Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майпа (тĕпĕ: май) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Отрасле цифрӑласси ҫине тимлӗн пӑхнине те палӑртса хӑвармалла, интеллектлӑ транспорт системисем пассажирсем турттарас ӗҫе меллӗ, юрӑхлӑ тата хӑрушлӑхсӑр майпа тивӗҫтерме пулӑшаҫҫӗ.

Серьезное внимание уделяется цифровизации отрасли, интеллектуальные системы позволяют осуществлять пассажирские перевозки удобно, доступно и безопасно.

Олег Николаев Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/30/ole ... nika-avtom

Студентсем Раҫҫей политикине хирӗҫ пулнӑ иккен, ҫапла майпа вӗсем хӑйсем килӗшменнине кӑтартасшӑн пулнӑ.

Оказалось, что студенты были против российской политики и таким образом хотели показать свое несогласие.

Теракт тума хӑтланнӑшӑн Уфа студенчӗсене арестленӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/terrora-khir-/20 ... en-3014009

— Мӗнле майпа килсе тухма пултарнӑ вӑл пӗр-пӗччен?

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑвӑнтан ху вӗҫӗмсӗр: «Мӗн тумалла, ку тыткӑнран мӗнле майпа хӑтӑлмалла?» — тесе ыйтатӑн.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗл каҫиччен те нимӗн те килмесен, пире ҫуркуннеччен кӗттерсен эпир пӗтӗм шанчӑка турӑ ҫине хуратпӑр, хамӑр телее урӑхла майпа шырама пуҫлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Наукӑри ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курса хӑмла ҫитӗнтерес ӗҫӗн калӑпӑшне ӳстерсех пырӑпӑр, хӑмла экстрактне туса кӑларассине тимлӗх уйӑрӑпӑр. Ҫапла майпа хамӑр тӑрӑхрах хӑмла продукчӗсем туса кӑларса импорта улӑштарассине тивӗҫтерӗпӗр», — тенӗ республика Пуҫлӑхӗ О.Николаев.

Куҫарса пулӑш

Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat

Пӗлӗвне ӳстерес тӗллевпе куҫӑмсӑр майпа Арзамасри медицина колледжӗнче вӗренекен медбратӑн тӗрлӗ литература вуламалла, контрольнӑйсем, рефератсем ҫырмалла тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ҫын сывлӑхӗшӗн кӑна мар, пурнӑҫӗшӗн те яваплӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9235-yn-syvl ... -te-yavapl

РФ Правительствин постановленийӗпе килӗшӳллӗн официаллӑ майпа ӑна 2020 ҫултанпа уявлама тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын сывлӑхӗшӗн кӑна мар, пурнӑҫӗшӗн те яваплӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9235-yn-syvl ... -te-yavapl

Ҫапла майпа ку ҫӑмӑллӑхпа малашне Донецк, Луганск халӑх Республикисенчи, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисен ҫемйисем те усӑ кураяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм ҫуртсене газификацилесе пӗтерес ӗҫе вӑйлатаҫҫӗ // А.АРТЮКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9702-ujr-m-c ... -v-jlatacc

Ҫапла майпа шкул автобусӗсен тата пассажир транспорчӗн маршручӗсене кӗскетме май килӗ.

Это позволит улучшить транспортную доступность, сократить маршруты школьных автобусов и пассажирского транспорта.

Олег Николаев Ҫул-йӗр хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/16/poz ... tnikov-dor

Зоя ӑна куҫӑмсӑр майпа вӗренсе пӗтерсе зоотехник специальноҫне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Каярахпа вӑл куҫӑмсӑр майпа Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче, унтан Мускаври технологипе управленин патшалӑх университетӗнче професси пӗлӗвне тарӑнлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Юмахри сӑнарсем урлӑ пӗчӗккисем укҫа-тенкӗ пӗлтерӗшӗ, ӑна мӗнле перекетлемелли тата ҫемье бюджечӗ мӗнле майпа йӗркеленни ҫинчен пӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа хакне пӗчӗкренех вӗренеҫҫӗ // Вера МОРОЗОВА. http://alikovopress.ru/ukca-xaknee.html

ФАПсем район центрӗнчен аякра вырнаҫнӑ ялсемшӗн ҫынсене васкавлӑ майпа пулӑшу кӳмелли хӑйне евӗрлӗ медицина учрежденийӗсем шутланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ФАПсем те пулӗҫ, ҫӗнӗ амбулаторисем те // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/fapsem-te-pulec,- ... em-te.html

Ҫапла майпа 19 ял-сала урамӗсенчи ҫулсене ҫӗнетнӗ, 9 ялта шывпа тивӗҫтермелли тытӑмсене юсанӑ, 6 масара хӑтлӑх кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнать // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yalsen-san-sapach ... hanat.html

Асӑннӑ парт проектпа килӗшӳллӗн яллӑ территорисем комплекслӑ майпа аталанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнать // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yalsen-san-sapach ... hanat.html

1980-1985 ҫулсенче Шупашкарти ял хуҫалӑх институтӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ветеранӗ — ялта хисепре // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/ec-%d0%b2% ... %80%d0%b5/

Ҫав ҫулах Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумне куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗнӗ, зоотехник пулма вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ветеранӗ — ялта хисепре // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/ec-%d0%b2% ... %80%d0%b5/

Анчах халь пирӗн васкама юрамасть, ӑна мӗнле майпа тытасси пирки шутласа пӑхмалла.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Карамыш хама мӗнле майпа хаким туса хуни ҫинчен кайран каласа парӑп, юрать-и?

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех