Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Калаҫу сăмах пирĕн базăра пур.
Калаҫу (тĕпĕ: калаҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тин тӳрӗ калаҫу пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑшра йӗксӳ Чечекӗн тулчӗ, — Ҫук, ҫук, пулмарӗ ятлаҫу, — Тен, ҫавӑнпа вӗсен халь пулчӗ Хӗрӳллӗ, тӳрӗ калаҫу.

Куҫарса пулӑш

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вилетӗн те выртан каска пек; Ҫынсен вара пӗр калаҫу:

Куҫарса пулӑш

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ун айӗнче Пырать-мӗн калаҫу пит шӑппӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗрре ун пулчӗ калаҫу — Туслӑ пуплерӗ кӗпӗрнаттӑр: «Мана пит килӗшрӗ ачу; Ӑна телейсӗр ан хӑвартӑр Ҫӳлти ыр Турӑ».

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сахал пулман пуль калаҫу, — Курсассӑн, — пирӗн хушӑра Сивӗ чухне е ӑшӑра, Е улӑхра, е ҫул ҫинче…

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Алӑк патӗнче Левентей пӗр самантлӑха чарӑнса тӑчӗ: ӑна халь пулса иртнӗ калаҫу вӗҫленмен пек, вӑл секретаре чи кирлине каламасӑр хӑварнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каярах кӑна хашкаса чупса ҫитнӗ Липа вӑл каланине пурне те илтеймерӗ, ҫапах та калаҫу вӗҫне пӗтӗм чунтан хӗпӗртесе итлесе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Стариксем хӑйсене уйрӑм юмах пуҫланине кура, Ятманпа Левентей паян кунхи ӗҫсем ҫинчен — тыр вырасси ҫинчен сӑмах хускатаҫҫӗ, вара сӗтел хушшинче калаҫу икке уйрӑлса каять.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӗтел хушшинче калаҫу хӗрсех пырать.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна ку калаҫу пӗртте килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Председательсем агрономпа пӗрле пулса ҫитнӗ ырашпа тулӑ ҫинчен, фронтран таврӑннӑ ҫынсене кама мӗнле ӗҫе лартни, патшалӑха хӑҫан тырӑ парасси, ӗҫ вӑхӑтӗнче коммунистсенчен камӑн мӗнле докладпа калаҫу ирттересси ҫинчен тата тем те пӗр ҫинчен калаҫрӗҫ, анчах пӗр-пӗрне ӑнланса, — вӑрҫмасӑр, чӗрре кӗмесӗр, кӳренмесӗр.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла пуҫланса кайрӗ те калаҫу, вара вӑраха пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку калаҫу Ятмана канӑҫтармарӗ-ха, вӑл Кабира правленине тепре чӗнсе кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл тухса кайсан, Ятман Левентейпе ҫавӑнтах Укахвипе Зейнаб пирки калаҫу пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн каламалли, мана Гариф йӑлтах хӑратса пӗтерчӗ, — ун хыҫҫӑн утрӗ Зейнаб, ҫавӑнтах председателе тин ҫеҫ пулса иртнӗ калаҫу ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Килӗшмесен вара, ку калаҫу райкома ҫитет».

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа ӑна тӳсӗмлӗн итлерӗ, ҫапах та, ку калаҫу нумая каяссине сиссе, пӳлсе каларӗ:

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫук, калаҫу куннинче те Иван пичче ӗмӗтленнӗ пек иртмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсен те паян калаҫу ҫыпҫӑнмасть: Укахвин хуйхӑ — Галимджан виҫ эрне хушши ҫыру ҫырмасть, Липӑн та шухӑшсем сапаланчӑк — Ятман килетӗп тенӗ ҫӗртенех килеймерӗ, Кабир та вӑрҫа тухса каять, хӑйӗн чӗринче те канӑҫсӑрлӑх сисӗнет — паян темле ӗҫе туса ҫитермен пек, каймалли ҫӗре кайса килмен пек.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех