Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗттӗм сăмах пирĕн базăра пур.
тӗттӗм (тĕпĕ: тӗттӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эй, унӑн ҫуттипе тӗттӗм каҫ урай варрине ӳкнӗ йӗппе тупма пулать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кӗрхи тӗттӗм каҫ йытӑсӑр кичемрех вӑрманта.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫиелтен тӗттӗм хӗрлӗ ҫивитти сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсем пурте формӑпа: тӗттӗм кӑвак костюм тӑхӑннӑ, юман ҫулҫи ӳкернӗ эмблемӑллӑ карттуспа.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сапаланчӑк пӗлӗтсем, хӑйсен йывӑрӑшне йӑтса тӑрайман пек, ҫӗр ҫумнерех пухӑннӑ, ҫавӑнпа анӑҫ та, тухӑҫ та тӗттӗм сивлек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Уринче хулара илнӗ тӗттӗм симӗс буркипе ҫут калуш.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кирек мӗнле тарӑху та халӗ сире хирӗҫ палӗ, тӗттӗм йӗр хӑварӗ.

Любая агрессия сейчас обернётся против вас и оставит тёмный след на вашей ауре.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Темиҫе кун каярах станувуй хуласенче рабочисен революцилле-марксистла кружокӗсем аталанни ҫинчен астутарчӗ пулсан та, эпӗ тӗттӗм чӑвашсем хушшинче революцилле идейӑсем сарӑлас ҫук тесе ӗнентерме тӑрӑшрӑм.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗттӗм кӑвак саттин пулас?

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анука тӗттӗм ҫӗрте тупас ҫуккине туйса илчӗ те Элекҫей шӑрпӑк ҫутасшӑн аллине кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳртре тӗттӗм пулсан та, Микула хуткупӑсӗпе ҫӗлӗкне хыпашласа тупрӗ те алӑкран сирпӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗттӗм ҫӗрте тӑшман сассине ҫухатнӑ каччӑсем, камне пӗлмесӗр, пӗр-пӗринпе тытӑҫса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппанпа ывӑлӗ мунчаран тӗттӗм пулсан тин таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗттӗм чӑваш ӑна-кӑна чухлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрех хутчен ҫӗрӗ тӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗттӗм ҫӗр, ҫынсем йывӑр ыйӑха путнӑ вӑхӑтра, сарай улӑмне вут тивертесси ача вӑййи кӑна шутланнӑ уншӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗттӗм вӑхӑтра кӑна мар, ҫутӑра та ҫуран ҫӳрекенсене те асӑрхамасан та пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Тӗттӗм халӑх ухмах вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ниҫта ним сас-чӗвӗ ҫук, Тӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергейпе Хрестук алӑк еннелле ҫаврӑнсан, Сахар, кӑшт аяккарах пӑрӑнса, тӗттӗм кӗтесе пытанса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех