Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпе сăмах пирĕн базăра пур.
кӗпе (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл уяв тумӗпе: пуҫӗнче улӑм шлепке, ҫийӗнче тӗрленӗ вӑрӑм кӗпе, пилӗкрен пурҫӑн шерепеллӗ пиҫиххи ҫыхса янӑ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ваҫук вӑрманта, Людмила амӑшӗпе кӗпе ҫума тытӑннӑ, Симун фермӑра, ытти хӗрсемпе каччӑсем те пушӑ мар.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку кӗпе ыттисем хушшинче уйрӑмӑнах палӑрса тӑрать, куҫа ытларах илӗртет.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унпа юнашар Людмила акӑш пек ярӑнса пырать, вӑл хӗрлӗ-чӑпар тӗслӗ кӗпе тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗрлӗ тӗслӗ пусма кӗпе тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем хушшинче Ятман пуҫ тӳпи ҫине тюбетейка лартса янӑ Кабире курать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑҫта пӑхан, унта — тӗрлӗ теслӗ тутӑр, кӗпе, саппун, икӗ ял хӗрарӑмӗсем ҫаран ҫине ӗҫлеме мар, хӑйсен уяв тумне кӑтартма тухнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗҫӗн алӑка такам туртнине илтсен Марине кӗпе вӗҫҫӗнех чупса тухрӗ те ним ыйтмасӑр-тумасӑр питӗркӗчне вӗҫертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл кӗпе ҫаннисене чавса таранах тавӑрса янӑрав Ятман чи малтан унӑн самай тулли аллисене асӑрхарӗ, кун хыҫҫӑн тин хӗрарӑмӑн шултра кӳлепине куҫпа виҫсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кил-ҫурта тирпейлетпӗр, кӗпе ҫуса паратпӑр, апат хатӗрлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗпе ҫаннисене ылтӑн ука тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй тин пӗве кӗрсе ҫитет-ха, ӑна арӑм тесе калама та ҫылӑх; пӗвӗ яштака, Атӑл хӑви пек; пуҫне хушпу евӗрлӗ вӑрӑм тӑрӑллӑ калпак тӑхӑннӑ, ҫийӗнче сарлака ҫанӑллӑ вӑрӑм кӗпе.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрарӑмсене пурне те чаплӑ, тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑнтарнӑ, ҫӳҫӗсене тӑрӑшса ҫивӗтленӗ, пичӗсене аманса кӑвакарнӑ вырӑнсем ан палӑрччӑр тесе писев сӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иксӗмӗр валли тепрер кӗпе тӑвам…

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунта ӗнтӗ тахӑшӗ пулӑ тытмалли шакӑсем илсе килсе пӑрахма ӗлкӗрнӗ, хӗрарӑмсем кӗпе ҫума икӗ валашка вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юмансар тӗлӗнчи ҫулсене курӑк хуплайман-ха, анчах вӗсем тӑрӑх пӗр ҫын та хул пуҫҫи ҫине кӗсмен хурса е атма-сӗреке йӑтса чупса анмасть ӗнтӗ, хӗрарӑмсем йывӑр чӗрессемпе шыв йӑтни е лапчӑк тукмакпа ҫат-ҫат! ҫапса кӗпе ҫуни те курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай хӑйӗнпе юнашар выртакан Ятламаса тем каласшӑн пулчӗ, анчах лешӗ ӑна кӗпе аркинчен картах туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пикментей кӗпе арки ҫинчи ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене пуҫтарса илсе ҫӑвара хыпрӗ те ахлаткаласа ура ҫине тӑчӗ, ӑҫталла каймалла-ши тенӗ пек, унталла-кунталла пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах вӗсем улача кӗпе тӑхӑннӑ ҫынна ҫыхса пӑрахрӗҫ те, вут сыппине сӗтӗрсе кайнӑ пек, таҫта айккинелле сӗтӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ан ҫулӑх, йӗксӗк, кунта ялти мар, — ун аллинчен вӗҫерӗнесшӗн пулчӗ тепри, кивӗ кӑна улача кӗпе тӑхӑнни.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗпе ҫума тӑхта вара, тӑла ан тӗрт, ҫум ҫумлама ан тух…

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех