Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпир, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи комсомолецсем, Дубовсемпе Яльчиковсем пире алӑран панӑ Хӗрлӗ ялава ҫӗре ӳкермерӗмӗр, унпа малалла ҫӗнтерӳ ҫулӗпе ҫирӗппӗн утрӑмӑр, сире, ҫамрӑксене, патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тивӗҫлӗ тенӗ ҫӗре кӗҫех икӗ ҫӑхав персе ҫитрӗ: парти комитетне тата комсомол райкомне.

Куҫарса пулӑш

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Касса ҫитернӗ йывӑҫа ҫӗре ӳкеричченех пӑхса тӑчӗ те: — Хӑшӗ кунта сирӗн Дубов? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫул хӗрринчен вӑрман лаптӑкне каялла ҫитнӗ ҫӗре Сафин тракторӗ валли хатӗр йывӑҫ курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эпӗр мар-ха, эс ху ӑсран тайӑлнӑ пулас, — пӑчка ҫӗре пӑрахрӗ моторист.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав самантрах йывӑҫ та ҫӗре хаплатрӗ.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кашнинчех: «Халь пурпӗрех калаҫатӑп-ха», — тесе пырать хӗр ӗҫленӗ ҫӗре — хӑйса, хӑюланса чӗрине уҫса параймасть.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл Илле Ивановсемпе каялла ҫитнӗ ҫӗре Стасик тӑрса ларнӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аннесем таврӑннӑ ҫӗре мунча хутса кӑларас.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫитмелли ҫӗре часах ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамарӑпа амӑшӗ сӗтел хатӗрлесе пӗтернӗ ҫӗре кил хуҫи те килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫавраҫил вӑл хушӑран, тен, кирлӗ те пулӗ, уҫӑ ҫилӗ вара яланах кирлӗ, — терӗ те Арсентьев Тарина ытти бригадӑсем ӗҫленӗ ҫӗре ертсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӗнпур вӑя пӗр ҫӗре пухмалла.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каялла таврӑннӑ ҫӗре Стасик та, эсӗ те ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ывӑлӗ, Михали, ашшӗ ҫӗре кӗрсен каялла таврӑннӑ, Палюк хӗрне качча илнӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Касса пӗтернӗ пирки урӑх ҫӗре куҫмаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Инҫете, инҫете, кунтан курӑнман ҫӗре, Ҫӗпӗре, — аллипе тухӑҫалла тӗллесе кӑтартрӗ Хӗрӳ Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тинех вӑл, хӗвелпе сывпуллашнӑн, шанклашка тураттисемпе хӑлаҫланса-хӑлаҫланса илчӗ те ӳхӗрсе, макӑрса ҫӗре ӳксе хаплатрӗ, уҫӑ вырӑна тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чи ҫӑмӑлли ӑна ӗмӗрлӗхех Ҫӗпӗре е урӑх ҫӗре чиксе хуни.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗнле васкасан та кӑнтӑрлахи апатчен ватӑ кирлӗ ҫӗре ҫитеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех