Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫех кашкӑр ами йӑваран сӑмсине кӑна мар, пуҫне кӑларчӗ те хальхинче ҫӳлелле вӗлт пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тутар иккӗмӗш хутра пурӑнать пулас, ҫӳлелле кушак пек ҫӑмӑллӑн утса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл ак ҫак стена ӑшӗпе ҫӳлелле хӑпарать, пӳлӗмре питӗ лайӑх илтӗнет шаккани.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кузюков, сӗтел хушшинче лараканскер, сиксе тӑчӗ, пӳлӗмре каллӗ-маллӗ уткаларӗ, Крапивин умӗнче чарӑнчӗ те, вӑтам пӳллӗскер, ӑна аялтан ҫӳлелле пӑхса, ӑнлантара пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл ҫӳлелле йӑпӑр-япӑр хӑпарса кайрӗ, якӑра тата лайӑхрах ҫирӗплетрӗ, вара вӗренӗн хӳме леш енче усӑнса тӑракан пуҫӗнчен уртӑнса, аялалла кӑштах анчӗ те ҫӗре сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑнланатӑн-и, эпӗ таврӑннӑ тӗле вӑл мӗн пысӑкӑш пулать ӗнтӗ, — аллине ҫӳлелле ҫӗклесе кӑтартрӗ ҫавӑнтах.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑхӑт шунӑҫемӗн ун патне шанӑҫлӑх таврӑнчӗ, Тарт питне шӑршлӑ ҫурма тӗттӗм хупласа — вӑрманӑн ешӗл вӑйӑ карти ҫӳлелле тӑсӑлчӗ.

Уверенность возвращалась к нему по мере того, как шли минуты, и зеленый хоровод леса тянулся выше, одевая пахучим сумраком лицо Тарта.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Вӑл ҫӳлелле пӑхрӗ те — тӳпен вӗри сенкерлӗхне курсан умне вилӗме кӑларса тӑратрӗ.

Он посмотрел вверх и, увидев жаркую синеву неба, вспомнил о смерти.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Тарт пӑшалӗпе аппаланать; патрон пӑккине кӑларса штуцерне кӳпчекӗпе ҫӳлелле тӑратрӗ, ҫӗр ҫине кӗпҫерен пӗчӗк, йӑлтӑркка йӗтресем кусса тухрӗҫ.

Тарт возился с ружьем; достав пыж, он медленно перевернул штуцер прикладом вверх, и на землю из ствола выкатились маленькие, блестящие картечины.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Вӑл ҫӳлелле чӑл-чал пӑхрӗ — ҫав самантрах, шухӑшламасӑрах, антарчӗ те курокне пеме хатӗрлерӗ, ҫулҫӑсен ҫутӑ хумӗсене тӗмсӗлсе пӑхнӑ май сисчӳленчӗ.

Он поднял глаза вверх, но тотчас же инстинктивно опустил их, взвел курок и насторожился, раздвигая взглядом светлую рябь листвы.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Грэй ҫаврӑнчӗ те ҫӳлелле пӑхрӗ; унта хӗп-хӗрлӗ парӑс шӑппӑн ӑнтӑлса вӗлкӗшет; унӑн ҫӗввисенче йӗпкӗн хӗрлӗ тӗтӗм евӗр хӗвел йӑлтӑртатать.

Грэй оглянулся, посмотрев вверх; над ним молча рвались алые паруса; солнце в их швах сияло пурпурным дымом.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ассоль инҫетри тӗпсӗр авӑрсен ҫӗр-шывӗнче шыв айӗнчи сӑрта курать; ун ҫинче ҫӳлелле яваклана-яваклана тӗрлӗ ӳсен-тӑран ҫитӗнет; ҫаврака ҫулҫӑсен хушшинче тӗлӗнтермӗш чечексем йӑлкӑшаҫҫӗ.

Ассоль видела в стране далеких пучин подводный холм; от поверхности его струились вверх вьющиеся растения; среди их круглых листьев, пронизанных у края стеблем, сияли причудливые цветы.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пысӑк нӑрӑ шӑнкӑрав курӑкӗнчен ҫакланса ларнӑ, хайхискер авӑннине пӑхмасӑрах ҫӳлелле тапкаланать.

Большой жук цеплялся за колокольчик, сгибая растение и сваливаясь, но упрямо толкаясь лапками.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Канакан ҫак сӑн-пите тепре тимлӗн тӗсесе Грэй ҫаврӑнчӗ те — тӗмсен хушшинче матросӑн ҫӳлелле кармашӑннӑ куҫ харшине курчӗ.

Взглянув еще раз на это отдыхающее лицо, Грэй повернулся и увидел в кустах высоко поднятые брови матроса.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Мачтӑсен аялти пайне ҫӳлелле хӑпарса кайнӑ бушприт хупласа хунӑ.

Высоко поднявшийся бугшприт заслонял основание мачт.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Унӑн пичӗ, — арпашӑнса-сапаланса ӳсекен ҫутӑ сухалӗнчен, ҫӳлелле хаяррӑн йӑтӑннӑ ҫӑра мӑйӑхӗнчен курӑнакан сӑмсипе тутине тата куҫӗсене пит теме юрать тӗк, — типшӗм, янкӑр уҫӑ темелле, анчах куҫӗсем кӑвак хӑйӑр пек, таса хурҫӑлла ялтӑркка, хӑюллӑн, шӑтарасла пӑхаҫҫӗ.

Его лицо, если можно назвать лицом нос, губы и глаза, выглядывавшие из бурно разросшейся лучистой бороды и пышных, свирепо взрогаченных вверх усов, казалось бы вялопрозрачным, если бы не глаза, серые, как песок, и блестящие, как чистая сталь, с взглядом смелым и сильным.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ӑнсӑртран ҫӳлелле пӑхнӑ та вӑл хӑйӗн пуҫӗ тӑрринче ҫырла йывӑрӑшӗпе авӑнса аннӑ йывӑҫ тураттине курах кайнӑ.

Случайно посмотрел он вверх и увидел над своей головой ветку деревца, сгибавшуюся под тяжестью ягод.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Синопа сӑрт ҫине ҫӳлелле хӑпарма тапратнӑ, анчах ҫавӑнтах чарӑнса тӑнӑ.

Синопа стал взбираться по склону и вскоре остановился у подножия утеса.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Малтан Синопа тӗмӗсем ҫине е вӗсем ҫине ҫакнӑ тирсем ҫине пенӗ, тепӗр икӗ уйӑхран вӑл аслашшӗ ҫӳлелле ывӑтса яракан курӑк ҫыххи ҫине пеме пуҫланӑ.

Сначала мальчик стрелял в кусты или в шкуру, брошенную на куст, а месяца через два мишенью служил пучок травы, которую дед бросал вверх.

Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

— Халӗ, ачасем, ҫӳлелле шыв тарах кайӑпӑр.

— А теперь, дети, пойдем вверх по реке.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех