Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыҫӗнче (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сунара кайнӑ арҫынсем пысӑк мар сӑртсем хыҫӗнче ҫухалса бизонсен кӗтӗвӗ хыҫҫӑн хӑваланӑ.

Мужчины, поехавшие на охоту, скрылись за невысокими холмами и погнались за огромным стадом бизонов.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Лашасем вигвампа тӗрлӗ япаласене йӑтса пынӑ, вӗсен хыҫӗнче виҫӗ йытӑ вылямалли вигвампа япаласем хунӑ пӗчӗк тюксем йӑтса пынӑ.

Лошади тащили вигвам и поклажу, а за лошадьми шли три собаки, на которых навьючены были маленькие тюки и игрушечный вигвам.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Унта, ҫырансем хыҫӗнче, бизонсем ҫӳреҫҫӗ.

Там, за утесом, пасутся бизоны.

Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Нина куҫкӗски витӗр ҫывӑрмалли пӳлӗмре Мишӑн пукан хыҫӗнче ҫакӑнса тӑракан костюмне асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Юрамасть куҫ хыҫӗнче ҫавӑн пек калаҫма.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ун хыҫӗнче вара пӑрушӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Вӗсем нумай пулмасть ялтан килни тӳрех курӑнать: пичӗсенче хӗрсен пӗр сӑрӑ палли ҫук, хӑшӗсен ҫурӑмӗсем хыҫӗнче ҫивӗтсем, каччисем те хӑйсене сӑпайлӑ тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Каччӑсем вӗсен хыҫӗнче аллисемпе сулкалашсах калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Куҫ хыҫӗнче вара милици ӗҫлемест тесе вӑрҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ самант ҫитетех // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Кинотеатр хыҫӗнче пулса иртнӗ вӗсен хирӗҫӳ.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ахальтен-им ӑна ялта куҫ хыҫӗнче пурте «шап-шап карчӑк» тесе чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Куҫ умӗнче ӑшшӑн калаҫӗҫ те куҫ хыҫӗнче санах хурлӗҫ.

Перед тобой будут ласково разговаривать и за спиной попрекать.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ун хыҫӗнче - сирӗнтен кашнин ӗҫӗ!

За каждым показателем – труд каждого из вас!

Олег Николаев Ҫӗнӗ 2022 ҫулпа саламлани // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2021/12/30/glava-chu ... et-s-nastu

Ҫатан картасем хыҫӗнче ҫумӑрпа йӗпенсе йывӑрланнӑ вишнӗ пахчисем усӑнса лараҫҫӗ.

За плетнями стояли еще тяжелые от дождя вишневые сады.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Каллех тӗмескесем хыҫӗнче, аякра, юланутсем курӑнаҫҫӗ.

Опять вдали между холмами показались всадники.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Таҫта, хӑва йывӑҫҫисем хыҫӗнче, пулӑ сиксе шыва шампӑлтаттарчӗ.

Громко всплескивалась рыба где-то за тальниками.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Леш енче — хӑмӑртарах тӗслӗ сӑрт хыҫӗнче — пулемет сассисем илтӗнеҫҫӗ.

В тон стороне — за бурой возвышенностью — слышались пулеметы.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Перекен оруди хыҫӗнче ҫын ларать.

— За огневой точкой сидит человек.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кӑнтӑр енче, хула хыҫӗнче — шултӑра заводсем: орудисем тӑваканни тата французсен металлурги завочӗ лараҫҫӗ.

На севере за городом крупные заводы — орудийный и французский металлургический.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӗсен хыҫӗнче Лихая станцийӗ, таврари пушанса юлнӑ тӳремлӗхе тӗтӗмлӗ ҫулӑмпала ҫутатса, тӑлӑххӑн тӑрса юлчӗ.

За спиной у них дымным заревом горела Лихая, озаряя опустевшую равнину.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех