Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вунӑ сăмах пирĕн базăра пур.
вунӑ (тĕпĕ: вунӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахар лашине уй чиккинчи пӗр вунӑ хӑлаҫ сарлакӑш прачакпа сылтӑма пӑрчӗ, чӗркуҫҫирен ҫӳллӗ ӳссе кайнӑ курӑк ҫийӗн анаталла, паҫӑр йывӑҫсен тӑрри курӑнакан еннелле, уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗтем ҫинче суйласа илнӗ вунӑ ҫемье юлчӗ, ыттисем килӗсене саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паян вунӑ ҫемье ӗҫлетӗр, ыран — тепӗр вуннӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрӗх ҫын ҫирӗм мӑшӑр пулса кӗрешнӗ хыҫҫӑн ҫӗнтернисенчен вунӑ мӑшӑр турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн карчӑк ҫулталӑк та пурӑнаймарӗ, тепӗр вунӑ уйӑхранах вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗҫӗ сан вунӑ ҫын валли те ҫитет, — сӗнчӗ Хветут.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурӗ те вунӑ мӑшӑр сӑвай юпи те, тепӗр ҫавӑн чухлӗ хӑма ҫеҫ хумалла.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр вунӑ минутран Хветут ҫемйине малти пӳртнех илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вырӑссем крепость патӗнчен вунӑ ҫухрӑма чакни ҫинчен пӗлсен кунтан часрах тухса тарасси пирки канашлама пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑхӑр вунӑ шакӑ сахал мар вӑл — йӗкер ывӑҫа та кӗмест, хан вӗсемпе аппаланма тытӑннӑранпа хӗрли те, сарри те, кӑвакки те темиҫе хутчен ултшарӑн пуҫтарӑнчӗҫ, ҫапах вӑйӑ йӑлӑхтармарӗ курӑнать-ха.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрӗссипе, вылямасть-ха вӑл, тӑхӑр вунӑ шака, тӗрлӗ тӗслӗ те тӑваткӑлскерсене, чӑл-пар сапаласа ярать те телей мӗнле валеҫӗннине пӑхать.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каяс пулсан мана сахалтан та пӗр вунӑ ҫын кирлӗ пулать, мӗншӗн тесен крепь хутне пӑлхавҫӑсене парса хӑварсан эсир тӳрех мана айӑплама тытӑнатӑр.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай пурнӑҫӗнче тем те курнӑ, вунӑ ҫын тӳсменнине тӳссе ирттернӗ Эрнепишӗн ялан ӑшӑ сӑмах шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫуркунне, ҫуна ҫулӗ пӑсӑлас вӑхӑтра, Ахтупай арӑмне вунӑ ҫухрӑмри яла лавпа пыма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вунӑ ҫухрӑм пырать санпа юнашар, хӑй тӗллӗн виҫӗ сӑмах ҫавӑрса каламасть.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вунӑ ҫынна ҫӗр айне чавса чикрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вунӑ хут, ҫӗр хут вӑйлӑрах тавӑратӑп!

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрӗссипе, манӑн кунта вунӑ ҫул каяллах килсе кӗмеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кур-ха, арӑмне, вунӑ ҫул тыткӑнра, чуралӑхра пурӑннӑ ҫынна, ӗненмерӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухантее вӗсем пӗр вунӑ ҫухрӑмра, вӑрманти вучах умӗнче шыраса тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех