Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вут сăмах пирĕн базăра пур.
вут (тĕпĕ: вут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваҫли пичче ҫӗр каҫиччен пӗр-ик хутчен тӑрса кӑмакана вут тултарать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Вут хутасси — интеллигент ӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Вӗсен ферма патӗнче ҫурӑлман йывӑҫ вут сыпписем нумай.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Мӗн тӑвӑн, ҫап-ха вут тукмаккине хӗрӗх ҫул хушши!

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

— Пӗрин пур та, вут айне тунӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӑрӑ вӑрлать — хӑварать, вут тухать те тасатать, тесе ахаль каламан ҫав.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вут татах та вӑйланчӗ, тумламсем тапӑртата-тапӑртата пушшех вӑйлӑраххӑн сикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вут чӗлхи унӑн питне, каялла тирпейлӗн пуҫтарса хунӑ ҫивӗтне ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ӑшра хамӑн вут ҫунать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ман тантӑшсем урамра шӑннӑ тислӗк тапса «мӑкӑрла» выляҫҫӗ, эпӗ вара е юр хыратӑп, е вут ҫуратӑп, е витесене тасататӑп — урамалла сӑмсана ҫеҫ алӑкран кӑларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ҫунакан вут пуҫҫи урайне ӳкнине те, кӑмака умӗнчи тӗрлӗ ҫӳп-ҫапа тивсе илнине те туйман эпӗ; мана хама та, пӗтӗмпе халран кайнӑскерне, кӳршӗри Павӑл мучи йӑтса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Вучахха вут чӗртсе ҫӗр улми ҫакса ятӑм та кӑшт ҫеҫ кравать ҫине пуҫа хунӑччӗ — ҫывӑрса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Арҫын арҫынах, сак ваклать те вут тӑвать тенӗ пек пулнӑ ӗнтӗ эпӗ вун виҫӗ ҫулта.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Чӗрине кам вут хыптарнӑ? — Паллӑ, паллӑ вӑл — Севкке!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Кӗтнӗ ҫыннӑм: Эп ҫапла шутлатӑп: Йӑнӑшрӑмӑр пулмалла каллех: Вӑйсӑр хӗлхемрен, итле, калас-тӑк, Хыпса илтӗрччӗ вут, тем пекех.

Куҫарса пулӑш

Кӑкӑрӑм ҫӗкленчӗ ҫиле хирӗҫ // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 51–52 с.

Хӗвел вут пек хӗртет.

Солнце жгет, словно огонь.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Эпир, ҫакна илтсен, виҫӗ-тӑватӑ кун хушши вут ҫинчи пек ҫунтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анса ларакан хӗвел йывӑҫсем, пӳртсем ҫине йӑмӑх хӗрлӗ ҫутине ӳкерет, кантӑксене вут хыпнӑ пек йӑлтӑртаттарать.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Коля вут ҫутинче кӗнеке вулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл кӑварлана пуҫланӑ вут ҫине пӑхса калама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех