Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӗнпур сăмах пирĕн базăра пур.
мӗнпур (тĕпĕ: мӗнпур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нормативлӑ право акчӗсем туса хатӗрлес ӗҫе лайӑхлатса пынӑ май, мӗнпур шайри депутатсем общество ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен саккунсене тӗплӗн шутласа тата пур енлӗн тӗрӗслесе йышӑнаҫҫӗ.

Совершенствуя нормотворчество, депутаты всех уровней принимают продуманные и выверенные законы, которые отвечают запросам общества.

Олег Николаве Раҫҫей Парламентаризмӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/27/gla ... aet-s-dnem

Кил-ҫуртри, хуҫалӑхри мӗнпур йывӑр ӗҫ ачисем ҫине тиеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

«Мӗнех, киноактёр — начар ӗҫ мар, сана мӗнпур ҫӗршыв, ҫӗршыв кӑна та мар, тӗнче пӑхма пултарать», — шутланӑччӗ вӑл шӳтлемесӗрех.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

— Мӗн кулатӑр эсир вара, — аллипе сулса илчӗ вӑл ҫавӑнтах, — пирӗн юлташа кинона ӳкерсе илнӗ, ӑна халь мӗнпур ҫӗр-шыв курать, эсир ҫав ятпа ҫур литр та ӗҫесшӗн мар-и вара?

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Анчах унӑн мӗнпур пичӗ, ӗнси, майӗ хӗвелпе хытӑ пиҫсе хуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ҫамрӑклӑхра самантӑн-самантӑн ху мӗншӗн пурӑннине те манса каятӑн, анчах санӑн мӗнпур ӳтӳ-пӗвӳ, кӑмӑл-туйӑму кӑна ҫаплах ҫамрӑклӑхпа туллин сывлать.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Шурӑ пурҫӑн кӗпе яш хурӑн пек яштака ҫамрӑк ӳт-пӗвӗн илемлӗхне пытармасть, унӑн мӗнпур илӗртӳлӗхне, ҫепӗҫлӗхне кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Карабинӑн чӗнӗ ахаль те халтан кайнӑ салтакӑн хулпуҫҫине хытӑ касать, мӗнпур ӳт-пӗве темӗнле куҫа курӑнман йывӑрлӑх пусать…

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Постра тӑнӑ чухне мӗн ҫумне те пулин таянма тата ларма юраманни ҫинчен хытӑ асӑрхаттарчӗ вӑл, мӗншӗн тесен мӗнпур инкексем ҫакӑнтан пуҫланаҫҫӗ те: часовой ҫывӑрса кайма пултарать, куна пурнӑҫри тӗслӗхсем кӑтартнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Кӑнтӑрла иртсен, мӗнпур халӑх паркра пулать.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Ҫавӑнпа та ӗнтӗ мӗнпур сунарҫӑсем, сунарта чухне, ӑна пӑхӑнса, вӑл мӗн каланине туса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Чирлӗ ӑыннӑн мӗнпур ӳт-пӗвӗ чӗтресе илнӗ пек туйӑнчӗ, унӑн сӑн-пичӗ ҫак самантра йывӑҫ пек хытса, шурса ларнӑн курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫав асӑрханмасӑр тунӑ пӗр йӑнӑш утӑмшӑн унӑн мӗнпур пурнӑҫӗ аманса юлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вӑл, хӑйӗн мӗнпур япалисене пуҫтарса, ялтан тухса кайнӑ пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Кимӗ ҫумне Атӑл хумӗсем йӑмпӑлт-йӑмпӑлт ҫапӑнкаласа илеҫҫӗ, кас-кас мӗнпур тавралӑхра илемлӗ-илемлӗ музыка янӑраса кайнӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ялти мӗнпур ҫамрӑк Варламовсен умне пухӑнать, унта ҫӗрӗпех шӑв-шав, алхасу, ташӑ-юрӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Мясниковӗ те халь кунта пурӑнмасть, улт-ҫичӗ ҫул каялла арӑмӗ вилнӗ хыҫҫӑн мӗнпур заводне кӗрӳшне сутнӑ та урӑх вырӑна куҫса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Курпунланарах панӑ, пысӑк сухаллӑ лесник, хӑйӗн мӗнпур пурнӑҫне вӑрмантах ирттерсе янӑскер, мана пӗрлӗхенпе, пылпа вӗри чей ӗҫтерчӗ, хӑй ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Лапсӑркка кӗлеткеллӗ каҫ тӗттӗмӗ лупас тӑррисенче упаленсе ҫӳрет пек, мӗнпур хуралтӑсене хӑйӗн темле асамлӑ кӗлеткипе ҫупӑрласа илнӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Пӳлӗмре нимӗн те юлмарӗ пек, ӑна пӗр аслӑ Чайковский хӑйӗн мӗнпур пуянлӑхӗпе, ҫепӗҫлӗхӗпе тултарса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех