Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алли сăмах пирĕн базăра пур.
алли (тĕпĕ: алли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Микула мӑйӗ тавра хӗрарӑм алли мар, Анукпа иккӗшне пӑвакан сивӗ ӳтлӗ ҫӗлен явӑннӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула чӑмӑртаса хӑварнӑ алли халь те вут-кӑвар ҫинчи пекех ҫунать.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье пит-куҫӗ вут тивнӗ пек ҫуна пуҫларӗ, Ун ҫепӗҫ алли каллех чун савнӑ арҫын аллинче.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл арҫыннӑн ҫирӗп алли, сыхланарах пулсан та, хыттӑн чӑмӑртанине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасартӑк Татьяна алли ун пуҫӗ ҫинчен хуллен шуса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑшпӗрисене наян, теприсене алли йывӑр тесе тиркеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуп, Лукарье ҫамки ҫине хӗрес хурса, хӑй аллине ун алли ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хӗлипӗн алли сиксе чӗтренине асӑрхасан ҫапла хушса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн куҫӗсем чарӑлса кайрӗҫ, мӑлатук тытнӑ алли чӗтреме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук, пӗтӗм вӑй-халне пухса, тепре туртӑнчӗ — сылтӑм алли ирӗке тухрӗ, унпа ҫӑварӗнчи ҫӗтӗк татӑкне туртса кӑларчӗ, пӗтӗм ҫассипе: — Пу-у-лӑшӑр!.. — тесе, хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кам алли пулӗ тетӗн эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эх, ҫак Маюкӑн алли.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Япалисем ӗлӗкхи пек пӗр ҫын аллинче мар, ҫӗр ҫын алли витӗр тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кам алли тума пултарчӗ-ши тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйне арҫын алли лексен, Анюк шартах сиксе илчӗ, тата ытларах хӗрелсе кайрӗ, аван мар, аван мар тесех, хӑнапа юнашар ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Апла мар, кӳрӗр-ха хама, — терӗ те Сахар йӑпӑр-япӑр вӗрене илчӗ, васкасах йӑлӑ турӗ, сулахай алли ҫинче хӑвӑрт пуҫтарса, сылтӑммипе тепӗр вӗҫӗнчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук, шиклӗн те хӑюсӑррӑн каччӑ алли ҫине таянса, урипе кимӗ тӗпне пусрӗ, шӑнса кӑвакара пуҫланӑ пичӗ хуллен хӗрелсе тӗлкӗшме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сылтӑм алли вырӑннех хурать ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑтартӑр-ха, камӑн мӗнле кӑмӑл, камӑн алли ҫӑмӑл…

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван Васильевичӑн алли вӑрӑм та унӑн, Руҫе пит пысӑклатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех