Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Ҫак ӗҫе черетпе туса тӑма, вӗсем — аслисемпе кӗҫӗннисем те, вӗрентекенсемпе вӗренекенӗсем те — пӗр тан шӑпа янӑ.8. И бросили они жребий о череде служения, малый наравне с большим, учители наравне с учениками.
1 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пӗрремӗш шӑпа Иегоиарива тухнӑ, иккӗмӗшӗ — Иедаияна, 8. виҫҫӗмӗшӗ — Харима, тӑваттӑмӗшӗ — Сеорима, 9. пиллӗкӗмӗшӗ — Малхие, улттӑмӗшӗ — Миямина, 10. ҫиччӗмӗшӗ — Гаккоца, саккӑрмӗшӗ — Авияна, 11. тӑххӑрмӗшӗ — Иешуя, вуннӑмӗшӗ — Шеханияна, 12. вунпӗрмӗшӗ — Елиашива, вуниккӗмӗшӗ — Иакима, 13. вунвиҫҫӗмӗшӗ — Хушая, вунтӑваттӑмӗшӗ — Иешевава, 14. вунпиллӗкӗмӗшӗ — Вилгана, вунулттӑмӗшӗ — Имера, 15. вунҫиччӗмӗшӗ — Хезира, вунсаккӑрмӗшӗ — Гапицеца, 16. вунтӑххӑрмӗшӗ — Петахияна, ҫирӗммӗшӗ — Иезекииле, 17. ҫирӗм пӗрремӗшӗ — Иахина, ҫирӗм иккӗмӗшӗ — Гамула, 18. ҫирӗм виҫҫӗмӗшӗ — Делаияна, ҫирӗм тӑваттӑмӗшӗ Маазияна тухнӑ.
1 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсене — Елеазарпа Ифамар ывӑлӗсене — шӑпа ярса уйӑрнӑ, вӗсем ӗнтӗ сӑваплӑ пӳлӗмре Турӑ умӗнче тӑмалли тӗп ҫынсем пулнӑ.
1 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Вӗсене Иуда ывӑлӗсен йӑхӗнчен те, Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчен те, Вениамин ывӑлӗсен йӑхӗнчен те хуласем панӑ, хӑш хулана хӑш левит кил-йышне памаллине шӑпа ярса татса панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Мерари ывӑлӗсене, ӑрӑвӗсем тӑрӑх шӑпа ярса, Рувим йӑхӗнчен, Гад йӑхӗнчен тата Завулон йӑхӗнчен вуникӗ хула панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Кааф ывӑлӗсене ҫак йӑхӑн ытти кил-йышне, шӑпа тӑрӑх, Манассия ҫур йӑхӗн пайӗнчен вунӑ хула панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Акӑ Кааф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Аарон ывӑлӗсем пурӑнакан ял-хула: пӗрремӗш шӑпа Кааф ӑрӑвне тухнӑ, 55. вӗсене Иуда ҫӗрӗнчи Хеврон хулине тата ун таврашӗнчи уй-хире панӑ; 56. ҫак хула хирӗсене тата ялӗсене вара Халева, Иефонния ывӑлне, панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Унтан Саул ҫапла каланӑ: халӗ манпа Ионафан ывӑлӑм хушшинче шӑпа ярӑр, [Ҫӳлхуҫа кам ятне асӑнать, ҫавӑ вилтӗр, тенӗ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Унтан Вениамин йӑхне ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн пырса тӑма хушнӑ, вара Матри ӑрӑвне шӑпа тухнӑ; унтан Матри ӑрӑвӗн арӗсене илсе пыраҫҫӗ те Саулӑн, Кис ывӑлӗн, ятне каланӑ; ӑна шыранӑ та — тупайман.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Самуил Израилӗн мӗнпур йӑхне пырса тӑма хушнӑ, вара Вениамин йӑхне шӑпа тухнӑ.20. И велел Самуил подходить всем коленам Израилевым, и указано колено Вениаминово.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗтӗм халӑх пӗр ҫын пек кар тӑрса каланӑ: халь ӗнтӗ эпир пӗри те хамӑр чатӑра каймастпӑр, хамӑр киле таврӑнмастпӑр; 9. эпир халӗ акӑ мӗн тӑвӑпӑр: шӑпа ярӑпӑр та Гива ҫине [кайӑпӑр], тенӗ; 10. кашни Израиль йӑхӗ ҫӗр ҫынран — вунӑ ҫын, пин ҫынран — ҫӗр ҫын, вунӑ пин ҫынран пин ҫын уйӑрса патӑр, ҫав ҫынсем Вениамин ҫӗрӗнчи Гивӑна Израильре намӑссӑр ӗҫ тунӑшӑн тавӑрма каякан халӑх валли апат-ҫимӗҫ илсе килччӗр, тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ эпӗ ҫакӑнта юлнӑ халӑхсен ҫӗрне те, хам ҫӗмӗрсе тӑкнӑ пур халӑхсен ҫӗрне те — Иорданран пуҫласа хӗвеланӑҫ еннелле Аслӑ тинӗс хӗррине ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗре — сире, шӑпа тӑрӑх, еткерлӗхе валеҫсе патӑм.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Мерари ывӑлӗсене, левитсен ытти ӑрӑвӗсене, шӑпа тӑрӑх, пурӗ вуникӗ хула тивнӗ.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Кааф йӑхӗнчен тухнӑ ытти левитсене вара, шӑпа тӑрӑх, Ефрем йӑхӗн хулисем тивнӗ; 21. вӗсене — ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмашкӑн — хӳтлӗх хула вырӑнне Ефрем тӑвӗ ҫинче ларакан Сихемпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ тата Гезерпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 22. Кивцаимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Беф-Оронпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: тӑватӑ хула; 23. Дан йӑхӗнчен: Елфекепе ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гиввефонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 24. Аиалонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула; 25. Манассиян ҫур йӑхӗнчен: Фаанахпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: икӗ хула.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кунта Иуда ывӑлӗсен йӑхӗнчен, Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчен [тата Вениамин ывӑлӗсен йӑхӗнчен] уйӑрса панӑ хуласен ятне асӑннӑ: 10. Левий йӑхӗнчи Кааф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Аарон ывӑлӗсене [вӗсене пӗрремӗш шӑпа тухнӑран] 11. Иуда тӑвӗ ҫинче ларакан Кириаф-Арба хулипе ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ; вӑл Енак ашшӗн хули пулнӑ, тепӗр тӗрлӗ ӑна Хеврон тенӗ; 12. ҫав хулан хирӗсемпе ялӗсене вара Халева — Иефонния ывӑлне — еткерлӗхе панӑ.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ Моисей урлӑ хушнӑ пек, Израиль ывӑлӗсем ҫак хуласемпе вӗсен таврашӗнчи ҫӗрсене, шӑпа тӑрӑх, левитсене уйӑрса панӑ.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Елеазар священник, Нав ывӑлӗ Иисус тата ӑрусен пуҫлӑхӗсем, шӑпа ярса, Силом хулинчи пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче, Ҫӳлхуҫа умӗнче, Израиль ывӑлӗсен йӑхӗсене валеҫсе панӑ еткер ҫӗрсем ҫакӑ ӗнтӗ.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Дан ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсене ҫиччӗмӗш шӑпа тухнӑ; 41. вӗсен ҫӗрне ҫак хуласем кӗнӗ: Цора, Ештаол тата Ир-Шемеш, 42. Шаалаввин, Аиалон тата Ифла, 43. Елон, Фимнафа тата Екрон, 44. Елтеке, Гиввефон тата Ваалаф, 45. Игуд, Бене-Верак тата Гаф-Риммон, 46. Ме-Иаркон, Ракон тата Иоппи ҫывӑхӗнчи ҫӗрсем.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене шӑпа тӑрӑх тухнӑ ҫӗрӗ Иуда ывӑлӗсемпе Иосиф ывӑлӗсен ҫӗрӗ хушшинче пулнӑ; 12. ҫав ҫӗрӗн ҫурҫӗр енчи чикки Иордан патӗнчен пуҫланса Иерихон ҫумӗпе ҫурҫӗр енчен иртсе каять те анӑҫалла пӑрӑнать, ту ҫине хӑпарса Бефавен пушхирне пырса тухать; 13. унтан чикӗ Луз енне каять, Лузӑн — урӑхла каласан Вефиль теекен хулан — кӑнтӑр еннелле пырса Анатри Беф-Оронӑн кӑнтӑр енче ларакан Атароф-Адар тӑвӗ патнелле анать; 14. унтан чикӗ кӑнтӑралла пӑрӑнать те Беф-Оронран кӑнтӑр енчи сӑртран кӑнтӑр енне тинӗс патнелле сулӑнать, вара Кириаф-Ваал патне — урӑхла каласан Кириаф-Иарим патне, Иуда ывӑлӗсен хули патне — ҫитсе тухать.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. [Малтанхи] шӑпа Вениамин ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ.11. [Первый] жребий вышел колену сынов Вениаминовых, по племенам их.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.