Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Паянхи сăмах пирĕн базăра пур.
Паянхи (тĕпĕ: паянхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна нихҫан та манма юрамасть: профессилле театра ҫӑмӑлттайланса выляс йӑла пырса ан кӗтӗр, паянхи пурнӑҫ ҫыннин тулли те кӑткӑс сӑнарне кӑтартас ӗҫрен ӑсталӑх ҫитменнипе пӑрӑнса юлма ан лектӗр.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Анчах коммунизм вӑхӑтӗнче те профессилле ӑсталӑх ыйтӑвӗ паянхи пӗлтерӗшлех пулмалла вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Паянхи куна ултӑ опере лартса панӑ та ӗнтӗ, вӗсене куракансем те, театрпа музыка ӗҫне лайӑх пӗлекенсем те пысӑк хак пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вара Демахин паянхи преступленисем пулнӑ районра пурӑнакан Горячкин тенӗ ҫамрӑк ҫын патне кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Эпӗ шанатӑп, паянхи конференци сӳтсе явма кӑна мар, малалла аталанма, ҫӗнӗ утӑмсем тума вӑй-хӑват парать тесе».

Куҫарса пулӑш

«Яковлев вулавӗсем» иртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60943

Вӗсем хутшӑнни паха, кунсӑр пуҫне ӗнтӗ, Яковлева тӗпчекенсем, унӑн пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ тӑванӗсем, мӑнукӗсем килнӗ паянхи куна.

Куҫарса пулӑш

«Яковлев вулавӗсем» иртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60943

Вӗсене паянхи пурнӑҫра наци культурисене сыхласа хӑварас тата аталантарас, ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас ыйтусем пӑшӑрхантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Яковлев вулавӗсем» иртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60943

Министр паянхи кун Чӑваш Еншӗн ҫеҫ мар, республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсемшӗн те пысӑк уяв пулнине палӑртса хӑварнӑ.

Министр отметила, что на сегодняшний день является особым праздником не только для Чувашии, но и для чувашей, проживающих за пределами республики.

Иван Яковлева асӑнса митинга пухӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34857.html

Пирӗн те чӑн малтанах ҫак тарӑна каякан йӑла-йӗркесене пӑхса, уйрӑмах ҫак Иван Яковлев пек паллӑ патриархсем хӑйсен шухӑшӗсене ҫирӗплетсе хӑварнине тӗпчесе, паянхи куна шута илсе малалла аталантармалла тесе утмалла тесе шухӑшлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Яковлев халалӗ - пурнӑҫ кӗнеки // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=9geMRIgkUUo

«Паянхи куна илсессӗн пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ эпир И.Яковлева пӗчӗкренех чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ тесе калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яковлев халалӗ - пурнӑҫ кӗнеки // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=9geMRIgkUUo

Чӑваш Республики чиккинчен тухса ытти Раҫҫей Федерацин субъекчӗсене ҫитсе туса пырсассӑн, паллах, эпир кӗске вӑхӑтрах туйса илме пултаратпӑр нумай халӑхӑн паянхи кун хӑйсене чӑваш теменнисен чунӗнче ҫак чӑваш хӗлхемӗсем хумханса вӗсене чӑвашлӑха таврӑнма пулӑшӗҫ тесе.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

Паянхи кун халь питӗ пысӑк тата йывӑр ӗҫ вӑл чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси».

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

Паянхи кун чылай чухне «чӑвашӑн вӑл ҫук, ку ҫук» теме юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Паянхи кун та ҫимӗке килекенсем Ҫемен Борисович вил тӑпри ҫине пырса унран пил ыйтаҫҫӗ.

И по сей день приезжающие на Тройцу на кладбище, приходят на могилу Семена Борисовича и просят у него благословения.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Тахҫан-тахҫан вӑл урӑхларах ҫынччӗ, маттур хӗрарӑмччӗ — ҫавна Герасим Федотович паянхи пекех астӑвать.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Диван ҫине канлӗн саркаланса ларнӑ та паянхи хаҫат-журнала шӗкӗлчет.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Паянхи пек астӑвать Герасим Федотович: вӑл вӗренекен класра пӗр ҫулхине Александр Мамарланов ятлӑ пӗр ача хутшӑннӑччӗ, ӑна учительница Караҫӑмпа юнашар лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Паянхи ҫинчен правленире историллӗ калаҫу пулӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тахҫанхи ырӑ ӗҫӗсене асра тытса паянхи кӑлтӑкӗсене курмӑш пулатпӑр.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тавралӑха ҫӗрлехи чатӑр картланӑ пулин те, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ пилотка тӑхӑннӑ салтак тӑван ялӗ ҫывӑхӗнче мӗн пулса иртнине витӗрех курать пек, паянхи каҫ кам ырӑ, кам усал ӗҫ тӑвать — ҫавна сисет пек, камӑн чунӗ мӗншӗн ҫуннине, кама мӗн кирлине пӗтӗмпех пӗлет пек.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех