Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яков Маякинӑн пичӗ, чултан касса тунӑ пек, хускавсӑр та тӗксӗм пулнӑ.Лицо Якова Маякина было неподвижно и темно, точно высеченное из камня.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне ҫак ҫирӗп чунлӑ, ӑслӑ этемсен тӗксӗм массипе лапчӑнса ларнӑн туйнӑ…Он чувствовал себя раздавленным этой темной массой крепких духом, умных людей…
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Купецсем ун тавра пӗр талккӑш тӗксӗм масса пулса тӑнӑ…
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах та халь вӗсем, телейлӗ те савӑнӑҫлӑ Кононов тавра пуҫтарӑнса, тӗксӗм масса пулса, таччӑн хутшӑннӑ, шухӑшлӑ та чӗмсӗрскерсем, пӗр ҫын пек тӑрса, пӗр ҫын пек сывланӑ, вӗсен тавра темскер, курӑнманскер, анчах ҫирӗпскер, хупӑрласа тӑнӑ, ҫав япала Фомана вӗсенчен пистернӗ, ӑна вӗсен умӗнче хӑюсӑрлатнӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пичӗ унӑн тӗтӗмпе ӑшаланнӑ пек тӗксӗм курӑннӑ, куҫӗсем ҫиллес те хускавсӑр пӑхнӑ, хулӑм тутисем ҫинче салтак мӑйӑхӗсем шӑртланса тӑнӑ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кимми — ҫирӗп… ытах та этем хӑйӗн айӗнче ҫав тӗксӗм тарӑнлӑха туйса илсен… нимӗнле кимӗ те ӑна ҫӑлас ҫук.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗксӗм ҫаврашкасем белилӑпа пудра айне пулсан, ӑна куҫ йӑлчӑрккисем сӳнсе ҫухалнӑн туйӑннӑ, вара ҫавӑнтах вӑл пудра ҫӑнӑхне калла шӑлса пӑрахнӑ…
XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унтан ӑна куҫ айӗнчи тӗксӗм ҫаврашкасем кӑмӑла кайман, вара вӑл вӗсене пудра ҫӑнӑхӗпе шӑлма пуҫланӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑй хӗрарӑмӑн телейсӗр шӑпи ҫинчен шухӑшланӑ, хӑйне, сулчӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, ӳпкеленӗ.
XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома, ҫак тӗксӗм улавӑн сассине илтсе, ҫӳҫенсе кайнӑ, ҫав вӑхӑтрах пӗчӗк фельетонист, тытамаклӑн ҫухӑрса ярса, кӑкӑрӗпе ҫӗре персе аннӑ, унтан, чирлӗ ача йӗнӗ пек, шеллӗн, шӑппӑн макӑрма пуҫланӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аякра, хулан тӗксӗм кӗмӗрккийӗ тӗлӗнче, курӑнман алӑ хай ҫутисем акнӑ; кунта, пӗлӗте ҫити хӳме пек хӑпарса, чӗмсӗррӗн лӑпланса, хура вӑрман тӑнӑ… уйӑх тухайман-ха, уй-хир ҫинче сӗмленсе ҫитеймен ӑшӑ ӗнтрӗк выртнӑ…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑй ҫине никам та асӑрхаса пӑхманни ӑна пӑртакҫӑ кӳрентернӗ, ҫав вӑхӑтрах унӑн ҫак тӑхлан тусанӗ ҫапнӑ тӗксӗм питлӗ ҫынсене хисеплес те килнӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑрмантан нӳрлӗх шӑрши килнӗ, лӑпкӑлӑх вӗрнӗ, уҫланкӑра ҫынсен тӗксӗм кӗлеткисем шавлӑн хӗвӗшнӗ.Из леса пахло сыростью, веяло тишиной, у опушки его шумно возились темные фигуры людей.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ, Саша… уншӑн тӗнче тикӗс, вӑл, хӑйне тӗрткеленине асӑрхамасӑр, пурин ҫине те тӗксӗм куҫсемпе лӑпкӑн пӑхса, тӳрех хӗвӗшӳ варрине пырать…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Маякинӑн пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗксем ҫӳлелле хӑпарса кайнӑ, пӗчӗк куҫӗсем, тӗксӗм енчӗкӗсенчен пӑхса, сиввӗн, виртлешӳллӗн кулнӑ.Морщины на щеках Маякина поднялись кверху, глазки улыбались из темных мешков насмешливо, холодно.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Старикӗн тӗксӗм ҫӑварӗнчен Фома пӗлекен шанчӑклӑ, шухӑ калаҫу, ҫутӑ юхӑмпа ярӑнса, чӗтревлӗн тапа пуҫланӑ.Из темных уст старика забила трепетной, блестящей струёй знакомая Фоме уверенная, бойкая речь.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах халӗ ӑна — вӑл ҫак япаласене пурнӑҫӑн тӗксӗм лаптӑкӗ тӗлӗнчен часрах иртсе каясшӑн ҫеҫ тунӑ пек туйӑннӑ.Теперь ему казалось, что делал он всё это для того, чтобы скорее миновать темную полосу жизни.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
… Ҫак ҫынсем пурте, хӑй пекех, ҫав тӗксӗм хумпала ҫӗкленсе кайнӑ, вӗсем ҫӳп-ҫап евӗр юхса пынӑ.…Все эти люди, как и он, охвачены тою же темной волной и несутся с нею, словно мусор.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӑтранчӑк вӗри юхӑма кӗрсе ӳкнӗ пек туйӑннӑ ӑна, акӑ — ҫав хӑмӑр пӗлӗтсем тӗслӗ тӗксӗм хумсем, ана ярса илнӗ пек те, таҫта илсе каяҫҫӗ пек.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах ашшӗ усаллӑн савӑнса кулни унӑн чӗрине чӑрмаланӑ, ашшӗн пичӗ тӑрӑх тӗксӗм ҫӗлен чӗпписем пек шуса ҫӳрекен пӗркеленчӗксем ӑна хӑратнӑ, вара вӑл, хӑйне ашшӗ таҫталла, ӗмӗтре ахаллӗн те ҫуттӑн курӑнакан тӗлтен аяккалла, пӑрнине туйнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Старикӗн куҫӗсем усаллӑн, тарӑхуллӑн йӑлтӑртатнӑ, тутисем йӗрӗнчӗклӗн хирӗнкеленӗ, тӗксӗм пичӗ ҫинчи пӗрӗнчӗксем чӗтреннӗ.