Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чылайччен сăмах пирĕн базăра пур.
чылайччен (тĕпĕ: чылайччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн Тенюков чылайччен ҫав госпитальре выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шуррисем патӗнчен ку енне куҫсан эп шатраллӑ тифпа чылайччен чирлесе выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня чылайччен йӗрӗнсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чылайччен ыйхӑ килменнипе аптрарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чылайччен тӗкӗр умӗнче юсанкаласа тӑнӑ хыҫҫӑн Эльгеев ырларӗ гримерӑн ӗҫне: — Вӑт халӗ эпӗ — шӑп Ухтеркке! Эс, Костя, пирӗн чӑн-чӑн грим ӑсти! — терӗ, савӑннипе хӑйӗн тусне ыталаса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чылайччен хуйхӑрса ларчӗҫ вӑл каҫ Соньӑпа Павлуш.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Халиччен профессорсем патӗнче пулманскер, Эльгеев чылайччен шӑнкрав пралукне туртма хӑймасӑр крыльца картлашки ҫинче тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аслӑ ҫула пӳлекен шлакбаума уҫман пирки лашапа пынӑ ҫынсен чылайччен кӗтсе тӑмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӑпаталлӑ салтаксемпе ҫак сивӗре эпир Ӗпхӗве чылайччен хӳтӗлесе тӑрас ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев чылайччен тулхӑрса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев чылайччен кантӑк витӗр пӑхса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Инза станцийӗнче поезд чылайччен чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Делегатский» тесе паллӑ тунӑ симӗс вакуна вӗҫертсе хӑварчӗҫ, чылайччен калла-малла тӗрлеттерсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн пӗчӗк пӑравус ӑна таҫта хӑямата — чугун ҫул вӗҫӗнчи тупика — вырнаҫтарса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ахах Иванӗ ҫеҫ ыйха парӑнмарӗ: чылайччен темскер ҫырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шыҫмак хӗрарӑм, япалисене вӑрласа каясран хӑраса, чылайччен ҫывӑрмасӑр тӳссе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Театртан тухсан, ӑна ӑсатма кайрӑм, чылайччен уйрӑлаймасӑр тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня чылайччен ним чӗнмесӗр, ассӑн-ассӑн сывласа, вуласа тӑчӗ, вара хыттӑн йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Итлекенсем, ӑна хапӑлласа, чылайччен алӑ ҫупрӗҫ; хӑшпӗрисем, университетран тухсан та, Воскресенски урампа пынӑ чух пӗр-пӗринпе тавлашса утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Урра! кӑшкӑрни, шавлани, революцилле юрӑсем юрлани таврара чылайччен янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку ҫырӑва вуланӑ хыҫҫӑн Павлушӑн пырне темскерле чӑмакка пырса капланчӗ: вӑл ҫухалса кайнипе пӗр сӑмах та калаймарӗ, хӑйӗн пӳлӗмне кӗрсе, чылайччен куҫне хупмасӑр ҫӳлелле пӑхса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех