Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫсе (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кукша пуҫ ҫеҫкере чухне пыльца пухма кайнӑ вӗлле хурчӗсем чечексем ҫинче шӑннипе утара вӗҫсе ҫитеймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пыл ҫиес тесен ӗҫлеме те ан ӳркен // Н. ПИРОЖКОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44131-pyl-c ... te-an-rken

Ҫавӑнпах-тӑр урамӗсенче ҫӳп-ҫап вӗҫсе ҫӳренине те, кирлӗ мар вырӑнта ӑпӑр-тапӑр выртнине те курма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Мӗншӗн кунта вӗҫсе килсе ҫӑмарта тумаҫҫӗ-ши вӗсем?

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

Мамӑк тӳшек ҫине выртсси, Пуҫу айне ҫитар хур; Ыйхӑ вӗҫсе, ӑш вӑркасан, Тӗлӗкӗнте мана кур…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ирхине тӳпе янкӑр уярччӗ, анӑҫра кӑна пӗчӗк кӑтрашка пӗлӗт таткисем курӑнкалатчӗҫ; кӑнтӑрла иртсен, вӗсем пысӑкланса, хулӑнланса, хуралса хӑпарчӗҫ те ҫур тӳпене хупларӗҫ; тӗксӗмленнӗ Атӑл ҫинче чарлансем кӑшкӑрни, чӗкеҫсем ҫӗр ҫумӗпех вӗҫсе чӗвӗлтетни илтӗнчӗ; выртнӑ тусана ҫӗклесе, аслӑ юхан шыв енчен нӳрӗ, уҫӑ ҫил вӗре пуҫларӗ; хӗвел ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лавр Кузьмич Атӑл тӑрӑх анаталла юхакан сулӑсем ҫине, виҫӗ палубӑллӑ шурӑ теплоход ҫине, хаваслӑ парӑслӑ кимӗсем ҫине, шыв ҫийӗпе вӗҫсе пыракан «Спутник», «Ракета» ятлӑ ҫӑмӑл пӑрахутсем ҫине курми куҫпа пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Акӑ, проспект ҫийӗн тӗтре витӗрех кӗмӗл «Ил-14» самолет вӗҫсе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Космоса вӗҫсе хӑпарнӑранпа шӑп виҫӗ эрнерен Андриян Николаев Шупашкара килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫӗр ҫинчи мӗн пур халӑх пекех, Мухаров та виҫӗ талӑк приемник умӗнчен каймарӗ, космосра вӗҫсе ҫӳрекен паттӑр янташӑн шӑпи ӑна канӑҫ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Савӑнӑҫлӑ хыпар иккен: чӑваш каччи Андриян Николаев космоса вӗҫсе кайнӑ!..

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Акӑ Кӗҫтук ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене хӑй ҫӗлӗкӗ ҫине хучӗ те, пӗр кӑвакарчӑнӗ ҫавӑнтах ун пуҫӗ ҫине вӗҫсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пыл чашӑкне лекнӗ шӑна ҫапла асапланать; вӑл пылне йӗкленичченех ҫисе тӑраннӑ ӗнтӗ, ирӗкре вӗҫсе ҫӳреме каясчӗ унӑн, анчах ӑна пыл ямасть: вӑл урасене те, ҫунатсене те ҫилӗм пек ҫыпӑҫнӑ, хӑй ҫумне яланлӑхах ҫыхса лартнӑ; унӑн пылакӗ те ӗнтӗ тӳсме ҫук йӳҫӗ, ҫапах тӳсес пулать, пур пӗрех вӑл хӑйӗн ҫирӗп ытамӗнчен вӗҫертмест.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Ак телей!» — тем самантра вӗҫсе илчӗ ун пуҫӗнчӗ савӑк шухӑш.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӗвел вӑрман хыҫне анса пытанчӗ, унӑн эрешлӗ шевли ҫӳлте вӗҫсе иртекен реактивлӑ самолет ҫинче илӗртӳллӗ выляса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Кунне аллӑ хутран ытла вӗҫсе хӑпарма… не положено… инструкци хушмасть.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Будкӑра ӗнерхи «Ҫиҫӗм» стена хаҫачӗ ҫакӑнса тӑратчӗ, унта пысӑк саспаллисемпе: Борис Баймашкин пилот малта пырать, вӑл паян аллӑ пилӗк хут сывлӑша вӗҫсе хӑпарчӗ», — тесе ҫырнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Пирӗн «Антоша» ҫинче ыран пӗр пассажир ытлашши пулать: Куккук хула курма вӗҫсе пырасшӑн…

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кил карти тавра хӳме пачах ҫук: йӗри-тавра чӑх-чӗп вӗҫсе каҫмалла мар ҫурт-йӗр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Самолетсем вӗҫсе хӑпарсан, эпӗ Нагасовӑпа сывпуллашрӑм та «Ҫутталла» колхозӑн хирӗ еннелле уттартӑм: редактор мана унти ӗҫсемпе те паллашма хушнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Баймашкин шӑп инструкци хушнӑ пек вӗҫет: вун сакӑр секунд хушшинче анса ларма ӗлкӗрет, хӗрӗх сакӑр секундра — вӗҫсе хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех