Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кайӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Кайӑк (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫын сасси чӑрмантармарӗ ӑна, ҫавӑнпа юрӑ уҫлӑхра, пӗччен кайӑк хӑй юррипе киленнӗ евӗр, вӗҫрӗ те вӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайӑк чӗвӗлтетнӗ пекех илтӗнет вӑл Иливана.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑрӑнса ӳкиччен ӗҫле те кайӑк ыйхипе ҫывӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем те вӑхӑт ҫитсен, ҫунат сарнӑ кайӑк чӗпписем пек, пӑрр! ҫеҫ вӗҫсе тухса кайӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мамич-Бердей ӑмӑрт кайӑк пек вӗҫет.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килте вилӗм кӗтсе лариччен вӑрманта кайӑк шыраса ҫӳрер.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах пит усӑллӑ кайӑк.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак лар ӗнтӗ халь Хусан шывӗ хӗрринче ҫунатне хуҫнӑ кайӑк пек ӗнтӗркесе, каҫсерен хӑвӑн вилӗмне кӗт.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепре пӑхсан вӗсем хӑрушӑ япала курчӗҫ: тӳперен, кайӑк хурсем вӗҫсе иртнӗ тӗлтен, хула ҫине тем пысӑкӑш ҫӗр муклашкисем, чул татӑкӗсем, пӗрене сыпӑкӗсем, ҫынсем йӑтӑнса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑп ҫав самантра, кайӑк хурсене хӑратма ҫӗршер тупӑран пӗр харӑс персе янӑ пек, таврара ҫӗр кисренчӗ, ҫӳлелле тем ҫӳллӗш тӗтӗмпе ҫулӑм явкаланса хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуҫ тӑррипе кӑнтӑралла васкакан кайӑк хурсем карталанса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп вара, аҫупа пурӑннӑ чухнехи евӗр, Казанка хӗрринчи бустанра кӑна сар кайӑк пек юрласа ларӑттӑм, сан ывӑлусене пӑхӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак упӑшкине тутарсем вӗлернӗ те, хӗрарӑм, тӳпере пӗччен вӗҫекен кайӑк пек, тӑлӑха тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ав мӗнле кайӑк ҫакланчӗ ман алла.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хум ҫинче чӳхенсе ҫутӑ уйӑх шӑвать, Хӑвасем хушшинче сарӑ кайӑк юрлать.

Куҫарса пулӑш

Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.

Ку кайӑк пирӗншӗн ҫав тери паха, чи хаклӑ парне пулӗччӗ, — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Лев Борисович нимӗн калама та ӗлкӗреймерӗ, пирен хыҫҫӑн ҫынсем кӗчӗҫ те, каллех: — Билет купили? — терӗ хура кайӑк ҫак ҫынсене те.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

— Ак кампа, — терӗ вӑл, читлӗхре ларакан пӗр хура кайӑк ҫине кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Темӗнле кайӑк, тем тӗрлӗ чӗрчун ҫинчен те каласа пачӗ пире Лев Борисович.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Лев Борисовичӑн кайӑк тытмалли хатӗр-хӗтӗрӗсене ҫӗклерӗ те мана хӑй хыҫҫӑн пыма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех