҫе сасӑллӑ, вӗчӗрхенчӗкрех ҫак этем маттур сунарҫӑ пулса тӑнӑ, анчах хӑйӗн ҫак ӗҫне нимӗнле киленӳ те кӗртмест.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Клебен хӑйӗн шӑпи пирки ҫемйине ҫырса та, урӑхла та хыпарламан, хӑй вара Занзибар пасарне килсе лекнӗ те техӗмлӗхсемпе суту-илӳ тума пуҫланӑ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ван-Буша хӗрӳллӗ сунарҫӑ пулма ҫут ҫанталӑк хӑй пил панӑ-тӑр, вӑл пурнӑҫне мӗн ачаранпах вӑрманта ирттернӗ; тепӗр чух начарах мар юрӑсем хайлать-кӗвӗлет, Клебен хӑйӗн малтанхи ӗҫӗпе нимӗнпе те ҫыхӑнман профессишӗн ҫемйине пӑрахса хӑварнин сӑлтавне вара тӗшмӗртме йывӑр.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.