Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухрӑм (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ малтан хӑраса ӳкрӗм, вара хӑйӑр ҫине чупса тухрӑм: кунта мана вӗсем текех йӗпетеймеҫҫӗ.

Я сначала испугался, а потом убежал совсем на песок: там им меня не достать.

Мана шыв кумӗ пырса ҫапрӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ те кухньӑна тухрӑм.

Потом я тоже в кухню пошёл.

Электричество мӗнле ҫыртать // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Асанне ман алӑсене шӑлчӗ те, эпӗ палуба ҫине чупса тухрӑм.

Бабушка вытерла мне руки, и я побежал на палубу смотреть.

Днепр шывӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Тепӗр кунхине эпӗ, корма ҫине, кимӗ ҫакӑнса тӑнине курма тухрӑм.

А на другой день я ходил смотреть, как лодка висит на корме.

Витя пӳскене шыва пӑрахни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ веранда ҫине чупса тухрӑм та пӳлсе хуни урлӑ пӑхрӑм, вара пӗчӗк пӑрахут пынине асӑрхарӑм.

Я побежал на веранду и стал смотреть через загородку и увидел пароходик.

Сулӑ мӗнле пулать // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара эпӗ сӗтел айӗнчен тухрӑм та чӳрече витӗр пӑхма пуҫларӑм.

Я вылез из-под столика и стал глядеть в окно.

Сулӑ мӗнле пулать // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ тухрӑм та, унта, аялта, пристань пур, тата пристань ҫинче анне тӑнине курах кайрӑм.

Я посмотрел, а там внизу — пристань и мама стоит.

Эпир пӑрахутпа каяс тетпӗр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ те пӑхма чупса тухрӑм.

Я тоже побежал смотреть.

Эпӗ чей ӗҫни тата шӑнкӑрав ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара анне мана таса кӗпе-йӗм тӑхӑнтарчӗ, эпӗ тухрӑм, хӑй вӑл ваннӑра ҫӑвӑнма юлчӗ, эпӗ хамӑр пӳлӗме пӑхма тытӑнтӑм.

А потом мама меня одела в чистенькое и сама ушла в ванну купаться, а я стал нашу комнату смотреть.

Эпӗ шыва кӗни тата кайран мӗн туни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ урама тухрӑм пулӗ тесе, анчах ҫӳлтен кӗленче витнӗ иккен.

Я думал, что мы вышли на улицу, а здесь сверху стеклянная крыша.

Мӗнле платформа // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Эпӗ сана шырама тухрӑм.

— Я за тобой.

Маруся юлташӗсемпе пӗрле праҫнике хатӗрленет // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Килте эпӗ сирӗн ӗҫӗрсене пӑхса тухрӑм.

Посмотрела я дома ваши работы.

Марусьӑн телейсӗр кунӗпе телейлӗ кунӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Эпӗ ачасен сачӗ пӗтерсе тухрӑм, — мухтанать вӗсенчен пӗри.

— Я уже окончила детский сад, — хвастает одна из них.

Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Турӑ пулман та вӑл, картинӑсем ҫеҫ пулнӑ! — кӑшкӑртӑм эпӗ, унтан алӑка урапа тапса уҫрӑм та килхушшине сиксе тухрӑм.

— И не было бога, одни картинки! — продолжал кричать я, ударил ногой в дверь и выскочил во двор.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Курса тӑрансан, эпӗ каялла киле кайма тухрӑм.

Насмотревшись, я пустился в обратный путь.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Сменӑран тухрӑм, — лӑпкӑн ответлерӗ Пашка, — ҫӗрле ӗҫлерӗм.

— Со смены, — равнодушно ответил Пашка, — в ночь работал.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Апат тултарнӑ савӑта илтӗм те, анне эпӗ апата епле асӑрханса йӑтса пынине куртӑр тесе, килтен васкамасӑр тухрӑм, анчах калиткерен тухсанах — яшкана сирпӗте-сирпӗте, сиккипе чупрӑм.

Захватив судок с обедом, я пошел из дому не спеша, чтобы мать видела, что я осторожно несу обед, но едва я вышел за калитку, гикнул от радости и помчался, расплескивая суп.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ ӑна сыпӑкӑн-сыпӑкӑн аран вуласа тухрӑм:

С трудом по слогам я разобрал:

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ лавкка алӑкне аякпа тӗртсе уҫрӑм та урама сиксе тухрӑм.

Я толкнул боком дверь лавки и выскочил на улицу.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тата тарӑнрах ассӑн сывларӑм та сывпуллашма васкарӑм, мӗншӗн тесен, эпӗ питӗ пысӑк ӗҫпе каяттӑм, ҫавӑнпа тухрӑм та кӳмене кӗрсе лартӑм.

Я вздохнул еще глубже и поскорее поспешил проститься, потому что я ехал по весьма важному делу, и сел в кибитку.

VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех