Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курсан (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь те икӗ пуҫ пӳрне чӗрнисемпе пӑчӑртаса кӑларнӑ пухрана курсан унӑн кӑмӑлӗ пӑтрана-пӑтрана хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗ эрех йӑтса тухнине курсан, Михха хаваслӑн эхлетрӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах лешӗ ним шухӑшсӑр чӗлӗмне ӗмсе тӑнине курсан — лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппана курсан, Михха чӗри кӑртах турӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗксӗм кӑвак тӳпере хура пӑнчӑ пӗр вырӑнта вӗҫсе тӑнине курсан, шеллерӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

– Ҫавӑнпа та ачасем тирек мамӑкӗпе аташнине, чӗртме хӑтланнине курсан аякран иртсе ан кайӑр, инкеке асӑрхаттарма тӑрӑшӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

— Тете, курсан мӗн каласшӑн эсӗ ӑна?

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Укҫана курсан, ыйткалакан куҫӗсем хаваслӑн ҫуталса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр ҫил хапхаллӑ картишне икӗ арҫын кӗнине курсан ним калама аптӑраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пысӑк мар тӗттӗм коридорпа иртсе, председатель ларакан пӳлӗм алӑкӗ патне ҫитрӗ, вӑл алӑк кӑштах уҫӑлса тӑнине курсан, чарӑнса тӑчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ: Казаков умӗнче Сергейпе Хрестук тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Артель лашисене пӑхакан Иван, Тарье выльӑх картишне асар-писер килсе кӗнине курсан, ҫухалса кайрӗ, ним тума та, ним калама та пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, Сахар картишӗнчи выльӑх-чӗрлӗхе урама хуса кӑларнине вентилятортан курсан, ҫийӗнчех алла тимӗр кӗреҫе тытрӗ, путвал стенине чавма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кил хушшинче сурӑхсем макӑраҫҫӗ, сыснасем нӑриклетсе ҫухӑраҫҫӗ, картишӗнчи чӑхсем мӑйӗсене пӑркаласа какаласа ҫӳреҫҫӗ, чӑпар автанӗ, кил хуҫине курсан, пӗсехине каҫӑртса, ҫуначӗсене ҫапса авӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем курсан (вӗсем кураҫҫех) мӗн тейӗҫ?

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестукпа амӑшӗ урампа савӑнӑҫлӑн кулса-калаҫса аннине курсан, Тарье васкавлӑн кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей йӑмӑкӗпе шӑллӗне икӗ аллипе ҫавӑтса аннине курсан, чунӗ кӗнӗ пек пулчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑкӗ ҫинче икӗ ҫӑра ҫакӑнса тӑнине курсан, Тарье чутах лаплатса ӳкмерӗ — хӑрах аллипе крыльца карлӑкӗнчен тытма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарӑхнипе янахӗ чӗтрекен пулнӑ Тарье каллех лавккана кӗрсе кайрӗ, чӳречесене ҫаклатнӑ ҫекӗлсене аяккалла сирсе хучӗ, алӑк сӑлӑпне кӑларса илсе стена ҫумне таянтарчӗ, унтан, ҫенӗкпе ҫаврӑнса урама тухрӗ те, сарлака крыльца ҫине улӑхса кайса, чӳрече хупписене уҫрӗ, шӑнкӑравламалли кантра вӗҫӗнче тыткӑчӗ ҫуккине курсан, самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, йӗри-тавралла пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вовӑпа шӑллӗсем чӳречерен пӑхрӗҫ те, пуҫне чӑпар тутӑр вырӑнне хура шаль ҫыхнӑ амӑшне курсан, тӗлӗнсех кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем курсан тем шутлама пултарӗҫ, — терӗ те Петӗр, ытамӗнчи хӗрарӑма тата хытӑрах пӑчӑртарӗ, часах ҫывӑрмалли пӳлӗмри вырӑн ҫине вырттарчӗ…

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех