Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑнтӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑнтӑр (тĕпĕ: кӑнтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫанталӑкӗ ҫав кун иртенпе венчете тӑнӑ хӗр пекех сапӑрччӗ, кӑнтӑр канни вӑхӑчӗ иртсен, хӑйӗн хура, «тал пиҫенлӗ» ӑш-чиккине туй хыҫҫӑн ҫеҫ яри уҫса, намӑс-симӗс туйӑмне сирсе-таптаса кӑтартакан усал, кӑра хӗрарӑм пек, тем чӑкӑртӑшланма, ҫавра ҫил те ҫӗклекелесе нӑйкӑшма, йӗрмӗшме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина шкула та кӑнтӑр апачӗ вырӑнне пулштух сӑмакун е ҫуттине портфелӗнчи ӗҫ хучӗсен хушшине хӗстеркелесе илсе пыма пуҫларӗ, ӑна уроксем хушшинчи тӑхтавсенче куҫ-хӑлхасӑр вырӑнсенче лӑнкӑрт-лӑнкӑрт тусах пушаткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак халӗ те, кӑнтӑр вӑхӑчӗ иртнӗренпе виҫ сехетелле яхӑн ҫеҫ ҫитрӗ пулин те, тавралӑха вӑрман ҫине «ҫутӑ кӑвак ҫивиттипе» йӑпӑштӑн хупласа йӑтӑнакан тип тӗтреллӗ каҫхи ӗнтрӗк сӗмӗ йӑввӑн-йӑввӑн, таччӑн-таччӑн ҫупӑрлани самаях палӑрать…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Маюк аппа Кӑнтӑр поселокӗнче хӑйӗн пысӑках мар йывӑҫ ҫуртӗнче пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Унсӑрӑн ав кӑнтӑр кунӗнчех Симаковӑпа ыталашса ҫӳрет…»

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Калаҫаҫҫӗ пулмасӑр, кур-ха: кӑнтӑр кунӗнчех ыталанса ҫӳреҫҫӗ те, — ҫаплах хӗтӗртрӗ-ха Мокин.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн вӗсем кӳлӗ хӗрринче пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тепӗр кунне кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче Ревлен Петрович рабочисене путевка пирки пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Аслӑ мастерпа хирӗҫе-хирӗҫех Гаврилова кӑткӑс ӗҫ шанса пачӗ вӑл, кӑнтӑр апачӗччен чиперех ӗҫлетчӗ вӗт-ха, халӗ ак каллех калаҫу пулать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Лида ҫине тӑнипе вӗсем кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче кашни рабочи ещӗкӗсенчен ӗҫ инструменчӗсене кӑларчӗҫ, ячейкӑсене хурса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Намӑс та мар-ши сире кӑнтӑр кунӗнче йӑваланса выртма?

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче рабочисем сӗтел умне пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петрович рабочисемпе субботник пирки кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче калаҫма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче Ревлен Петрович рабочисемпе пилӗк минутлӑх калаҫу ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пирӗнпе ӗҫлеме килӗр, — ҫурт умне пырса тӑнӑ мучие капӑрах сырса илчӗҫ хӗрсем, кӑнтӑр апатне кайма пуҫтарӑннӑскерсем.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Ку енӗпе Австрали, Канада, Кӑнтӑр Америка, Европӑри чылай ҫӗршыв малта.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Вӑл ялти Кӑнтӑр урамӗнче пурӑннӑ Кузьма Игнатьевӑн тетӗшӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Кӑҫал Ҫӗмӗрле хулинче, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенче тата Комсомольски районӗн кӑнтӑр пайӗнче пурӑнакан 57 пин ытла ҫын валли шывпа тивӗҫтерекен объектсен проекчӗсене туса хатӗрлӗпӗр.

В текущем году запроектируем объекты водоснабжения для более чем 57 тыс. жителей города Шумерли, Батыревского, Шемуршинского и южной части Комсомольского районов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн пуҫлӑх мана хӑй патне чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑпӑлтие йӗп витмест // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 72–73 с.

Кӑнтӑр енче вӑрман, хӗвеланӑҫ енче ҫырма, хӗвелтухӑҫ енче хула, ҫурҫӗр енче аслӑ Атӑл!

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех