Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах полковник куҫне аяккалла пӑрчӗ ӗнтӗ; вӑл сӗтел ҫинчи темӗнле хутсене пӑхкаларӗ, ҫавӑн чухлӗ нумайччен калаҫни те, Циглер хӑй те ҫукпа пӗрех пулчӗ.
I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Сас паллисем те, юри тенӗ пек, вӑрӑм, нумайччен шаккамалла: ҫичшер хут.И буквы, как назло, долгостучные, многоударные: каждая по семи.
XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кайран чечексем ҫинчен калаҫса кайрӗҫ, нумайччен пуплерӗҫ вӗсем.
XXXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эпӗ нумайччен нимӗнле кайӑк таврашӗ те тупаймарӑм; юлашкинчен вара витӗрех армутипе хупланса ларнӑ сарлака юман тӗмӗ ӑшӗнчен пӗр пӑчӑр вӗҫсе тухрӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Эпир Касьянпа пӗрле вӑрман каснӑ вырӑнта нумайччен ҫӳрерӗмӗр.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Пурте нумайччен куҫне илмесӗр пӑхса тӑчӗҫ вӗсем пӗлӗт ҫинелле.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Хӑрах аллине пӗр йыттин ӗнси ҫине хучӗ те, йытти хӑйне ҫавӑн пек сума-сунӑшӑн нумайччен пуҫне тапратмасӑр выртрӗ, хӑй куҫӗсемпе чалӑшшӑн Павлуш ҫине ӑшшӑн пӑхса выртать.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Йыттисем эпӗ унта пырса ларнине тӳсеймесӗр, ыйӑхлӑ куҫӗсемпе вут ҫине пӑха-пӑха илсе, хӑйсене ырӑ ята кӑларасшӑн тӑрӑшнӑ пек, нумайччен ҫилленсе йынӑшса выртрӗҫ.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Кун пек ырӑ кунсем ҫанталӑк нумайччен улшӑнмасӑр уяр тӑнӑ чух ҫеҫ пулаҫҫӗ.Один из тех дней, которые случаются только тогда, когда погода установилась надолго.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Граф нумайччен ӗҫкӗ-ҫикӗпе пурӑннӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ хӑнасем хушшинче кулкаласа нумайччен савӑнса утса ҫӳренӗ; анчах та, унӑн телейсӗрлӗхне пула, именийӗ унӑн ӗмӗрне ҫитеймерӗ.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Эпӗ ӑҫта та пулин сулхӑнра пӗр сехетлӗхе те пулин выртса канас шухӑшпа та килӗшмесӗр пытӑм; манӑн йыттӑм, хӑйӗн васкавлӑ ӗҫӗнчен нимӗн усси те пулас ҫуккине пӗлнӗ пулин те, нумайччен тӗмсем хушшинче тустарса ҫӳрерӗ.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Мана, тӳррипе каласан, ҫав хӗрӗн тавҫӑрлӑхӗ нумайччен кӳрентерсе пурӑнчӗ.Меня же, собственно меня, надолго огорчила, обидела неблагодарность этой девушки.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Ермолай лайӑх ҫынпа уйрӑмӑнах умра черкке пур чухне калаҫса ларма юратать, анчах та вӑл нумайччен ларма юратмасть: ҫавӑнтах тӑрать те каять.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Темиҫе хутчен те мачча тӑрринче, нӳхрепре, сарайӗнче питӗрӗнсе ларнӑ, пӑшалне, йыттине ҫухатнӑ, чи кирлӗ кӗпе-тумтирсӗр те тӑрса юлнӑ, темиҫе хутчен те ӑна хытӑ та нумайччен хӗненӗ, — анчах ҫапах та вӑл темиҫе кунранах тумланса, пӑшалӗпе йыттине тупса тӗрӗс-тӗкӗлех киле тавӑрӑннӑ.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Эпӗ нумайччен ҫывӑрса каяймарӑм.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Нумайччен утнӑ тата тутлӑ ҫывӑрнӑ хыҫҫӑн утӑ ҫинче нимӗн тапранмасӑр выртма питӗ кӑмӑллӑ: шӑмшак канать, пит-куҫ ӑшшӑн сывлать, тутлӑ канӑҫ куҫ хупаххисене хупӑнтарать.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Эпӗ унӑн кӑмӑллӑ та каҫхи пӗлӗт пек уҫӑмлӑ пит-куҫне нумайччен пӑхса савӑнса выртрӑм.Я долго любовался его лицом, кротким и ясным, как вечернее небо.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
(Нумайччен алӑ ҫупаҫҫӗ.)
VI // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
(Нумайччен алӑ ҫупаҫҫӗ.)
IV // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
(Хаваслӑ кулаҫҫӗ, нумайччен алӑ ҫупаҫҫӗ.)